18 декабря 2020 г.

Короновирус инфекцине пула пĕр вăхăтра ĕçленĕ юлташсемпе тĕл пулса аса илỹ çăмхи-не сỹтме кăçалхи çул чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Çак кунсенче Пикшикри вăтам шкул директорĕпе нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Николай Петров ветеран-педагогпа калаçу пулса иртрĕ. Шкул директорĕнче ĕçлеме пăрахни кăçал 15 çул çитнине пĕлтерсе калаçăва пуçларĕ Н. Петров. Вăй-хăватпа сывлăх сахал мар пĕтернĕ шкул çуртне купаланă чухне. Çĕр çывăрман каçсем, пуçлăхсен алăкĕсене пĕрре мар уçса хупнă. — Аса ил-ха Лева шăллăм, шкула ăшăтса тăракан котельнăйне çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалли ĕçсене тунă тапхăрта, çĕр варринче те операторсем патне Шупашкар хулине кайса килнисене — сыпăнтарчĕ калаçăва тăсса. Аттепе анне вĕрентсе “Çын ĕçленипе пурăнать. Ир тăракан кайăк тулă пĕрчи, чакаланакан кайăк тислĕкре те ылтăн пĕрчи тупнă” — тесе каланине пурнăçра тĕпе хурса, çулсем иртнĕçемĕн çеç ăнланса пыратăн. Ашшĕ, Петр Алексеевич, тивĕçлĕ канăва тухичченех çулсем тунă çĕртре мастер пулса вăй хунă. Сăмах май, Шупашкар — Ишек çулне хăпартнă çĕртре те тăрăшнă. Амăшĕ, Анна Ивановна, пурнăçне Шупашкар районĕнчи Малти Çатра ялĕпе, тăван хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Виççĕн çитĕнсе аслă пĕлỹ илнĕ. Икĕ пиччĕшĕ çуккине хурланса пĕлтерчĕ ватă çын. Директор ĕçĕнчен пăрахнă хыççăн 11 çул шкул ачисене истори предметне вĕрентнĕ. Педагог стажĕ 45 çулпа танлашать. Тăватă пине яхăн ачана пурнăç çулĕ çине вĕрентсе кăларнă. “Раççейри халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” ята, хисеп хучĕсене тивĕçнĕ Н. Петров. Пуç çинчи çỹçĕсем те шуралнă. “Пурнăç пурăнса ирттересси чечек сарнă çул мар иккен. Унта хăвна кирлĕ пек тытма пĕлмесен пуçхĕрлĕ такăнса ỹкмелли тум-хахсем те тăтăшах тĕл пулаççĕ çав”, — шỹтлет аслă юлташăм. Мăшăрĕпе, Елена Федоровнăпа, пĕрлешни çур ĕмĕр тултарнă кăçал. 45 çул хушши çамрăк ăрăва чăваш, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, “Раççейĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, “Раççейри халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” ята, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Виçĕ хĕр ача пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлỹ панă. 7 мăнук мăшăрсен. Уйрăмах Данил мăнукĕн ятне аса илет ватă Петров. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн программиста вĕренсе тухса “Яндекс” фирмăра тимлет, Германире ĕçлесе пурăнать. “Ăçта-ши ман вун çичĕ çулхи яш ĕмĕрĕм? Çурхи шывпа шăнкăртатса килчĕ те сиссе те юлаймарăм, çиçĕм çиçнĕ пек иртсе кайнине”, — хашлатса пĕлтерчĕ 78 çул çине пуснă аслă юлташăм Николай Петров.
Л. Соловьев.