АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнпе асра юлать иртсе каякан çул? Вăкăр çулĕнче мĕн кĕтетĕр?

29 декабря 2020 г.

 Çак ыйтусене патăмăр эпир çулталăкри чи пысăк уяв умĕн Красноармейски ялĕн урамĕсенче тĕл пулнисене. Акă еплерех хурав пачĕç вĕсем.

О. Димитриев, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Алманч вăтам шкулĕн директорĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ.

1. Çулталăкĕ çăмăлах килмерĕ. Пур енĕпе те. Коронавирус инфекцийĕ алхаснă май кирек епле тытăмра та уйрăм улшăнусем тума тиврĕ. Çав шутра вĕрентỹ тытăмĕнче те. Çухатусем самаях пулчĕç, район шайĕнчи пысăк вырăнсене йышăннă туссем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç, ачалăхри тус-тантăшсем те ĕмĕрлĕхех автан авăтман яла кайрĕç. Питех те шел. Пирĕн, кунта юлнисен, малашлăха шанса, ĕненсе пурăнма тивет. Пĕтĕмĕшле илсен, тăван килĕмĕрте лайăх, ачасем, мăнуксем сывах. Çемьере килĕшỹпе татулăх хуçаланать.

2. Вăкăр çулталăкĕ васкаса килет. Эпир унран ыррине кăна кĕтетпĕр. Тăван шкулăм коллективне çирĕп сывлăх, ăнăçу, творчество ỹсĕмĕ сунатăп. Çитес çул та пĕрлех пулар.

Т. Борисова, районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн общество корреспонденчĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ.

1. 2020 çул вĕçленсе килет. Пĕтĕмĕшле илсен, çăмăлах килмерĕ вăл. Кăшăл вирусĕ ватти-вĕттине те самаях хаш! сывлаттарчĕ. Тавах Турра, пурте сывах. Кĕçĕнни, Артем, Шупашкарти медицина колледжĕн иккĕмĕш курсĕнче пĕлỹ пухать, вĕренỹ отличникĕ. Катя, Шупашкарти педагогика колледжне вĕренсе тухнă хыççăн тĕп хулари пĕр ача садне воспитатель пулса ĕçе вырнаçрĕ. Кăçал вара кỹртĕм майĕпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне психолога вĕренме кĕчĕ. Аслисем хăйсен юратнă ĕçĕнче вăй хураççĕ. Аслă хĕрĕм, Оля, Çĕнĕ Шупашкар хулинче хăтлă хваттер туянчĕ. Епле савăнмăн! 2. Çывхаракан çултан ыррине кăна кĕтетпĕр. Вăкăр калама çук вăйлă, сĕмсĕр выльăх. Пурнăçра ун пек ан пултăрах. Вăкăр çулталăкĕ Трак енре пурăнакан кашни çемьенех ырăлăх, савăнăç, телейпе ăш пиллĕх кăна илсе килтĕр. Вĕсенче савăнăç хуçалантăр. Çапла пултăр.

Л. Соловьев, райхаçатăн Пикшик тăрăхĕнчи общество корреспонденчĕ,Пикшик ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ.

1. Çĕршывра пандеми коронавирусĕ анлăн сарăлнă тапхăрта никама та çăмăл мар. Çитменнине çулталăк вĕçĕнче халăха кирлĕ пĕрремĕш таварсем — сахăр песукĕ, ỹсен-тăран çăвĕ, вермишель-макарон, çăнăх хакĕ виçесĕр ỹссе кайрĕç. Ку сахал ĕç укçи, пенси илекенсен енчĕкне самаях çỹхетрĕ. Юрать-ха çакна Раççей Президенчĕ В. Путин вăхăтра сисрĕ. Хаксем вырăна ларчĕç. Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Çĕньял Шетмĕ ялĕн урамĕсенче каçсерен çап-çутă. Çакăншăн тăван ялăн çыннисем ял тăрăхĕн пуçлăхне , ял старостине тав сăмахĕ калаççĕ. Çавăн пекех пире Красноармейски сали палăрмаллах çĕнелсе улшăнни, кунта çĕнĕ çулсемпе тротуарсем ĕçе кĕни савăнтарать.

2. Çĕнĕ çула кашниех çĕнĕ малашлăхпа кĕрет. Ватă çынсен пенси укçине ỹстерессе шанатпăр, çын кунсерен усă куракан тавар хакĕсем пĕр вырăнта тăччăр. Электричество тата çут çанталăк газĕн тарифĕсем ан ỹсчĕр. Трак ен халăхĕ сывă пурăнтăр, çут тĕнчене пепкесем паянхинчен нумайрах килччĕр.

