АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти ача-пăчан пултарулăх çуртне — 60 çул

29 декабря 2020 г.

 Ачасен пултарулăх çурчĕ — ырă ĕçсен мастерскойĕ, кашни вĕренекенех кунта килсе пултарулăхне ỹстерме, тус-юлташсем тупма, пушă вăхăта усăллă ирттерме, ыррине алла илме май тупать. Вăл ырăлăх çурчĕ, кунта ача-пăча пултаруллă педагогсем ертсе пынипе кружоксенче нумай çĕннине, лайăххине вĕренет. Районти ача-пăчан пултарулăх çуртне 1960 çулхи раштав уйăхĕнче уçнă. Тĕрĕссипе, ун чухне вăл "Районти пионерсен çурчĕ" ятпа тăнă, пĕр хутлă йывăç çуртра вырнаçнă пулнă. Унăн пĕрремĕш директорĕ — Валентин Павлов. Валентин Павлович вĕренекенсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕлĕшпе тимленĕ. Шкулсенче идеологи ĕçне тивĕçлипе тума пуçласан районти Пионерсен çурчĕ умĕнче те задачăсем пысăкланнă: октябреноксене, пионерсемпе комсомолецсене парти тавра хытăрах явăçтармалла. 1966 çултан вĕренекен çамрăксемпе пионерсен пайĕн заведующийĕн должноçне çирĕплетеççĕ. Çак яваплă ĕçе Р.К. Тимофеевăна шанса параççĕ. Каярах ăна районти Пионерсен çурчĕн директорне çирĕплетеççĕ. Шкулсенчи воспитани ĕçне ытларах чухне Пионерсен çурчĕн ĕçченĕсем çине хураççĕ. Трак енри вĕренекенсем интереслĕ те тулли пурнăçпа пурăннă: ветерансемпе ватă çынсене пулăшу кỹнĕ, тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пухнă, йывăçсем лартнă, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттернĕ, ют çĕршывсенчи тусĕсемпе çыхăну йĕркелесе янă, çар тата ĕç мухтавĕн летопиçне çырса пынă, çул çỹревсене тухса çỹренĕ, юрă-ташăра маттур пулнă... 1982 çулта кунта методист должноçне çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре чи малтан Ю.Г. Маркова вăй хума пуçлать. Юлия Геннадьевна шкулсен вожатăйĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕ, учрежденин ячĕ те ул-шăнса пынă. Акă, унтанпа 60 çул çитрĕ. Районти ачасен пултарулăх çуртне аталантарас çĕрте унăн ертỹçисем пысăк вăй хунă: М.К. Репина (1963 çултан), Е.Г. Афанасьева (1963-1966), Т.В. Дуброва (1966-1969), Р.К. Тимофеева (1969-1976), Г.В. Андреев, Г.Н. Григорьева (1976-1978), В.С. Антонова (1979-1983), Л.Н. Горбунова (1983-1984), Т.В. Викторова (1984-1986), Л.Г. Григорьев (1986-1987), Г.В. Никифорова (1987-1990), И.А. Степанова (1992-2006), Ю.Г. Маркова (2006-2017). Эпĕ çак должноçре 2017 çултанпа тăрăшатăп. Паян районти ачасен пултарулăх çурчĕ нумай профильлĕ учреждени. Кунта вĕрентỹ, методика ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыратпăр, пушă вăхăта усăллă ирттермелли кружоксем ĕçлеççĕ. Пултарулăх çуртĕнче ачасем хăйсене пур енчен те кăтартма пултараççĕ. Пирĕн патăрта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлĕвĕн программипе хушма вĕрентỹ памалли кружоксем пур, вĕсем ỹнер, техника, туристпа таврапĕлỹ, физкультурăпа спорт, ытти енсемпе. Ачасене туллин аталанма мĕн пур услови туса панă. Çулленех пирĕн патăрта 5-18 çулсенчи 400 ытла каччăпа хĕр хушма пĕлỹ илет. Вĕсенчен кашниех çĕлеме-тĕрлеме-çыхма, юрлама-ташлама, ỹкерме, спортпа туслашма, конструктор е дизайнер вăрттăнлăхĕсене алла илме, обществăлла ĕçсене хутшăнма е тус-юлташ тупма пултарать. Вĕсем хăйсем валли ырăлăх тĕнчине уçаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, çамрăк пурнăçĕнче хăйсен вырăнне тупма вĕренеççĕ. Çакăнта вара пирĕн педагогсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Паян пултарулăх çуртĕнче 18 педагог вăй хурать (16-шĕ икĕ ĕçре ĕçлекен). 17-шĕн педагогикăлла аслă пĕлỹ пур. 7-шĕ аслă квалификаци категорине тивĕçнĕ, 9-шĕн пĕрремĕш квалификаци категорийĕ. Ачасен ушкăнне пухнă май вĕрентекенсем хăйсен вĕренỹ программисене улшăнусем кĕртеççĕ. Вĕренỹ процессне Трак енри 8 шкул никĕсĕ çинче 18 вĕренỹ пĕрлешĕвĕ йĕркелесе пырать. Занятисене тĕрлĕ формăпа йĕркелеççĕ: пĕрлешỹсем, шкулсем, классем, комплекслă программăсем, тĕрлĕ ỹсĕмри отрядсем, уйрăм вĕренỹ маршручĕсем. Уйрăмах Красноармейски вăтам шкулĕнче пĕрлешỹсем чылай: ("Ал ĕç ăсти", "КаДетство", "Смастерим-ка", "Робототехника", "Çамрăк экологсем". Трак вăтам шкулĕнчи "Çамрăк патриотсем", "Çамрăк параппанçăсем", "Эпĕ тата финанссем", "Ĕçчен алăсем", "Çамрăк туристсем" кружоксене ачасем хапăл туса çỹреççĕ. Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти "Тĕлĕнтермĕшсен мастерскойĕ" , "Азимут", Упири вăтам шкулти "Çамрăк экологсем", "Ĕç-хĕл çĕршывĕ", "Çамрăк тĕпчевçĕсем" (Алманч), "Фантази" (Еншик Чуллă), "Талантлă алăсем" (Мăн Шетмĕ) кружоксене вĕренекенсем хапăл тăваççĕ. Паян хамăр тытăмра ачасене 5 енпе хушма пĕлỹ паратпăр. Вĕсем хăйсен кăмăлĕпе занятисене суйласа илеççĕ. Ача-пăча пĕрлешĕвĕсен вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, илер-ха Красноармейски вăтам шкулĕн "КаДетство" вĕренỹ пĕрлешĕвне. Ăна пĕрремĕш квалификаци категориллĕ педагог Е. Михайлов ертсе пырать. Питех те пысăк ĕмĕтлĕ, малашлăха пăхакан ертỹçĕ. Евгений Георгиевичăн вĕренекенĕсем бал ташшипе, тинĕс вăййин виçĕ енлĕ кĕрешĕвĕпе республика шайĕнче призлă вырăнсем йышăнма пултарчĕç. "Чи лайăх кадет" — Мария Игнатьева. "Çамрăк тĕпчевçĕсем" вĕренỹ пĕрлешĕвĕ (ертỹçи Г.Н. Димитриева) 8 хутчен Мускавра "Тăван çĕршыв" ятпа иртнĕ (ăна РФ Вĕрентỹ тата наука ĕçĕн министерстви йĕркеленĕ) Пĕтĕм Раççейри таврапĕлỹпе тĕпчев ĕçĕсен тупăшăвне хутшăнма пултарчĕç. М. Емельянова, В. Николаева Т. Федорова лайăх вĕреннĕшĕн тата конкурсра ырăпа палăрнăшăн Хура тинĕс хĕрринчи "Орленок" лагерьте канма тивĕç пулнă. Галина Николаевна хăй те тупăшăва пултаруллă вĕренекенсене хатĕрленĕшĕн Дипломсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. Акă тата "Çамрăк эколог" вĕренỹ пĕрлешĕвне (ертỹçи аслă квалификаци категориллĕ педагог И.К. Васильева) илер. Вĕренекенсем тулли кăмăлпа çỹреççĕ кружока. Инна Клементьевна шкулти çут çанталăк тусĕсен командин координаторĕ. Республикăри çамрăк экологсен слетĕнче кунти "ДУБ" команда пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене татах асăнма пулать. "Ăста алăсем" вĕренỹ пĕрлешĕвĕ (ертỹçи аслă квалификаци категориллĕ педагог Н.