29 декабря 2020 г.
Çĕнĕ çула кĕриччен шутлă кунсем. 2020 — Йĕке хỹре çулталăкĕ Трак ен историне кĕрсе юлать. Кăшăл вирусĕ алхаснă тапхăрта мĕнле пулчĕ вăл пирĕн район çыннисемшĕн? Тĕп уявччен эпир “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн тĕпелне район администрацийĕн пуçлăхне А. Кузнецова чĕнтĕмĕр. Александр Николаевич райхаçат редакцийĕн журналисчĕн Ю. Борисовăн ыйтăвĕсене хуравлама хапăл пулчĕ. Корр.: Александр Николаевич, сире “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн тĕпелĕнче курма хавас. Паянхи евĕр яланах савăк кăмăлпа çỹрĕр. А. К.: Тавах. Хăвăра та çавнах сунатăп. Корр.: Кăçалхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕ асрах-ха. Район депутачĕсен Пухăвĕн çиччĕмĕш созыври иккĕмĕш ларăвĕ пырать. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма пуçларĕç. Пĕрремĕш ыйту — район администрацийĕн пуçлăхне суйласси. Депутатсем, уççăн сасăласа, пуçлăх пуканне сире шанса пачĕç. Эсир контракт çине алă пусса ĕçе тытăнтăр. Сире çавна май хам ятран, вулакансен ячĕпе саламламалли çеç юлать. А. К.: Тепĕр хут тав. Анчах манăн асăмра 2018 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври черетлĕ 26-мĕш ларăвĕ. Ун чухне депутатсем, район администарцийĕн пуçлăхĕ пулма маншăн, çĕнĕ, хальччен палламан-курман çыншăн сасăларĕç. Ларура эпĕ депутатсен корпусне хама шаннăшăн тав турăм, “Трак ен пуласлăхĕшĕн пĕрле ĕçлĕпĕр, çакна çирĕппĕн шантаратăп”, терĕм. Эпĕ уççăн, тỹрĕ кăмăлпа, халăха парăнса ĕçлеме сăмах патăм. Çитес çулхи нарăс уйăхĕнче виçĕ çул çитет, авă. Виçĕ çула яхăн хушăра хам та Трак енри вырăнсене, 89 яла, унăн ĕçчен халăхне пĕлсе çитрĕм темелле. Чи малтанах çакна палăртам: эпĕ Трак енре пурăнакансене, депутат корпусне, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисене пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Çак хушăра эпир пĕрле вăй хурса Трак ене çирĕппĕн аталантарма япăх мар никĕс хывса хăвартăмăр. Корр.: Александр Николаевич, хам енчен çакна калам. Çак тапхăрта Трак енри ял тăрăхĕсене, уйрăмах Красноармейски ялне, тирпей-илем кĕртес енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Яка çулсем, тротуарсем, хăтлă çуртсем... Красноармейски ялĕнче çеç халăх кăмăлне çĕклекен икĕ фонтан хута кайрĕ. Раççей почти умĕнчи сквера 10 ялав (9-шĕ — ял тăрăхĕсен, пĕри — районăн) илем кỹрет... А. К.: Сирĕнпе килĕшетĕп. Манăн пĕр тĕллев — халăха шантарнă — пурнăçламалла. Хăш-пĕр цифра çине куçасшăн. Трак енри вĕрентỹ тытăмĕнче ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Трак вăтам шкулĕн, “Пучах” ача сачĕн тăррисене тĕпрен, “Звездочка” ача сачĕн канализаци тытăмне, “Чебурашкăн” çурт виткĕчне, Трак вăтам шкулĕн тата 5 ача сачĕн чỹречисене улăштартăмăр. Кĕçĕн Шетмĕ, Пикшик, Упи, Карай шкулĕсенче, “Звездочка” ача садĕнче çĕнĕ котельнăйсем (4248 пин т.) вырнаçтарнă. Культура тытăмĕнчи çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтас енĕпе те сахал мар ĕç тунă (1388,4 пин тенкĕ, Пикшик — 1021,4 пин тенкĕ, Красноармейски — 367 пин т.). Çавна май Пикшикри кану центрĕ бюджет укçине самаях перекетлеме май пачĕ. Тĕрĕссипе каласан, Пикшикри çав хăватлă котельнăй мĕн чухлĕ пирĕн укçана ним усăсăр уçă сылăша кăларса янă? Ку тытăмрах Анаткасри тата Упири кану çурчĕсене юсанă. Çакна уйрăммăн палăртса хăварам: вырăнти бюджет укçипе “Мерседес” тата “Форт Транзит” автобуссем, “ЮМЗ” трактор-экскаватор туяннă. Финсен поселокĕнчи культура çуртне тĕпрен юсаса çĕне-трĕмĕр. 2018 тата 2019 çулсенче энергие перекетлес тата энергорессурсен эффективлăхне ỹстерес тĕлĕшпе ялсенче энери перекетлекен 3233, вĕрентỹпе культура учрежденийĕсенче1104 лампа улăштарнă. Çакăн усси пысăк пулчĕ. Бюджет перекетлĕхĕ виçĕм çул 3614 пин, иртнĕ çул 882 пин тенкĕпе танлашрĕ. 2019 çулта районта 178 контейнер лапамĕ ĕçе кĕртнĕ. Пĕлтĕр райцентрти рынока тĕпрен юсама май тупрăмăр. Çĕнтерỹ паркĕнче ача-пăча вăйă модульне лартма май килчĕ. Кунта ырă ĕçсем татах та пулĕç. Райцентртах ятарлă пĕлтерỹ вырăнĕсем туса лартрăмăр. Паян питех те меллĕ: пĕлтерỹ çакма та, ăна шыраканăн вуласа пĕлме меллĕ. Укçа-тенкĕ тупса район администрацийĕн хуçалăх пайĕ валли çĕнĕ трактор туянтăмăр, кунти гаражра юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Çакна каласа хăварам. Ĕлĕкрех Красноармейски ялĕн урамĕсене хĕллехи вăхăтра алă вăйĕпе юртан тасатма пысăк укçа кăларса хунă. Халĕ пирĕн трактор юр çунă хыççăн тротуарсене тем самантра тасатса каять. Кунсăр пуçне 2018 çулта Красноармейски ялĕнче транспорт хатĕрĕсем валли 14 лапам (6854,7 тăваткал метр) ĕçе кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе малалла та ĕçлесе пырăпăр. Иртнĕ çул тата кăçал райцентрти Çĕнтерỹ паркĕнче, Çĕнтерĕве 30 çул, Ленин урамĕсенче çĕнĕ тротуарсем тунă, юсанă. Нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи лапамсене юсаса çĕнетнĕ. Ку тĕлĕшпе малалла ĕçлесе пырăпăр. Юлашки виçĕ çулта обществăлла инфратытăма малалла аталантарас енĕпе вун-вун проекта ĕçе кĕртнĕ, вăл шутран чылайăшĕ _ автоçулсемпе тротуарсене юсама. Акă, 2019 çулта Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткас ялĕнчи виçĕ урама асфальт сарма (31900 пин тенкĕлĕх) вăй çитертĕмĕр. Ку евĕр ырă ĕçсен списокне малалла та тăсма пулать. Корр.: Кăçалхи чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Красноармейски ялĕн тĕп стадионĕнче искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ. А. К.: Тĕрĕсех палăртатăр. Строительство ĕçĕсене шăрăх çу кунĕсенче пуçларăмăр та чỹк уйăхĕн сивĕ кунĕсенче вĕçлерĕмĕр. Мĕн пур ĕçе — 32 миллион тенкĕне яхăн тăракан контракта ырă кỹршĕсем — чикĕллĕ яваплă “Аликовская МСО” обществăн ĕçченĕсем пурнăçларĕç. Кунта искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйĕсĕр пуçне çăмăл атлетсем валли чупмалли çулсем, чул йĕтре ывăтмалли тата тăршшĕне сикмелли секторсем пур. Эпир ку йышши футбол уйне республикăри муниципалитетсем хушшинче чи малтан туса пĕтертĕмĕр. Пирĕн ырă ĕçе çав кун район администрацийĕн çуртĕнче иртнĕ республика шайĕнчи пысăк канашлура ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев та палăртса хăварчĕ. Спорт уявĕ умĕн пирĕн район администрацийĕ ЧР Физкультурăпа спорт министерствипе икĕ енлĕ Килĕшỹ çине алă пусрĕ. Унта малашнехи пĕрлехи ĕçсене, массăллă спорта аталантарассине, спорт лапамĕсем тăвассине, вĕсене юсассине палăртнă. Тата тепĕр пулăм та пулчĕ. Трак тăрăхĕнче футбол вăййине аталантарас енĕпе республикăри футбол енĕпе специализациленнĕ спорт шкулĕ пирĕн районти ДЮСШпа килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕ. Сăмах май каласан, кăçал районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне (ДЮСШ) тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, тĕрлĕ бюджетран 1,9 млн тенкĕ тăкакларăмăр. Халĕ “Ял халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес” программăна пурнăçласа районти шыв башнисене юсаса ĕçе кĕртес енĕпе туллин ĕçлесе пыратпăр. Ку енĕпе иртнĕ çул тата кăçал пысăк ĕç туса ирттернĕ. Корр.: Çак тапхăрта ял хуçалăхĕнче те ырă улшăнусем пулса иртрĕç. А.К.: Трак енри ял хуçалăхĕ те япăх мар аталанса пырать. Тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси çулсерен ỹсет. Пусă çаврăнăшне хальиччен усă курман çĕрсене кĕртсе пыратпăр. Районти “Таябинка Агрофирма”, “Красное Сормово”, “ВОЛИТ”, “Нива” ОООсем республикăри “АГРО-100” йыша кĕме пултарчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен машинăпа трактор паркĕ çĕнелет. Кăçалхи 11 уйăхра кăна вĕсем 68 единица техника, 117068 пин тенкĕлĕх, туяннă. Корр.: Александр Николаевич, умри тĕллевсем те пысăк пулас. А. К.: Тĕрĕсех. Район центрĕнче бассейн тума проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ, ăна экспертиза витĕр кăларнă. Çитес çулсенче ăна çĕклесе лартма пăхатпăр. Пирĕн ЧР Физкультурăпа спорт министерствипе çыхăнусем лайăх, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Район центрĕнче виçĕ хутлă, 300 вырăнлă çĕнĕ Культура çурчĕ валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ, экспертиза витĕр тухнă. Райцентрти КОС-1400 тасатмалли сооружение çĕнетес тĕлĕшпе проектпа смета документацине хатĕрлес ĕç малалла пырать. Красноармейскин Чапаев урамĕнчи стадиона юсаса çĕнетме проектпа смета докуменчĕсене те хатĕрлесе çитернĕ. Нумай хваттерлĕ тата обществăлла çуртсене автономлă майпа хутса ăшăтас тĕллевпе райцентрта газпа тивĕçтерес тытăма çĕнетсе улăштарас ĕçе чỹк уйăхĕнче вĕçлерĕмĕр. 13 млн тенкĕ тăкакласа çĕнĕ газ трасси хута ятăмăр. Пирĕн тĕллев — çитес çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвасси. Кунпа пĕрлех районти юсавпа техника предприятийĕ пулнă территоринче çĕнĕ котельнăй ĕçе ярас тĕлĕшпе малалла ĕç-летпĕр. Ăна ĕçе кĕртсен ку микрорайонти çуртсене ăшăпа тивĕçтерессине ĕçе лайăхлатма май парĕ. Корр.: Александр Николаевич, Çĕнĕ çул кантăкран шаккать. Кĕçех Вăкăр çулталăкĕ алăкран вирхĕнсе кĕрет. Трак ен çыннисемпе унăн хăнисене мĕн каланă пулăттăр. А. К.: Çапла, вăхăта тытса чараймăн. Паян, кăшăл вирусĕ анлăн сарăлнă тапхăрта, Трак енĕн юратнă çыннисене чăтăмлăх сунатăп. “Паян сывлăхăра уйрăммăнах упрăр, коронавирус никама та шеллемест”, — тет пире канашлусенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев. Çавăнпа та халĕ, лару-тăрăва ăнланса, çỹлтисем хушнине тивĕçлипе пурнăçласа пырар. Çĕнĕ çул вăл — çемье уявĕ, симĕс чăрăш праçникĕ. Сире çулталăкри çак пысăк праçник ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламласа чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, вăрăм та канлĕ кун-çул, çăл куç таппиллĕ вăй-хал, савăк кăмăл сунатăп. Кĕрекĕр яланхиллех хăвăр юратакан çынсенчен нихăçан та ан татăлтăр. Сирĕн вашаватлăхăрпа тараватлăх, чун илемĕпе кăмăл пуянлăхĕ иксĕлми пулччăр, çывăх çыннăрсен тимлĕхĕ хавхалану кỹрсе тăтăр. Корр.: Калаçушăн тавтапуç, Александр Николаевич. А.К.: Хăвăра тав сăмахĕ калатăп, Çĕнĕ çулта та пĕрлех пулар.