14 января 2021 г.
Çапла, çапла, яланах ĕçлес кăмăлпа пурăнать Красноармейскинчи Г. Дубров. Тивĕçлĕ канура пулин те, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать вăл. Çирĕм пиллĕке çитерчĕ. Ентешĕмĕр (унăн литературăри псевдонимĕ - Кăмакал Куркки) — Раççей журналисчĕсен Пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи писательсен Пĕрлĕхĕн членĕ, М. Трубина тата Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Гурий Егорович 87 çул тултарать. Унпа калаçу пуçарма кăмăллă, лăпкăн сăмахлать, иртнине аса илет: “Пĕр ирхине илемлĕ çи-пуç тăхăннă аттеçĕм патшалăх хыснине шăратнă ĕне çăвне кайса пама пуçтарăннăччĕ. Аллинчи тутлă çимĕçе сĕтел çине лартрĕ те, ăшă куллипе ман çине тинкерсе, “каччăсем çапла ташлаççĕ”, — терĕ. Унтан урай варрине тухса аллисемпе хăлаçланса-тапăртатса ташша яра пачĕ. Эпĕ çакна çăвара карсах сăнарăм. Аттен çĕкленỹллĕ кăмăлĕ мĕн ĕмĕрлĕхех упранса юлчĕ. Аттепе анне ташă-юрă ăстисем пулни савăнтаратчĕ пире. Эпĕ вара вĕсенчен сахал мар юрă вĕренсе юлтăм. Хам пĕчĕкле лаша, сысна, пăру, хур кĕтĕвĕсем кĕтнĕ чухне юрăсем шăрантараттăм. Аслă хирти янăравлă сасă таçта инçете саланатчĕ, юрланăçемĕн юрлас килетчĕ. Кун каçиччен вĕсене янăраттарса ăша кантарнă. “Вăйă карти”, “Салтак”, “Хăна”, “Хура сăхман”, “Кĕтỹç Мишка” юрăсем кĕтỹ ачин кăмăлне ытларах çĕклетчĕç”. Хăрушă та хаяр вăрçă çулĕсем Г. Дубров чун-чĕринче нихçан манăçми йывăр суран хăварнă. Тамăкри çав çулсене пур пĕр тỹссе ирттернĕ. Вăл хайлавĕсене асра тытса çырса пынă, пичете хатĕрлесе çитернĕ черетлĕ кĕнекинче, Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине халалласа, хĕн-асап тỹснĕ самантсене палăртса хăварма тăрăшнă. Ача çулĕсенчи çăмăл мар пурнăç Г. Дуброва Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулине илсе çитернĕ. Унта киномеханик ăсталăхне алла илсе тăван тăрăха таврăннă, çак ĕçе кỹлĕннĕ. Вăл вăхăтра ялта кинофильмсем кăтартни чăн-чăн уяв шутланнă. Ватти-вĕтти те клуба пуçтарăннă. Халăх ытларах “Тихий Дон”, “Волга-Волга”, “Кубанские казаки”, “Я встретил девушку”, “Девчата”, “Небесный тихоход”, “Молодая гвардия”, “Сталинградская битва”, “Падение Берлина”, “Три танкиста”, “Звезда” кинофильмсене ытларах килĕштернĕ. Çара кайиччен те, хĕсметре те, унтан таврăнсан та, вĕсенче шăрантаракан юрăсем Г. Дубров чун-чĕрине мĕн ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. 1966 çултанпа пурнăçне суту-илỹ ĕçĕпе çыхăнтарсан, ку пултарулăхри хăват çĕнĕрен вăй илнĕ. Ванюшкасси музăкçи Юрий Миронов баянист çине тăнипе райпора юрă-ташăри пултарулăх ушкăнĕ чăмăртаннă. 1967 çулта райпон хĕрлĕ кĕтесĕнче 50 çынтан тăракан ушкăн пуçласа юрă янăратнă. Асăннă ушкăнăн илемлĕх ертỹçисем — Гурий Алексеев-Яманак, Юрий Миронов, Николай Филимонов, Николай Карлин маттур пулнă çав. Гурий Дубров халĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай Никоноровпа тачă çыхăнура пулни питĕ кирлĕ те вырăнлă тесе шутлать. Вĕсене Гурий Егорович 2019 çулта тухнă “Юрă юлтăр ĕмĕре” кĕнекинче те ăшшăн ырă сунса палăртса хăварнă. Çак статьяна пичете хатĕрленĕ май, Г. Дубров çавăн пекех хăйне пултарулăх ĕçĕнче пулăшу кỹнĕшĕн “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕрлĕ вăхăтри ĕçченĕсене — Иван Прокопьева, Георгий Ефимов-Туслине, халĕ кунта тимлекен Юрий Борисова, Галина Михайловăна, Алина Николаевăна, Мария Романовăна, районти тĕп вулавăш ĕçченне Светлана Гурьевăна тав сăмахĕсем çырма ыйтрĕ. Пурнăçларăм çавна, аслă тусăм! Гурий Егоровича хăйне вара эпĕ черетлĕ менелникĕ ячĕпе пур кăмăлтан саламлатăп, яланах ĕçлес кăмăлпа пурăннăран “пĕр аллунта — ырлăх, тепринче — пурлăх, вĕсене тытса пыма сывлăх пултăр”, тетĕп, литература каçалăкĕнче çитĕнỹсем туптама та Аслă Турри ăна вăй-хăват патăрах! Ялан çапла пултăр! В. Данилов.