АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çулталăкри çемье-2020” республикăри конкурса хутшăннă

22 декабря 2020 г.

“Çулталăкри çемье-2020” республикăри конкурса хутшăннă

 Иртнĕ эрнекун онлайн мелĕпе “Çулталăкри çемье-2020” республикăри конкурсăн кăтартăвĕсене савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Асăннă мероприятие çулленех ЧР Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви районсемпе хуласенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле йĕркелесе ирттереççĕ. Конкурсăн тĕллевĕ — ырă та пултаруллă çемьесене тупса палăртса вĕсем çинчен каласа кăтартасси, çемье хаклăхне упрасси, ырă йăла-йĕркене тытса пырасси, амăшĕн тата ашшĕн статусне ỹстересси, аслисене хисеплесси. Мероприятие видео-конференц-çыхăну мелĕпе ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев тата унăн мăшăрĕ Н. Николаева саламланă. Вĕсем финала тухнă çемьесене ăшшăн тав тунă. Пирĕн район чысне асăннă конкурсра Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Ешкилтре пурăнакан Виталийпе Викторина Харисановсем хỹтĕленĕ. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа, ЗАГС пайĕн ертỹçипе Е. Павловăпа онлайн-концерт тата финалистсене саламланине курса савăннă. Александр Николаевич Харисановсене "Çулталăкри çемье-2020" республикăри конкурса хутшăнни çинчен калакан свидетельство панă, çывхаракан Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика