22 декабря 2020 г.
Чикĕллĕ яваплă “РУССКОЕ СТРАХОВОЕ ОБЩЕСТВО “ЕВРОИНС” общество Раççей Федерацийĕн мĕн пур территорийĕнче 17 çул ытла ĕçлет ĕнтĕ. Компанин филиалĕсен сечĕ тата представительствисем РФ кирек хăш субъектĕнче те страховани килĕшĕвĕсем тума, тăкаксене йĕркелештерсе пыма май параççĕ. Вĕсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартрĕç. 2020 çулхи чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕнче “Эксперт РА” рейтинг агенстви РСО “ЕВРОИНС” ОООн финанс шанчăклăхĕн рейтингне гиВВ ран пуçласа гиВВВ- шая çити ỹстерчĕ. Страховани укçисен пуххи, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 18 процент ỹснĕ. Шăпах çакă рейтинг ỹснин тĕп факторĕсенчен пĕри пулса тăрать те. РСО “ЕВРОИНС” ОООн Чăваш Республикинчи филиалĕ, пĕтĕ-мĕшле илсен, 2015 çултан тытăнса, мĕн пур районĕсемпе хулисенче ĕçлет. Çакă пире хамăр клиентсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, вĕсене страховани çăмăллăхĕсем пама, территори тĕлĕшĕнчен тачă çыхăнура пулма май парать. Пирĕн филиал клиентсем валли паянхи вăхăт ыйтакан, пысăк, тĕрлĕ енлĕ страховани продукчĕсем (250 ытла) сĕнет. Компанин страховани çăмăллăхĕсем памалли енсем (виды страхования) çине лицензисем пур. Пирĕн филиалта уйрăм çынсене те, юридици сăпатĕнче тăракансене çăмăллăхсем параççĕ. Кашни клиент кунта автостраховани полисĕсене (ОСАГО тата КАСКО) туянма пултарать. Çавăн пекех вĕсем пурлăха (пурăнмалли çурт-йĕре, хваттере, дача çурчĕсене, килти тата ытти пурлăха), выльăх-чĕрлĕхе (мăйракаллă шултра выльăха, лашасене, сурăхсене, качакасене) страхлама, ирĕклĕ медицина страхованийĕ (ДМС) (мигрантсене ирĕклĕ медицина страхованийĕ тăвасси тата сăвăссем сăхассинчен страхласси) тума, инкек-синкекрен страхлама, вăл шутра спортсменсене, чикĕ леш енне каякансене страхлама пултараççĕ. Корпоративлă клиентсем пурлăха (çурт-йĕре, хуралтăсене, производство цехĕсене, офиссене, магазинсене тата ыт. те), выльăх-чĕрлĕхе (мăйракаллă шултра выльăха, лашасене), коллективсене инкек-синкекрен тата чир-чĕртен страхлама, ирĕклĕ медицина страхованийĕ (ДМС) тума пултараççĕ. Пирĕн районта РСО “ЕВРОИНС” ОООн офисĕ çак адреспа вырнаçнă: Красноармейски ялĕ, Васильев урамĕ, 4-мĕш çурт. Страховани агенчĕсен хушшинче Екатерина Иванова, Ларисса Никитина тата Тамара Юдина активлă ĕçлеççĕ. Вĕсене Татьяна Любинская менеджер пĕтĕçтерсе тăрать, умри тĕллевсене çĕнсе илме пулăшать. Офиса паянхи вăхăт ыйтакан оборудованипе тивĕçтернĕ. Çакă страховани çăмăллăхĕсем панă çĕрте пире хамăр ĕçсен пахалăхне тата клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте унăн шайне ỹстерме туллин май парать. “ЕВРОИНС” страхлакан компанин Чăваш Енти филиалĕ хамăр тăрăхра пурăнакансене страхованин мĕн пур çăмăллăхĕсемпе татах та туллин тивĕçтерме авторитетлă, информаци технологийĕсене аван пĕлекен, хăйсен професси потенциалне туллин пурнăçлама пултаракан страхлакан агентсене çĕнĕ ĕç енĕпе ĕçлесе пăхас текенсене ĕçе йыхравлать. Эсир пирĕн патăрта тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илĕр. Красноармейски районĕн хисеплĕ çыннисем тата хăнисем! Сире çывхаракан 2021 çул ячĕпе — Вăкăр çулталăкĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунатпăр, ĕмĕтленнисем çитсе, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çемье вучахĕ тикĕссĕн ялкăштăр сирĕн. РСО “ЕВРОИНС” ОООн Чăваш Енри филиалĕ.