АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăпа трактор паркĕ çĕнелет

18 декабря 2020 г.

Машинăпа трактор паркĕ çĕнелет

Трак ен тăрăх ĕçлĕ çул çỹревпе çỹренĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов “Красное Сормово” ОООра пулнă. Тĕл пулура общество ертỹçи С. Иванов Алек-сандр Николаевича кунта административлă çурта хăпартас ĕç мĕнле пыни пирки каласа кăтартнă, хуçалăх нумаях пулмасть туяннă çĕнĕ техникăпа паллаштарнă. Святослав Петрович палăртнă тăрăх, кăçал республикăра маши-нăпа трактор паркĕсене çĕнетме аван условисем туса панă, уйрăмах субси-дипе тивĕçтерес програм-ма лайăх ĕçлет. Çавна май туяннă ял хуçалăх техникишĕн 40 процент-не каялла тавăрса па-раççĕ. Çак çăмăллăхпа усă курса Яманаксем тĕш тырă пухса кĕртекен икĕ АGROS 595 PLUS комбайн туяннă. Кăçалхи 11 уйăхра Трак енри ял хуçалăх предприя-тисемпе хресченпе фер-мер хуçалăхĕсем пĕтĕм-пе 68 единица техника, 117068 пин тенкĕлĕх, туян-нă. Вăл шутра тракторсем — 8, тĕш тырă пухса кĕрт-мелли комбайнсем — 8, груз турттармалли авто-мобиль — 1, тăпра çинче ĕçлемелли техника — 10, тĕрлĕ техника — 41. Ку вăл, малтанхи çулхипе танлаш-тарсан, 1,7 хут пысăкрах. А. Кузнецов çакна па-лăртнă: ял хуçалăх пред-приятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсен пуç-лăхĕсем çĕнĕ техника туян-са уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăç-лама пултараççĕ. Çакă производство калăпăшне ỹстерме, унăн хăй хаклăх-не чакарма, предприятин финанс лару-тăрăвне лайăхлатма май парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика