14 января 2021 г.
Çĕнĕ çул умĕн “Единая Россия” политика партийĕн Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕ тата хамăр райпо ырă йăлапа “Шоколад — ачасене” ятлă пĕрлехи акци ирттерчĕç. Асăннă акцин тĕллевĕ — лавккара шоколад туянса пирĕнтен тимлĕх, ăшăлăх ыйтакан пепкесене ырăлăх туса парасси. Райпон мĕн пур лавккисенче пылак çимĕç пухма ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ А. Кузнецов, район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Петров ырă кăмăллăх акцине хутшăнчĕç. Депутатсемсĕр, вырăнти политканаш членĕсемсĕр пуçне акцие сутуçăсем, райпо, вĕрентỹ ĕçченĕсем тата тавар туянакансем те активлă хутшăнчĕç. Пухăннă пылак çимĕçсене тăлăх, нумай ачаллă çемьесенчи пепкесене, инвалид-ачасене валеçсе пачĕç.