29 декабря 2020 г.
Кăнтăр Азири çĕршывсен уйăх календарĕ пур. Ун тăрăх вун икĕ çула тĕрлĕ чĕр чунсен ячĕсене парса тухнă. Китайри астрологсем, сăмахран, хăйсен календарне çапла йĕркеленĕ: ЙĔКЕ ХỸРЕ, БУЙВОЛ (ВĂКĂР), ТИГР, КУШАК АÇИ (КРОЛИК), АÇТАХА, ÇĔЛЕН, ЛАША, СУРĂХ (КАЧАКА), УПĔТЕ, АВТАН, ЙЫТĂ, СЫСНА çулĕсем. Вун икĕ çул иртсен çулсене çак йĕркепех çĕнĕрен шутласа каяççĕ. Çапла вара ВĂКĂР çулĕ пирĕн ĕмĕрте 1901, 1913, 1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009 çулсенче килнĕ. Кăçал ЙĔКЕ ХỸРЕ çулĕ пулнă, килесси — ВĂКĂР çулĕ. Китай календарĕ тăрăх ВĂКĂР çулĕ 2021 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче çур çĕр тĕлĕнче (çĕнĕ уйăх тухнă каç) килет те 2022 çулхи февралĕн 14-мĕшĕччен пырать. Уйăх календарне яланах январь вĕçнелле е февраль пуçлансан пулакан çĕнĕ уйăх тунă кунран шутласси йăлана кĕнĕ. Китайра пурăнакансен Çĕнĕ çул кашнинчех тĕрлĕ вăхăтра, анчах январĕн 21-мĕшĕнчен ир мар, февралĕн 19-мĕшĕнчен кая юлмасăр килет. Гороскопа кура ВĂКĂР çулĕнче çуралнисем çемьене, ăруран ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркене хисеплеççĕ. Ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăкăр палăртнă тĕллев патне çирĕп утать, хăйĕн пултарулăхне тĕрĕс хаклать. Вĕсем ытларах чухне шанчăклă ĕçтешсем, юлташсем шутланаççĕ. Тĕплĕ шухăшласа палăртнă ĕçсем ăна çитĕнỹ тума пулăшаççĕ. Вăкăр хăватлăскер, шанчăклăскер,ĕçченскер. Çак чĕр чун тĕрĕслĕхе хисеплет, çĕр ĕçне юратать, çынлăха хаклать. Вăкăрăн çитменлĕхĕсен шутĕнче çыхăнусем йĕркелеме тата туслă пурăнма пĕлменнине палăртмалла. Вăл çынпа йывăррăн çывăхланать. Вăкăр кутăн пулнипе ыттисем каланине шута илесшĕн мар. Тĕс енчен илсен Вăкăра хĕрлĕ тĕс питĕ тарăхтарать. Кĕмĕл, йăлтăркка тимĕр тĕслĕ çи-пуçа кăмăллать. Вăкăр çыннисем мухтаннине, каппайланнине килĕштермеççĕ. Вĕсем чее те кахал çынсене юратмаççĕ. Вăкăр çулĕ ĕçченнисене вара пысăк çитĕнỹсем тума пулăшĕ. Укçа-тенкĕ енчен Вăкăр ылтăн туйсем шантармасть. Анчах та перекетлĕ пулсан пурнăçа аванах саплаштарса пыма май парĕ. Вăкăр çулĕнче пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, юрату сунас килет. М. Романова хатĕрленĕ.