14 января 2021 г.
Хăй вăхăтĕнче районти радиовещани передачисене алăсенчи пỹрнесенчен те ытларах çул йĕркелесе пынăран халĕ те, тивĕçлĕ канура пулсан та, уйрăмах Чăваш радио тата наци радиовĕн чăвашла кăларăмĕсене хавхалансах итлетĕп. Паллакан е пĕлекен çын пирки каласа параканнисене пушшех те. Чăваш радиора, авă, Ираида Канавичева хатĕрлекен музыка передачисене итлеме кăмăллатăп. Унăн ăшă кăмăллă тата çепĕç сасси хăй патне йыхравлать. Ку çеç те мар-ха. Ираида Александровна — хамăр ял-çке. Курса сăмахлакан çын микрофон умĕнче хăйне хăюллăн тытни мăнаçлантарать. Пĕр ỹстермесĕрех калатăп, пирĕн Еншик Чуллă тăрăхĕнче илемлĕ вырăнсем, чăн та, нумай. Калăпăр, Сĕвек ту пусси. Е Чул пуç çырми, Маркки пĕви тата ытти те. Илемĕсем чылайран ку енри çынсен чунĕсем те уçă, пĕри тепринчен ĕçченрех. Çав шута эпĕ Ираида Александровнăна та кĕртетĕп. Пĕр урамра çитĕннĕрен, пĕр ỹсĕмрисем пулнăран ун çинчен сахалах мар пĕлетĕп. ...Ираида Александровна Канавичева (Афанасьева) Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăк салинче 1956 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕр çине килни çинчен сасă панă. Ашшĕ-амăшĕ çанталăк сивĕ тăнă пирки Ирăна пĕр уйăх ытла кунтах пăхса усранă. Ашшĕ, Александр Афанасьевич Афанасьев, Чурачăк район администрацийĕнче агрономра ĕçленĕ, сивĕ каçсенче унти хваттерте пурăннă, çавăнпа Ирăна çакăнта çуралнă тесе çыртарнă. Каярахпа Еншик Чуллăна куçсан, Александр Афанасьевич “Прогресс” колхозăн партком секретарĕнче ĕçлеме тытăннă, ялти вăтам шкулта физкультура урокĕсем ирттернĕ. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Ира амăшĕ, Мария Мефодьевна, вырăнти шкулта çамрăк ăрăва истори предметне юратма вĕрентнĕ (сăмах май, вăл мана та пĕлỹ панă, унăн урокĕсем паянчченех асра). Шел пулин те, Ира ашшĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă, 4 çулхи хĕр ача унсăр тăрса юлнă. Ачасенчен асли пулнă май, амăшĕн йывăрлăхне çурмалла пайланă: кĕçĕннисене пăхнă, выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра шăварса апат панă. Çулла пахча-анкартине çум курăкран тасатнă, пахча çимĕçе шăварнă. 11 çултах вырăнти хуçалăхри ĕçсене хутшăнма тытăннă. Шкулта та аван вĕреннĕ Ира. Ытларах “пиллĕк” паллăпа ĕлкĕрсе пыма çине тăнă. Математика предметне кăмăлланă. Уйрăмах юрă урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче класĕпех юрлаттарса учитель кăмăлне çĕкленĕ (юрă урокĕсене ун чухне Николай Андреевич Андреев йĕркелесе ирттернĕ, халĕ Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ — тивĕçлĕ канура). Юрлама-ташлама юратнăран Ира кĕçех шкулти тата ялти пултарулăх ушкăнĕсене активлă хутшăнма тытăннă. Шкул вĕренсе пĕтерсен те, пурнăçне çав çулпах çыхăнтарма ĕмĕтленсе, Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищине (халĕ — культура училищи) кайса кĕнĕ. 1977 çулта алла диплом илсен, 5 уйăха яхăн хамăр районти Кĕçĕн Шетмĕри Культура çуртĕнче ĕçленĕ. Ку ял Раççей Федерацийĕн тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров çу-ралнă вырăнпа паллă. "Культура учрежденийĕн сцени çинче эпĕ юрланине итлесен, Виталий ман пата пычĕ те, "Кĕркунне Шупашкара пыратăн пуль", терĕ, — аса илет çав вăхăта Ираида Александровна. Виталий Егорович хăйĕн пултарулăхне çапла хаклани Ираида Александровнăна çунатлантарсах янă. Культура çуртĕнче фортепьяно пуртан вăл кашни кун классикăлла юрăсем вĕренме тытăннă. Çапла вара Шупашкарти музыка училищине çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. 4-мĕш курсра пĕлỹ илнĕ чухне ăна Чăваш радиопа телевидени хорне чĕнсе илнĕ. Ку 1980 çулта пулнă. Ĕçленĕ вăхăтра çемье те çавăрнă, икĕ ывăл çуратнă, ура çине тăратнă. 1990 çулта ăна Радио çуртĕнчи фонотекăна шанса панă. Унта чăвашла пĕлекен çын кирлĕ пулнă-мĕн. Çулталăкран Ираида Канавичевăна “Юрă пултăр парне” кăларăм хатĕрлеме шаннă. Ун чухне “Музыка саламĕ” кăларăм та пулнă-ха. Редакторĕсем “Эпир ĕлкĕрейместпĕр” тесе хирĕçленĕ иккен. Тепĕртакран Ираида Александровна сассине микрофон умĕнче тĕрĕсленĕ те, 1997 çулта музыка редакторĕн ĕçĕсене шанса панă. Ун чухнехи пĕрремĕш передача Кĕçĕн Шетмĕре Виталий Петров юрăçăн Асăну хăмине уçни çинчен пулнă. Унта И. Канавичева Юрий Сементер сăвăçпа пĕрле килнĕ. Кăларăм пуçлăхсен кăмăлне те кайнă. Çавăнтан Ираида Александровнăна республикăри юрă-кĕвĕ тĕнчинче иртекен мероприятисене çутатса пыма шанмашкăн тытăннă. “Уйрăмах хамăрăн мухтавлă ентешĕн — РСФСР халăх артисчĕн, çĕршыври Патшалăх премийĕн лауреачĕн Филипп Лукин композиторăн музейне Чатукассинче уçни асра юлнăччĕ. Таçтан та килчĕç унта. Мускаврисене те курнăччĕ. Унтанпа çулсем ним сисĕнмесĕр иртсе кайрĕç”, — тĕл пулу вăхăтĕнче аса илчĕ Ираида Александровна. Ун хыççăн паллă мĕн чухлĕ çынпа курнăçса сăмахлама тивмен-ши музыка передачисен редакторĕн? Радиожурналистсемпе пĕрле республикăри чылай яла çитнĕ. Тачă çыхăнса ĕçленĕ юлташĕсене асрах тытать вăл: Галина Вастрюкова, Леонид Ильин, Юрий Никифоров, Иван Перов, Николай Дубинин, Ольга Туркай тата ыттисем те. “Ентеш-композиторсем — Юрий Шепиловпа Илья Степанов ман патне ĕçе час-часах кĕрсе тухатчĕç, çĕнĕ юрăсем илсе килетчĕç, “кама юрлаттармалла-ши?” тесе канашлатчĕç. Виталий Петров юрăç вара Радио çурчĕ çумĕпе иртсе кайнă чухне те сывлăх сунма кĕретчĕ, “Мĕнле пурăнан, йăмăкăм”, тесе кăсăкланатчĕ. “Юрăсем çырма килмелле-ха”, тесе тухса каятчĕ е графика хушаматне çырса хăваратчĕ. Ентешĕмĕр, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ĕмĕр тăршшĕпех сĕнỹ-канашсемпе пулăшса пычĕ. Манран пысăк тав вĕсене”, — тет И. Канавичева. Вăл хамăрăн тепĕр ентеш — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Ананьева патĕнче темиçе хутчен те хăнара пулнă. “Хăйĕн пултарулăхĕ çинчен хаваспах каласа паратчĕ. Аса илетĕп те, кампа кăна тĕл пулман-ши эпĕ: Клара Чекушкинăпа, Мефодий Денисовпа, Трофим Серовпа, Петр Заломновпа, Николай Казаковпа, Николай Карлинпа, Михаил Дмитриевпа тата ыттисемпе те", — малалла сăмахлать Ираида Александровна. Вăл хăй хатĕрленĕ “Юхтăр юрă”, “Ирхи концерт”, “Кăмăлтан”, “Эсир юратнă юрă-кĕвĕ”, “Ылтăн çỹпçерен”, "Микрофон умĕнче театр" кăларăмсем радио итлекенсен кăмăлне чăннипех те тивĕçтернине шанать, çав шутрах юлашки вăхăтра хатĕрленĕ “Илья Степанов пултарулăхĕ”, “Çамрăк юрăç — Надежда Данилова”, “Раççей тава тивĕçлĕ артистки Мария Еланова юрăç” передачăсене те. Ырми-канми ĕçшĕн И. Канавичевăна чылай Хисеп грамотипе чысланă, çав шутра Чăваш Республикин культура, национальноçсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерствин, Композиторсен Пĕрлĕхĕн, республикăри композиторсен Ассоциацийĕн Хисеп хучĕсемпе. “Пĕр вырăнта 40 çул ĕçлени пĕр сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. 65 çула çитетĕп те иккен. Çапах та пурăнма тин çеç пуçланă пек туйăнать”, — терĕ сывпуллашас умĕн Ираида Александровна. Кунта унăн юбилейĕ умĕнхи тепĕр вăрттăнлăха та уçса парассăм килет. Тинтерех çеç-ха вăл юратнă ĕçне хăварчĕ (шел те, ара, çулĕсем васкаççĕ-çке-ха?!.), хăй вырăнне хамăр ял пикинех — Елена Порфирьевăна (Эншее) шанса хăварчĕ, “вăл пултаратех, ман ята ямастех”, терĕ. Ентеш çинчен çырнă статьяна вĕçлесе пынă май, эпĕ вара Ираида Александровнăна малашнехи пурнăçра ырă вăй-хăватпа пархатар сунса "пĕр аллинче — ырлăх, тепринче — пурлăх, вĕсене тытса пыма сывлăх пултăр" тетĕп. В. Данилов.