14 января 2021 г.
Тус-юлташăмсемпе сăмах çăмхине сỹтетпĕр. Пурнăç çинчен калаçатпăр, кун-çула тишкеретпĕр. Хыçа юлакан çулталăкра вара аса илмелли тăкăнсах тăрать. Лайăххи, ырри çине-çинех аса килет. Япăххи те, ура хураканни те тĕл пулать. Уйрăмах тус-юлташăма кивçен панă ыйту канăç памасть. Укçа-тенкĕсĕр лармасть вăл. Ватлăх укçи-тенки пурăнмалăх çитет ăна. Ялта тутлă апат-çимĕç тутанас тетĕн-и? Тархасшăн, тулăх тĕп сакай пулăшать. Тата выльăх-чĕрлĕх усракан çын епле-ха сĕт-çупа аш-какайсăр? Халĕ вара, Вăкăр çулталăкĕ хуçаланма пуçланă май, кивçен ху-çисене пỹрнесене хуçлатсах шутлать вăл. Вĕсен ят-хушамачĕсене асăнсан сăн-питрен те кулă çухалать. Та-рăхмасăр, пăшăрханмасăр, паллах... Çынсене йывăрлăхран çăлать-çке. Пĕрне 100, теприне 300 тенкĕ тыттарать. — Шанчăклă çынсем пур. Акă, леш урамри Якурпа Элекçи эрне хушшинчех парăма парса татрĕç. Çав хушăрах теприсем шăл шуррине те кăтартмаççĕ. Эх, çав Суюкпа Маюка... — хаштах сывларĕ тус-юлташăм. — Вĕсем укçаллă пулнăранпа икĕ уйăх та хыçа юлчĕ пуль... Урамра та курнăçнă-ха кивçенçĕсемпе... Пĕри те тепри ăмăртмаллах суеçтереççĕ. — Укçа-тенкĕ çук çумра. Эх, пурнăç! — теççĕ куçĕсене хĕстерсех. — Эх, пурнăç!.. ...Çав вăхăтрах иккĕшĕ те умлăн-хыçлăнах ялти лавккана васкарĕç.
Г. Тусли.