В. Кривошеев) пирки ыррине çеç калама пулать. Кунта çỹрекен Дмитрий Замков, Андрей Васильев, Виталий Степанов, Вероника Алексеева, Анна Христофорова тĕрлĕ шайри тупăшусенче палăрса пĕрлешỹпе шкул ятне çĕклерĕç. "Смастерим-ка" вĕренỹ пĕрлешĕвĕнче те (ертỹçи С. Ефимов) тĕрлĕ творчество проекчĕсемпе ĕçлеççĕ. Кунти Евгений Алексеевпа Кирилл Матвеев вĕренекенсен "Шырав" наукăпа практика конференцийĕнче пĕрре çеç мар палăрнă. "Робототехника" вĕренỹ пĕрлешĕвĕн те (И.Т. Тимофеева) ĕçĕ курăмлă. Ирина Анатольевна пирĕн тытăмра икĕ çул кăна вăй хурать пулин те, унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри тупăшусенче палăрма пултарчĕç. Роман Баклаков, Никита Фильшин, Николай Николаев пĕрлешĕве тулли кăмăлпа çỹреççĕ. Çавăн пекех "Тĕлĕнтермĕшсен мастерскойĕ" (Е.П. Александрова), "Çамрăк турист" (Ю.В. Арманов), "Азимут" (В.Н. Афанасьев), "Талантлă алăсем" (А.И. Скворцова) вĕренỹ пĕрлешĕвĕсен ĕçĕсем те сулмаклă. Алла Игоревна çамрăк тата пултаруллă педагог, хăй те ỹкерчĕксем тăвать, тĕрлĕрен куравсене хутшăнать. "Çамрăк параппанçăсем" пĕрлешỹ (Д.Ф. Ефимова) çинче уйрăммăн чарăнса тăмалла пулĕ. Çамрăк параппанçăсемсĕр шкул, район, республика шайĕнчи пĕр мероприяти те иртмест тесен те йăнăш мар пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа райцентрта йĕркелекен уявсенче вĕсене халăх ăмсанса та юратса пăхать. Ачасене килĕшекен тата тепĕр кружок — “Рукоделие Ç” (ертỹçи С.Д. Суховетрюк). Вĕренекенсем творчествăпа ĕçлеç-çĕ, апат-çимĕç хатĕрлеме вĕренеççĕ. Юлашки çулсенче “Эпĕ тата фи- нанссем” кружок (В.В. Борисова) ачасене хăй патне туртать. Вĕсем кунта пĕчĕк-ренех укçа-тенкĕ тĕнчине вĕренеççĕ. "Çамрăк патриотсем" (М.Д. Голубев), "Ал ĕç çĕршывĕ" (И.Г. Иванова), "Çамрăк эколог" (Л.В. Фролова) вĕренỹ пĕрлешĕвĕсене ачасем тулли кăмăлпа çỹреççĕ. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем — педагогсен профессионализмĕ, вĕсен кулленхи тĕллевлĕ ĕçĕ. Вĕрентекенсем занятисен тытăмне туса хатĕрлени, юратнă ĕç патне творчествăлла пăхни, тĕрлĕ формăсемпе усă курни çитĕнỹсен никĕсĕ пулса тăраççĕ те. Районти ача-пăчан творчество çуртĕнче чылай çул тăрăшнă педагогсене те асăнса хăварам: И.П. Матвеев, В.В. Васильева, З.П. Михайлова, П. А. Евграфов, Р.Е. Евсеева, Л.Г. Александров, Г.А. Ефимова, Г.В. Никифорова. Пирĕн коллективăн ăнăçăвĕн тĕп енĕ: профессионализм тата творчество, кашни хăй вырăнĕнче шанса панă ĕçе юратса тата туллин пурнăçлани. Эпĕ çакна шанатăп: хамăр ума лартнă тĕллевсене малашне те тивĕçлипе пурнăçласа пырăпăр. Юбилей вăл — ку таранччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетмелли, çĕнĕ тĕллевсене палăртмалли тапхăр. Эпир вĕсене палăртатпăр та. Ырă йăла-йĕркесене сыхласа хăвармалла, хăвăн историне манмалла мар, малалла талпăнмалла. А. Клементьева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика