14 января 2021 г.
Çĕнĕ çул — чи юратнă, ырă, юмахри уяв, ăна кашни килте, çемьере тата ача-пăча садĕнче кĕтеççĕ. Ытларах пепкесем Хĕл Мучипе Юр пикен парнисемпе тата çак асамлă уяври тĕлĕнтермĕшсенчен савăнаççĕ. Райцентрти “Чебурашка” ача сачĕн “Почемучки” ушкăнĕнче “Çĕнĕ çул уявĕ Вупăр карчăкпа пĕрле” праçник иртрĕ. Вăл питех те интереслĕ, савăнăçлă пулчĕ, пурин кăмăлне те кайрĕ. Ачасем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç, ташларĕç. Уяв хăнисем Хĕл Мучи, Юр пике тата Вупăр карчăк пулчĕç. Юмахсенчи сăнарсем уява килнисене тĕрлĕ вăйă-кулăпа, савăк шỹтсемпе савăнтарчĕç. Паллах, епле уяв-ха вăл пылак кучченеçсĕр? Хĕл Мучипе Юр пике шăпăрлансене чылай канихвет-пĕремĕк парнелерĕç. Уява хатĕрленсе ирттерме ашшĕ-амăшĕ те чылай пулăшу кỹчĕ. Вĕсем ачасемпе пĕрле уяв чăрăшне илемлетме сахал мар тăрăшрĕç: теттесем ăсталарĕç, уяв открыткисем турĕç. Творчество ăсталăхĕшĕн тав сăмахĕ каламалли çеç юлать. Малашне те пĕрлех пулăпăр. Л. Осипова, И. Степанова.