Н. Васильев, Красноармейскинчи "Елена" лавкка хуçи, райхаçатăн çывăх тусĕ

1. Йĕке хỹре çулталăкне ăсатма хатĕрленетпĕр. Ыррине те, усаллине те сахал мар илсе килчĕ иртсе каякан çул. Кун-çулăмри паллă куна паллă турăм, анчах кăшăл вирусĕ алхаснă май юбилея пысăк ушкăнпа паллă тума май килмерĕ. Çемьепе кĕрекене ларса тутлă та пылак чей ĕçнипех ирттерсе ятăмăр. Ачасем, тăвансем саламларĕç. Мăнук 5 çул тултарчĕ. Суту-илỹ тытăмĕнче ĕçлеме пуçлани чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ.

2. "Елена" магазина тавар патне килекенсене çывхаракан Çĕнĕ çул ячĕпе саламламалли кăна юлать. Çитес çул та пĕрлех пулăпăр. Эпир сирĕн ыйтăвăра туллин тивĕçтерме тăрăшăпăр. "Елена" магазин сентрисем çинче халăх ыйтакан тавар татăлмĕ.

С. Ильина, Алманч ял тăрăхне кĕрекен Супарта пурăнакан.

1. Иртсе каякан çулта аса илмелли чылай. Юпа уйăхĕнче 10 кун хушши Хура тинĕс хĕрринчи Ялта хулинче вĕренỹ курсĕнче пултăм, кулленхи ĕçрен уйрăлса, канса сывлăха çирĕплетрĕм. Тĕлĕнмелле аван условисенче пурăнтăм. Ку халĕ те асăмран тухмасть. Кашнинех хăйĕн пурнăçĕнче кану кунĕсем тума ырлăхпа сывлăх сунатăп.

2. Малашлăхра яланах ыррине кĕтетпĕр. Мĕн пуласси пĕтĕмпех Турă ирĕкĕнче. Кашни çемьерех мăнуксем хутшăнмалла пултăр. Çитес çул çемье тĕвĕленĕренпе 35 çул çитет. Çавна май 2021 çулта пысăках мар çỹл çỹрев палăртатпăр.

В. Данилов, “Чăваш Республикин журналистсен Пĕрлĕхĕ” регионти общество орагнизацийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ.

1. — Тавтапуç ыйтушăн. Кирек епле çулталăкăн та лайăх тата ырă мар енĕсем пур. Иртсе каякан çулăн лайăх енĕ маншăн пурнăç хăйĕн йĕркине малалла тĕп-тĕрĕссĕн вĕрентсе пыни пулчĕ. Çынпа, тăвансемпе хутшăнма тăрăшнă, сулнăка каяс темен. Ырă маррисен шутне çывăх тăвансене çухатнине кĕртетĕп. Вĕсемсĕр темĕн çитмест ку пурнăçра.

2. — Унчченхи евĕрех, Шурă Вăкăр çулталăкĕнчен те лайăххине кăна кĕтетĕп. Пушă вăхăт тупăнсан хамăн шухăшсене шурă хут çине куçарма çине тăратăп. Çĕнĕ çулта пурин те, çав шутра хамăн та, тăвансемпе çывăх çынсен те çирĕп сывлăхпа вăй-хăват çеç пултăр, çавра кăшăл вирусĕ пуринчен те аякран пăрăнса ирттĕр.

Г. ЕФИМОВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн ертỹçи

1. — Асра юлакан самантсем чылай паллах. Чăн малтанах, хыçа юлакан çулталăкра юратнă мăшăр, коммуналлă хуçалăхăн ĕç ветеранĕ Мария Михайловна çичĕ теçетке тултарчĕ. Общество пурнăçĕнче чылай тăрăшатăп эпĕ. Хаçат-журнал ĕçĕ-хĕлĕпе кăна, район тата республика шайĕпе илсен, тăватă Хисеп хучĕ илтĕм — çавăн пекех хут купăсçăсен конкурсĕсенче виçĕ Хисеп хучĕллĕ пултăм. Тата 2020 çулта ветерансен (пенсионерсен) районти канашĕн “тилхепине” тытнăранпа авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче 10 çул тултарчĕ.

2. — Тĕллевсем пысăк паллах. Вĕсем ытларах хам Раççей журналисчĕсен союзĕн пайташĕ пулнипе çыхăннă. 2021 çулта чăваш халăхĕ 1941 çулхи хĕл кунĕсенче Сăр тата Хусан хỹтĕлев линийĕсене тунăранпа 80 çул çитет. Ку темăна кун йĕркинчен кăларасшăн мар эпĕ. Тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, çапăçнă, пуçĕсене хунă ентеш-фронтовиксене халалласа “Манăçми ентешĕмĕрсем” историллĕ очерк çырса пĕтересшĕн. Ĕç-хĕле пуçăннă, сăн ỹкерчĕксене пухнă ĕнтĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн тытăмĕнче те татах лайăхрах, пуçаруллăрах, авторитетлăрах вăй хурасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика