АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Левтина Марье — çыравçă

14 января 2021 г.

Левтина Марье — çыравçă

 Вăл — нумай пьесăпа инсценировка тата чылай кĕнеке авторĕ, А. Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Çыравçă 2001 çултанпа Чăваш писателĕсен союзĕнче тăрать. Ачасем валли çырнă хайлавĕсем “Вăрман шкулĕ”, “Çыран чĕкеçĕ”, “Шустрый ангелочек” кĕнекесене, “Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная” коллективлă сборника кĕнĕ. Вулакансем çавăн пекех унăн “Пурçăн кỹлĕ вăрттăнлăхĕ”, “Венчете санпа тăрасчĕ...” кĕнекисене те хапăлласа йышăнаççĕ.

— Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

— Сăмахпа сăнарлас ĕçлевĕм 2-мĕш класран пуçланнă, çут çанталăк çинчен çырнăччĕ. 3-мĕш класра ачалăх çинчен вун икĕ листаллă 2 тетраде яхăн хайлав çырнă. Ăна шкулĕпе вуласа тухнă. 4-мĕш класра пĕрремĕш хут “Алина” ятлă пьеса çырнă хыççăн тантăшсемпе пуху ирттертĕмĕр те сцена çине тухса вылярăмăр. Шкул директорĕ Николай Иванович Кузьмин: “Паян пирĕн шкулта пĕрремĕш драматург çуралчĕ. Аля, маттур!” — терĕ. Мана пурте алă çупса саламларĕç.

— Мĕн хавхалантарать сире çырма?

— Çавă пулнă та мана хавхалантарнă пĕрремĕш çын — шкул директорĕ. Ăшăмри таса юрату туйăмĕ çунатлантарни мĕне тăрать! Тăван çĕршывăм ỹсĕмне курса савăнни чуна çĕклет. Ачасемпе мăнукăмсем валли ахальтен мар пулĕ сăвă, пьеса, юмах çырăнать.

— Юратнă поэт, прозаик.

— Чăваш халăх писателĕ, мăнаçлă ăсчах Юхма Мишши — манăн чи хисеплĕ, юратнă поэт, прозаик. Хăй ĕмĕрĕнче вăл 200 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Историллĕ романĕсенче тăван халăха йывăр вăхăтра çăлса хăварнă ятлă-сумлă çынсемпе паллаштарать. Вĕсене пĕлни пире вăйлăрах пулма, пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхма пулăшать.

— Юратнă кĕнеке. — Светлана Асаматăн “Çăка çеçки çурăлсан” ятлă кĕнеки çав тери килĕшет. Унти хайлавсем пурнăçăн актуаллă ыйтăвĕсене хускатаççĕ. Çав хушăрах авалтан килекен халăхăн ăслăлăхне, кăмăл-сипет йăлисене палăртаççĕ. Вуласа пынă май кашниех хăйне валли ырă сĕнỹ-канаш тупма пултарĕ.

— Май пулнă-тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа? — Рита Арти çыравçăпа тĕл пулма эпĕ яланах хавас. Вăл — “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ. Çирĕм çул ытла манăн сăвăсемпе шỹтлĕ монологсем, поэмăсемпе пьесăсем çак асамлă хаçатра тухса тăраççĕ. "Эсир мĕн çырнине халăх юратса вулать”, — тесе хавхалантарса тăрать вăл мана, татах та нумайрах çырма хистет. Тавах ăна.

— Пурнăç девизĕ.

— Манăн девиз — Тăван çĕршывшăн, халăхшăн тăрăшса ĕçлесси. Уйрăмах — ачасене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси. Çавăнпа та юмах-пьесăсенче вĕсене ырă та таса чунлă пулма хистекен сăнарсем туптаса лайăхпа лайăх мара тĕрĕс уйăрса илме пулăшатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика