АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анастасия Владимирова — çамрăк çыравçă

14 января 2021 г.

Анастасия Владимирова — çамрăк çыравçă

Етĕрне районĕнчи Пупăлькасси ялĕнче çуралнă. Тури Ачакри шкулта, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Халĕ Шупашкарти 130-мĕш ача садĕнче ĕçлет. Унăн хайлавĕсем “Тантăш” хаçатра, “Тетте”, “Самант”, “Тăван Атăл” журналсенче, Етĕрне районĕн “Ĕç ялавĕ” хаçатра пичетленнĕ. Тутар Республикинче тата Турцире иртнĕ тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕсене хутшăннă. А. Владимировăн калавĕ Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă “Пирĕшти патне янă çыру” коллективлă сборника кĕнĕ. 

— Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

— Литература маншăн — чи шанчăклă тус, чун сиплевçи. Литература хавхалантарать, канаш парать, кашни ыйтăва хуравлаять. Чи кирли — вăл сутмасть.

— Мĕн хавхалантарать сире çырма?

— Чуна хускатнă хĕлĕхсем, пурнăçри лару-тăру: суя, çынсем хушшинчи танмарлăх, икĕ питлĕх, çынсăрлăх, этемĕн тискерлĕхĕ. Пурнăçăн çак тỹнтер енĕсем канăç памаççĕ. Хама кĕрешỹçĕ пек туятăп. Хĕç-пăшал вырăнне вара — алăри калем (ручка).

— Юратнă поэт, прозаик. — Ачаранпах Сергей Есенин пултарулăхне кăмăлланă. Сăвă çырас туртăм та çак поэт хайлавĕсен витĕмĕпе вăйланса пынă. Юратнă прозаиксем — Юрий Скворцов, Александр Артемьев тата Англи çыравçи Джоан Роулинг.

— Юратнă кĕнеке.

— Пĕр-пĕр кĕнекене уйрăммăн палăртас килмест. Кашнине тытса пăхмассерен ман умра çыравçă тĕнчи анлă уçăлать. Кашни авторăн тĕнчи ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать, мĕншĕн тесен çак тĕнчене çыравçă хăй аллипе “ăсталанă”. Кашни кĕнеке — хăйне майлă вĕрентекен.

— Май пулнă-тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа? — Студент вăхăтĕнче пире час-часах литература каçĕсене илсе çỹренĕ. Авторсене хам куçпа курни, вĕсен калаçăвне “чĕррĕн” илтни маншăн çав тери пĕлтерĕшлĕччĕ, пысăк пулăм пек йышăнаттăмччĕ çав самантсене. Паянхи кун та кирек мĕнле авторпа та хаваспах курса калаçма хатĕр.

— Пурнăç девизĕ.

— Шкул вăхăтĕнчи девиз паянхи кун та маншăн тĕпре: “Ырă ĕçсем ту — тĕнче сана та çавнах парнелĕ”. О.Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика