АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăпайлăн пуçăма таям-и сана, Трак ен — сăваплă çĕр!..

18 декабря 2020 г.

Эпĕ çуралса ỹснĕ ялтан — Канашпа Йĕпреç тата Вăрнар районĕсем чикĕленекен вырăнта тĕпленнĕ Çĕнĕ Шуртантан (вăл хăй Канаш районне кĕрет) Пасарлă Ачча урлă Трак тăрăхне çитме пĕтĕмпе те 50 çухрăмран ытла мар. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, çăмăл автомашинăсем те, асфальтлă çулсем те пулман тапхăрта, çав çула çуранах утса тухаттăм, кичем ан пултăр тесе, вăхăта кĕскетес тĕллевпе хам калама çук кăмăла каякан Нестер Янкас поэтăн шкулта вĕреннĕ чухнех пуç миминче ĕмĕр манăçми тĕрленсе юлнă сăввисене тавралăха янратмалла пăхмасăр каласа пыраттăм. Красноармейски ялне çитнĕ тĕле самаях ĕшенеттĕм пулин те, çывăх тăвансемпе тĕл пулсан, чунăма çунат хушăннăнах туяттăм... Ун чухне, паллах, çак йĕркесен авторне пурăна киле Трак çĕрĕ çинче ĕрчеме шăпа тухасси пирки шухăшламан та эпĕ. Тавах Турра кун-çулăма телейлĕ самантсем кăна парнеленĕшĕн, çак тарана çитичченех çав çул çинче ырă та тараватлă çынсемпе çеç тĕл пултарнăшăн. Трак çĕрĕ илĕртỹллĕ те астармăш пулчĕ маншăн. Çур ĕмĕр каялла кунта пĕччен килсе тухрăм пулсан, тăван тăрăха Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнчен мăшăрпа тата икĕ хĕрĕмпе çаврăнса çитнине хĕвел шевлипе çиçсе-ялтăрса тăракан ăраскалăм вырăнне хурса хаклассăм килет паян... “Ял пурнăçĕ” хаçат çĕнĕрен тухма тытăнсан, ун валли кăсăк хыпарсем пуçтарассине хăйсен таса та сăваплă тивĕçе туса хунă ĕçтешĕмсен çемйине лекни, вĕсемпе пĕрле ỹсĕм-çитĕнĕвĕсене те, ăнăçсăр утăмĕсене те туслă йышран юлмасăр пайлани чăн-чăн телей пулман-и пирĕншĕн? Яланах çĕннине тупмашкăн çула кайма хистесе тăракан редакцин килĕшỹллĕ йышĕнче пĕр çемье туйăмĕпе пурăннă хаçатçăсене паян та ăшшăн аса илетĕп, журналистикăра калеме шанчăклăн та çирĕп тытма хавхалантарнăшăн вĕсене шурă пуçăма çĕре çитичченех тайса, пĕтĕм кăмăлтан тав тăватăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче “Ял пурнăçĕ” вулакансен чи юратнă хаçачĕ пултăр тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр, талăка 25 сехете яхăн тăсма хатĕр ĕçтешĕмсенчен чылайăшĕ халĕ çук ĕнтĕ пирĕн хушăра. Сăмахăма вĕсем патне çитертĕм пулсан, ятранах асăнса иртем-ха чыс-сума 100 проценчĕпех тивĕçекен маттурсене. Леонтий Алексеев (Кăмакал), Николай Димитриев-Карай, Борис Романов (Кивĕ Йĕкĕт), Анатолий Иванов (Янкас), Анатолий Толмасов (Вăрнар), Михаил Сперанский (Канаш хули), Александр Петров (Нискасси, Муркаш районĕ) сăмах-канашпа кăна мар, хăйсен кулленхи хутшăнăвĕпе те витĕмлĕ пулăшу парса тăнине ăçтан-ха манăçа кăларма пултарăп. “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче йĕркеленнĕ “Çавал хумĕсем” литература пĕрлешĕвне ăсталăх шкулĕ тесех хаклассăм килет манăн. Кашни уйăхрах тухса тăракан ятарлă кăларăмсенче хамăн та хăюсăр туйăмлă малтанхи сăввăмсем кун çути курнă-çке. Вĕсене Трак çĕрĕ çинче çуралса ỹснĕ, каярахпа чăваш вулаканĕсене паха кĕнекесем парнеленĕ Геннадий Юмартпа Юрий Петров-Вирьял, Владимир Харитонов тата ыт. те пахаласа хаклани çав тери вырăнлă пулнă пулас çул ыйтакан ырханкка Пегас çине ларса Олимп тăвĕн çỹллĕшне парăнтарма ĕмĕтленекен ятсăр сăвăçшăн. Редакцире чăваш литературинче палăрма ĕлкĕрнĕ Петĕр Эйзинпа, Иван Егоровпа, Николай Карайпа, Борис Романовпа, Николай Ершовпа юнашар каçалăк илсе тăрăшни маншăн каярахпа хам ятран лартнă çĕмел çине хунă тулă кĕлтипех танлашрĕ мар-и? Сакăр теçеткене хăвалакан Янкас чăвашĕпе — Николай Ершов-Янгерпа мĕн паянхи кунчченех çыхăну тытса тăратăп-ха. Ватăлма маннă сăвăçăмăрăн пулта-рулăх çăлкуçĕ Чаканар çăлкуçĕ пекех иксĕлми пулнишĕн мĕншĕн савăнас мар? Юлашки вăхăтра Николай Гаврилович, ман пекех, тухăç поэзийĕнче уйрăмах анлă сарăлнă жанра — тăват йĕркеллĕ сăвва — рубайе килĕштерни питĕ лайăх сисĕнет. Унăн нумаях пулмасть райхаçатра вырăн тупнă кĕске сăввисемпе те, вĕсене хакласа çырнă Георгий Тусли статйипе те çывăххăн паллашнă хыççăн пĕтĕмлетсе çакна кăна калас шухăшăм пур: Омар Хайямăн çул-йĕрне такăрлакан, именсе-шикленсе тăман авторсене (çав шутра вĕсем пирки хаклавсем “пĕçерсе” кăларакансене те кĕртĕпĕр) рубайсен тĕп шăнăрĕ янравлăн вĕçленекен састаш мар, вулакана çатăрласа тыткăнлакан асамлă сăнар пулнине астутарас килет. Чăваш халăх поэчĕ Николай Исмуков палăртнă пек, рубай вăл — сăвăрса кăларнă çаврăм шухăш, поэзи картне лартнă чăваш сăмахлăхĕ, халăхăмăрăн кăмăл сипечĕ. Унта, паллах, тĕнче культурин пахалăхĕсене те хĕсĕрлемесĕр усă курмалла, тет ятлă-сумлă сăвăçăмăр. Шел, хальлĕхе пире шăпах çак сĕнỹсене тĕпе хурасси çитсех каймасть-ха. Тĕп калаçуран пăрăнтăмăр пулас. Аса илỹ вăчăри татăлчĕ ку тĕлте, ăна сыпса малалла тăсма çĕн шухăшсен çиппине сыпăпăр эппин... Эпĕ “Ял пурнăçĕ” хаçатра ĕçленĕ тапхăрта редакципе çыхăну тытакансен çарĕ самаях пысăкчĕ. Таçта та ĕлкĕрекен шкул ачисемпе пĕрлех ял-саласенчи самаях çулланнă çынсем те пуçаруллăччĕ, журналистсене пулăшса тăрас тĕллевпе информацисем кăна мар, вулакансен кăмăлне çырлахтаракан очерксемпе тĕрленчĕксем çитерсе паратчĕç редакцине. Вĕсенчен уйрăмах ăстараххисене ятранах асăнса тухни вырăнлă пулĕ. Прокопий Константинов (Сурăмхĕрри Карай), Иван Макаров (Енĕшкасси), Константин Шачкин (Именкасси), Осип Алексеев (Санькасси), Сильвестр Терентьевпа Георгий Ефимов-Тусли (Пайсупин), Иван Патмарпа (Яманак) Илья Степанов (Кушкă) алă пуснă, тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсем тăтăшах кун çути куратчĕç район пичетĕнче. Чăвашсен паллă фольклор ăстипе И. Патмарпа туслашсах кайрăмăр кайран. Иван Анисимович час-часах кĕрсе тухатчĕ редакцине. Эпĕ ун патĕнче, Яманакра тĕпленнĕ туслă та килĕшỹллĕ çемьере, хам та пĕрре кăна мар пулнă, вăл ĕмĕр тăршшĕпех тăрăшса пухнă ал çырăвĕсемпе кăсăкланса паллашнă. “Эх, çаксемпе Шупашкарта, кĕнеке издательствинче кун çути кăтартас ĕмĕт-тĕллевпе çунатланатăп”, — тетчĕ канăçа пĕлмен шыравçă-тĕпчевçĕ. Мĕн тетĕр? Хăй пурăннă чухне алла тытса кураймарĕ темиçе томран тăракан ал çырăвĕсенчен самаях ăнăçлă пулса тухнă, нимĕнле хакпа та виçме çук кĕнекисене. Тавах çавăншăн унăн ывăлне, ашшĕн пĕрчĕн-тĕпренчĕкĕн тенĕ пек пуçтарнă мул-тупринче ахах-мерчен ялтăравĕн çутине курса тăнăскер. Эдисон Патмар ашшĕн кĕнекисене халăх хушшине сарас тĕллевпе Йĕпреçре те пĕрре кăна мар пулчĕ. Манăн килти вулавăшра та пур вĕсем. Сăмах майăн çакна та каласа хăварам-ха: кĕçех, раштав вĕçĕнче, И. Патмар çуралнăранпа 105 çул çитет. Çавна май Йĕпреçре те юбилей ячĕпе “Патмар вулавĕсене” йĕркелесшĕн. “Ял пурнăçĕ” хаçатри “Çавал хумĕсем” литпĕрлешỹ патне тепĕр хут таврăнар-ха. Ăна педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ Ф. Андреев ертсе пыратчĕ. Кашни уйăхрах çамрăк авторсене канашлăва чĕнсе илетчĕ Филипп Андреевич, вĕсен умĕнче вара Шупашкартан ятарласа килнĕ паллă писательсемпе поэтсем тухса калаçатчĕç, çырулăх умĕнче малтанхи хăюсăр утăм тăвакансен ĕçĕсене тĕплĕн тишкеретчĕç, лайăхраххисене уйрăм страницăра кун кăтартма сĕнетчĕç. Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, Григорий Васильев-Луч, Ваçлей Игнатьев, Георгий Ефимов, Аркадий Лукин, Алексей Воробьев çыравçăсем пĕрре кăна мар пулнă “Ял пурнăçĕ” хаçатра. Вулакансем çав тери хапăл туса йышăнакан Валентин Урташ (унăн мăшăрĕ Туçи Чуракассинчен пулнă иккен) вара журналитсемпе икĕ сехете яхăнах тăсăлнă тĕлпулура хăйĕн сăввисене çĕкленсе те хĕрỹленсе вуланине те астăватăп. Кайран вăл мана “Россия” колхоза ертсе пыракан Е. Лукин патне илсе кайрĕ. Кăшт вăхăтран вара мала тухнă хуçалăх ĕçченĕсене ырласа “Ялав” журналта очерк пичетлесе кăларчĕ. Литпĕрлешỹ ертỹçи Ф. Андреев хăй те литературăпа туслăччĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă “Чĕмпĕр çути” повеçне вăл çав çулсенче (иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче) çырма пуç-ланăччĕ, пичете париччен пире темиçе хутчен те паллаштарнăччĕ унпа. Филипп Андреевич Шетмĕпе Çа-вал хутлăхĕнчи çамрăк авторсенчен чылайăшне прозăпа поэзире уйрăм каçалăк илсе ĕçлеме путевка параканĕ пулнă тесе çырни пĕрре те йăнăш мар. Манăн шухăшăмпа Леонид Антонов поэт та, Владимир Константинов тавра пĕлỹçĕ те килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Пĕтĕмлетерех калас-тăк, Кĕрекаç чăвашĕ яш-кĕрĕме Ăсталăхпа Пултарулăх керменне уçса кĕме пулăшнипе пĕрлех тăван литературăра хăйĕн йĕрне хăварма та ĕлкĕрчĕ. Çапла, чечен çамрăклăхăм, шухă куккук пикенсех манăн çулăмсене шутланă вăхăт Трак çĕрĕ çинче иртнипе питĕ кăмăллă эпĕ. Маттур та ăста çыравçăсене çуратса ỹстернĕ тăрăхпа мĕн паянхи кунчченех тачă çыхăнура пулни те нумай пулăшать мана. Красноармейски салинче пурăнакан Юрий Борисовпа Виктор Данилов жур-налистсем хушăран-хушă “Ял пурнăçĕ” хаçатăн уйрăм номерĕсене Йĕпреçе çитерсе тăраççĕ. Тем пекех тав тăватăп ĕçтешĕмсене çавăншăн. Тăван хаçатăм вăхăт уттипе тан утма, самана сассине тăнлама хăй тавра мал ĕмĕтлĕ çамрăксене явăçтарма тăрăшни савăнтарать мана, чăваш журналистикинче пĕр улшăнмасăр 55 çул алран калем ямасăр вăй хунă ветерана. Йĕпреç районĕнчи "Çĕнтерỹшĕн" хаçатра ĕçленĕ хушăрах Чăвашрадиопа Наци телерадиохыпарлавне пĕр чĕлхе тупса вĕсене кăсăк хыпарсемпе тивĕçтерсе тăни те чăн-чăн телейпех танлашмасть-и вара? “Хыпар” хаçатăн Йĕпреç, Канаш, Вăрнар районĕсенчи ятарлă корреспондентĕнче 12 çул тăрăшни те чун-чĕремре манăçми йĕр хăварчĕ. Нумаях пулмасть тăватшар йĕркерен тăракан черетлĕ сăвăсен ярăмне çырса пĕтертĕм, вĕсене кĕнеке кăларас тĕллевпе ăшталанатăп паян. “Кĕслен кĕске кĕввисем” кĕнекеме (унта 3 пине яхăн рубай) вулакансем ырласа та ăш пиллĕн, пахаласа йышăнни çапла тума хистет. Сăмахăма вĕçленĕ май “Ял пурнăçĕ” хаçат тусĕсене пулас кĕнекери пĕр сăвăпа паллаштарам: Ансатти ытларах тĕл пулать пурнăçра, Ансатти çуратать çĕнĕ çемĕ. Ав, çырма тĕпĕнче тапакан çăлкуçран, Юхан шыв пуçланать, ыр çынсемĕр!

Г. Кузнецов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика