АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхепе вуламаллах…

18 декабря 2020 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура, хăй чăн-чăн чăваш пулнине çирĕплетсех пуль, тăван чĕлхене упраса, сыхласа хăварас тĕллевпе: “Тăван чĕлхепе вуламаллах!”, — тесе çирĕплетрĕ. Тĕрĕсех. Паянхи ĕç-пуçа пур енлĕн тишкерсе те хак парса “Чăваш чĕлхине упрасси, вĕрентесси тата аталанта-расси” ятарлă çумпрограмма палăртни савăнтарать, хавхалантарать, паллах. Ку тĕлĕшпе пурлăх енчен хавхалантарасси, сăмах-ран, укçа-тенкĕ тăкакласси те паллă. Вырăнсенчи влаç органĕсем çитес çур çул вал-ли çырăнтарăва йĕрке-ленине кун йĕркинчен кăлармасть ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев. Çапла пул-малла та, сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕ юнашар пулни, вĕсене конкретлă ĕç-хĕлпе çирĕплетни хăйĕн çимĕçне кỹретех. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов та ырă тĕслĕх пулса тăчĕ тесшĕн эпĕ. Вăл ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçченĕсемпе тата хăй вырăнсенче, ялсенче, паллах, тĕл пулусенче, курнăçусенче чăвашла таса чĕлхепе калаçать. Район хаçачĕн шăпи те аякра пăрăнса юлмасть, район администраци-йĕнче вăй хуракансенчен чылайăшĕ “Ял пурнăçне” илсе тăраççĕ. Пархатарлă çынсен, пуçаруçăсен йышĕ хушăнасса, ĕç-пуç çĕнĕ юхăмпа тăвалла улăхасса шанатăп эпĕ. ЧР Пуçлăхĕ О. Никола-ев пичет кăларăмĕсенче вулаканшăн кăсăклă мате-риалсем, журналист тĕпче-вĕсемпе çыхăннă статьясене кун çути парас ыйтăва хускатать. Питĕ вырăнлă, питĕ кирлĕ сĕнỹ-канаш-шухăш, паллах, пире, журналитсене, ĕç-пуçа тĕплĕнрех, васкавлăрах пур-нăçлама хистет те. Район хаçачĕн сăн-сăпачĕ журналистсен чун-чĕринче вăрантăр, вулакан та хăйĕн шухăш-кăмăлне чĕри хушнипе пурнăçлатăр, асăрхаттартăр тата редакципе тус-тăванла çыхăну тыттăр, калемăн вăй-хăватне çĕклетĕр.

Г. Ефимов-Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика