АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе

14 января 2021 г.

Халĕ те куç умĕнче: чаршав уçăлать те сцена çине çỹçне хитре пуçтарса çыхнă, çĕмĕрт куçлă, йăрăс пỹллĕ çамрăк хĕр тухать. Пĕрре сăвă е кулăш каласа савăнтарать, тепре юрă-кĕвĕ шăрантарса пурне те пĕрле юрлаттарать. Акăш евĕр ташăра чуна хускатать. Куракансем пирĕн Майя Павловнăна, Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракассинчи Павел Николаевич вĕрентекенпе Анна Степанова медсестра хĕрне, ура çине тăрсах алă çупаççĕ. Ашшĕне пединститут хыççăнах ачасене математика вĕрентме Челябинск болаçĕнчи Частоозерск районĕнчи Лиханово салине ĕçлеме янă. 1939 çулхи чỹк уйăхĕнче кун çути курать хĕр пĕрчи. Аслисем хăйсен ĕçĕпе тăрăшнă, Майя та малаллах аталаннă. Икĕ çултан çемье тăван тăрăха отпуска килнĕ. Хăрушă хыпар килсе çапнă — вăрçă тухни çинчен пĕлтернĕ. Ашшĕ тỹрех фронта каять. Шел, каялла таврăнаймасть. Унăн, Кавказ фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçнăскерĕн, вил тăпри — Райхт станцинчи тăванла масарта. Хĕрĕпе ывăлĕ каярах унта темиçе хут та кайса килнĕ. Майя ялти пуçламăш шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Шупуçĕнче, унтан Упире вĕренсе сакăр класс пĕтерни çинчен документ илнĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытать. Диплом илсен ял хуçалăх инспекцийĕнче Тăрăнти “Ильич çулĕпе” колхоза зоотехникра ĕçлеме яраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе пит юратаканскер, сăмах май, халĕ те картиш тулли тытать. Çаврăнăçуллă зоотехник яш-кĕрĕмпе часах пĕр чĕлхе тупать. Ăна тỹрех комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Пухусем ирттересси, çамрăксене общество ĕçне хутшăнтарасси, ĕç хыççăн репетицисене пуçтарăнса концертсем йĕркелесси мал курăмлă ертỹçĕшĕн — шăл çемми. Тỹрĕ чунлă, анлă тавра курăмлă хĕр ферма ĕçченĕсене çур сăмахранах ăнланать, каланă сăмаха çын умĕнче ỹкермест. Анаткас йĕкĕчĕпе Николай Павловпа Енĕшкассине концертпа кайсан паллашать Майя. Каччă ялти шкулта ачасене физикăпа математика вĕрентнĕ, вĕсене килне пырса çỹреме те чарман: урокра ĕлкĕрейменнине çапла майпа вĕçне çитернĕ хисепе тивĕçлĕскер. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытнă. Каччă партком секретарĕнче тăрăшнă, кану каçĕсене йĕркелеме хутшăннă. Хĕр ăна сăпайлăхĕпе тыткăнланă. Вĕсен пĕр-пĕрин еннелле туртăнмасăр май та пулман тейĕн: иккĕшĕ те халăхпа çыхăннă, татса памалли ыйтăвĕсем те пĕрешкел пулнă. Çапла вĕсем 1962 çулта çемье çавăраççĕ. Çулталăк иртсен ывăл Александр çуралать. Часах Павловсен çемйине иккĕмĕш пепке Валерий хушăнать. Кил хуçине, саппасри офицера, Чехословакие ярасшăн пулнă, темиçе хутчен те чĕнтернĕ. Çемьере икĕ пĕчĕк ача пулнипе кĕçех повесткăсем килме чарăннă. Нимĕнле ĕçе те тиркеменскер, Майя Павловна ачисене хунямăшĕпе хăварса кỹршĕ ялти медицина пунктне санитаркăна вырнаçнă. Сăмах май, вăл хунямăшĕпе хĕрĕх çул пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăннă. Паян кунччен те ăна ырăпа асăнать, хăйне ĕçлеме май тупса панăшăн тав тăвать. Мăшăрĕпе те пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл калаçса малалла пĕр сукмакпа талпăнаççĕ. Çемьере виççĕмĕш ывăл Владимир çуралать. Савăнса кăна пурăнас чухне... инкек сиксе тухать. Николай Павлович çĕнĕ пỹрт лартма пулăшас тĕллевпе тăванĕпе пĕрле лаша кỹлсе вăрмана тухса каять. Ĕçĕ ăнать вĕсен. Тулли лавпа тухнă çĕре тавралăх та тĕттĕмленет. Карачура патне çитсе пыракансене машина çапса каять... Вăл вăхăтра тĕнче те хура курăннă çамрăк хĕрарăма. Мĕнле йывăр çывăх çынна ĕмĕрлĕхех çухатсан. Халăхран уйрăлмалла мар, хуçалăхра икĕ çыншăн ĕçлемелле, ачасене пăхса çитĕнтермелле. Мăшăрĕ вилсен икĕ уйăхран тăваттăмĕш ывăлне çутă кун парнелет хĕрарăм. Пĕррехинче медпункта районти ĕç тăвакан комитет председателĕ килсе çитет. Вăл сĕннипе Майя Павловнăна ял канашĕн ертỹçине суйласа лартаççĕ. Унта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Вăл ĕçленĕ хушăра Вăрманкасра 2 пин пуç вырнаçмалăх выльăх-чĕрлĕх комплексĕ хута каять. Шинер фермине тĕплĕ юсаççĕ, кăлпасси цехĕ уçаççĕ. 320 ача вĕренмелĕх икĕ хутлă шкул, юнашар икĕ хутлă ача сачĕ хута каяççĕ. Майя Павловна ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă: субботниксем час-часах йĕркеленĕ, клубра уявсем ирттернĕ, спектакльсем лартнă. Нумай мăшăра çырăнтарса такăр çул пехилленĕ, çуралакан пепкесене ят хурса вăрăм ĕмĕр пилленĕ. Ывăлĕсем çемьеллĕ. Хăйсене килĕшекен ĕç суйласа илнĕ. Шел, аслă ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Валерий мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, Владиславпа Анна амăшĕ пекех медицина енĕпе вĕренеççĕ. Владимир строитель те, сварщик та — алли питĕ çыпăçуллă. Николай Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ. Кĕçĕнни Астрахань облаçĕнчи Капустин Яр хулинче службăра тăнă. Валерипе Владимир ялта капмар та килĕшỹллĕ çуртсем лартнă. Ывăлĕсем амăшĕн сывлăхне упраса, ăна куллен пулăшса тăраççĕ. А. Ефимова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика