18 декабря 2020 г.

Упăшкипе арăмĕ Валентинпа Ольга Семеновсем Шупашкарта пурăнаççĕ пулин те, Çырмапуç ялне тăтăш килсе çỹреççĕ. Мĕнле-ха тăван тăрăха килместĕн, ачалăх сукмакĕпе утмастăн?! Кашни çыннăн хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕ темрен те пахи. Семеновсемшĕн те Çырмапуç ялĕ тăванран та тăван. Кунта тăван атте-анне килĕ. Ял илемлĕ вырăнта вырнаçнăран, инçех мар вăрман, йĕри-тавра пĕве-кỹлли хăй патне туртать-çке. Ашшĕ-амăшĕ Кĕтеринпа Владимир Семеновсем пирĕн хушăмăртан чылай çул каяллах уйрăлса кайнă пулин те, виçĕ ачаран — Веча, Зоя, Валентин — вĕсен кĕçĕн ывăлĕ Валентин кил вучахне сỹнтермест. Çем-йипе Çырмапуçне тăтăш килсе çỹреççĕ. Ытларах çулла, ерçнĕ вăхăтра унтах пурăнаççĕ. Çемье пуçĕ Валентин Владимирович Шупашкарти энерготехникум пĕтернĕ, “Теплосеть” МУПĕнче аслă мастерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл мăшăрĕпе, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен ялĕнче çуралнă Ольгăпа, Шупашкарта паллашнă. Вăл вăхăтра хĕр универсамра кассирта вăй хунă. Вĕсем çемьене пĕр-лешнĕренпе 41 çул. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннă, халĕ те килĕштереççĕ. Хулара виçĕ пỹлĕмлĕ хваттер илнĕ, иккĕшĕ пухса пынă укçапа кăçал Çырмапуçĕнче çурт-йĕр çавăрнă. Хальхи çамрăксен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле. Кил хуçи хĕрарăмĕ Ольга Николаевна пенсире пулсан та кашни кунах ĕçе çỹрет. Мăшăрĕ ĕçленĕ çĕрте хула халăхне ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывакан çынсенчен пĕри, котельнăйра операторта вăй хурать. Вăл ĕçре яланах çаврăнăçулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, тимлĕхĕпе палăрса тăрать. Хăйĕн сăмахне çирĕп тытать, питĕ мелсĕр самантра ыйтсан та çынна пулăшма васкать. Ăшă та ырă кăмăллă хĕрарăм. Кил-йышра та çавăн пекех вăл. Чуншăн çывăх çынна тупнă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Семеновсем хăйсен хастарлăхĕпе ĕçченлĕхне, сăпайлăхĕпе çынлăхне хĕрĕпе ывăлне те панă. Хĕрĕ, Алена, Мускавра васкавлă медицина пулăшăвĕнче врач пулса тимлет. Йывăра кĕрсе ỹкнĕ çынсене яланах пулăшма хатĕр. Ывăлĕ, Вова, Кỹкеçре яваплă вырăнта “Ростелеком” пуçлăхĕнче тимлет. Владимир Валентинович тимленине пула иртнĕ çул Çырмапуçĕнче 10 кил хăвăртлăхлă интернет кĕртрĕç. Тавах ашшĕ-амăшне çавăн пек маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест — ывăлĕпе кинĕ те килĕштерсе, сăпайлă пурăнма тăрăшаççĕ. Ольгăпа Валентин ачисемшĕн пысăк тĕрек. Вĕсем мăнукĕсемпе пур кăмăлтан савăнаççĕ: вĕсен тепĕр ăру — икĕ хĕрпе ывăл ỹсет. Яла килсен лăпкă пурнăçпа киленеççĕ Ольгăпа Валентин. Кỹршĕсемпе, тус-юлташсемпе пушă вăхăтсенче вĕри чей ĕçсе ларса иртнĕ кунсене, шкул çулĕсене, пĕрле ăс пухнă ачасене аса илеççĕ. Тата пĕр манăçми самант та асрах. Вăтăр пилĕк çул каялла эпир мăшăрланнă чух Семеновсем те пирĕн туйра пулчĕç. Туй арăмсем тĕлĕнмелле ăста та уçă сасăпа юрлани паян кунчченех куçăм умĕнчен каймасть. Вĕсен хушшинче Ольга та пурччĕ. Халĕ те тĕрлĕ уявсенче яланах унăн уçă сасси илем кỹрет. Унсăрăн мĕнле-ха? Тата тем тĕрлĕ юрă пĕлет вăл. Эпир чăваш халăх юрри-кĕввисемпе çитĕннĕ. Çакăн пек çынсем пуртан пирĕн пĕчĕк тăван çĕршыв малалла ешерет те. М. Романова.