14 января 2021 г.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкар-та Чăваш Респуб-ликин Физкультурăпа спорт министерствин “СШОР № 3” АУн çăмăл ат-летсен манежĕнче çăмăл атлетика енĕпе 1999 — 2001, 2002 — 2003 çулсенче çуралнă арçынсемпе хĕрарăмсем, 2004 — 2005 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем хушшинче Чăваш Енĕн чемпионачĕпе ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Унта республикăри районсемпе хуласенчи 340-е яхăн спортсмен хутшăннă. Тупăшусенче Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем те вăй виçнĕ. Ăмăртусенче Трак ен спортсменĕсем те япăх мар ăмăртнă. Пирĕн спортсменсем 6 медаль: 1 ылтăн, 1 кĕмĕл тата 4 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Тупăшусенче Евге-ний Дмитриев (1995 ç.ç., 800 м, пĕрремĕш вырăн), Александр Васильев (1997, 1500 м, иккĕмĕш), Евгений Дмитриев (1500 м, 3000 м, виççĕмĕш), Сергей Анисимов (2002, 800 м, виççĕмĕш), Кирилл Кузнецов (2004, 800 м виççĕмĕш) палăрнă.