18 декабря 2020 г.

Хĕл кунĕсем _ кайăк-кĕшĕкшĕн чи йывăр вăхăт, сивĕ çанталăк тăнăшăн мар, çак тапхăрта вĕсемшĕн апат-çимĕç ыйтăвĕ çивĕч тухса тăрать. Шăнса хытас мар тесен вĕсене ăшăнма энерги çав тери нумай кирлĕ. Ку вара пĕтĕмпех апат-çимĕçпе çыхăннă. Çу кунĕсемпе танлаштарсан, хĕлле кайăк-кĕшĕк те час-часах апатланасшăн. "Лайăх апатлансан сивĕсем те хăрушă мар" _ çакна кайăк-кĕшĕк пирки те калама пулать. Хĕллехи кун кĕске, апат-çимĕç шырама вăхăчĕ те сахал. Çавăнпа та кайăксем апат тупмалли вырăнсем шыраççĕ. Вĕсем сивĕсенчен хăтăлас тесе ял-хула çывăхнерех, çынсем патнерех вырăн тупасшăн. Эпир кайăк-кĕшĕке пулăшма тивĕç. Шăпах çакăнта вĕсем валли сырăшсем туса пани питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кайăксем валли “столовăй” хатĕрлемелле, йывăçсем çине куритесем туса çакмалла, унта кулленех апат ан татăлтăр тесе тăрăшмалла. Кайăк-кĕшĕке хĕл кунĕсенче мĕнпе тăрантармалла-ха? Шурă-хура çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе, хĕвел çаврăнăшпа, мăйăрпа... Тăварлă мар сало, тăпăрчă хума юрать. Çырла таврашне кăмăллакан кайăксем сире тав тунă кăна пулĕччĕç. Сивĕ çанталăкра сырăшсем пушă ан пулччăр. Унта апат хурса парсан пĕр кайăк курăнать, нумай та вăхăт иртмест, кĕç “столовăйĕнче” 7-8 кайăк. Вĕçен кайăксене сивĕ хĕл кунĕсенче тулли пулăшу кỹрес тĕллевпе “Чебурашка” ача сачĕн “Речецветик” ушкăнне çỹрекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ “Эпир курите ăсталарăмăр тата столовăй уçрăмăр!” конкурса хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ виçепе, дизайнпа сырăшсем хатĕрлерĕç. Халĕ вара кунсерен ачасем çунатлă тусĕсене апат-çимĕçпе хăналĕç. Е. Прокопьева.