АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИРА СОФРОНОВНА

18 декабря 2020 г.

КИРА СОФРОНОВНА

 Ытармалла мар кăçалхи кĕркуннепе хĕл пуçламăшне. Епле аван çанталăкпа савăнтарчĕç кĕр кунĕсем: çав тапхăрта мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме пултарчĕ кашниех. Чỹк уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче, Михала кунĕ хыççăн, юр ỹксен раштавăн малтанхи вунă кунлăхĕчченех сивĕпе хăратса пăхрĕ пире, ав. Ирсерен хăлхасене чĕпĕтет, сывлăш температури тĕллĕн-тĕллĕн 20 градус таран ỹкет. Раштав пуçламăшĕнче редакци заданийĕпе эпĕ Еншик Чуллăна васкатăп. Çăмăл автомашинăран Красноармейски-Çĕрпỹ автоçулăн çак яла пăрăнакан кукринче анса юлтăм та çурранах тăвалла хăпаратăп. Унччен те пулмарĕ пысăках мар хăвăртлăхпа пыракан чие çырли тĕслĕ “Аурус” пик! пик! тутарчĕ те водитель кантăкне уçса: “Ларăр, мĕн çак сивĕре çурранах утатăр!”, — терĕ. “Тимĕр ут” хуçин ырă кăмăлне ытараймасăр автомашинăн хыçалти ларкăчĕ çине лартăм. Салонта ăшă, чăваш юрри-кĕвви янăрать. Калаçса кайрăмăр. Сăмах патне аякка кайман çынсем пулчĕç хайхискерсем. Çăмăл автомашина хуçи мăшăрĕпе Еншик Чуллăна килет иккен. Хам мĕн ĕçпе çỹренине пĕлтертĕм. Вĕсем ман пулас очеркăн геройне аван пĕлнĕ пирки каларĕç. Тем самантрах çитсе тăтăм та эпĕ Еншикри Учительсен урамĕнчи 15-мĕш çурт патне — Кира Сергеевăн-Лаврентьевăн килĕ умне. Çул çинче пит çăмарти хĕрелнине те сисмерĕм. Алăкра ют çын тăнине сиссе хура тĕслĕ хураçка çийĕнчех сас пачĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ мана хирĕç Кира Софроновнăн хĕрĕ Инна тухрĕ. Инна Квальбертовна шалалла иртме сĕнчĕ. Темиçе çул каялла йĕркеллĕ çỹрекен амăшне инсульт пулнă. Пуç мимине юн пыма пăрахнăран ватăн мĕн пур организмне çак чир сиенлетсе хăварнă. Паян çăмăлах мар кинемине, çавăнпа хĕрĕсен пулăшăвĕсĕр пурăнаймасть вăл. Пĕр вăхăт кунта, тепĕр тапхăр Шупашкарти ытти хĕрĕсем патĕнче ватлăх кунĕсене ирттерет кинеми. Ачисем пурри ылтăнран та хаклă пулас. Тата кăшăл вирусĕ алхаснă тапхăрта сыхлану мелĕсене ирттернĕ тапхăрта пушшех те. Паян ялти кил-çурта Инна пăхса тăнипе савăк Кира аппа. Вăл çемьере хĕрĕсенчен чи асли кинемин. 1962 çулта çуралнă. Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. — Пĕлỹ керменĕнче ирттернĕ вăхăта епле манăн, — тет манпа сăмахланă май Инна Квальбертовна. — Пĕрремĕш учитель, каярах тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани панă педагогсем куç умĕнчен каймаççĕ. Шел, вĕсенчен сывă пурăнаканнисем сахал юлчĕç пулас. Алла аттестат илсен çĕвĕçĕ пулас тĕллевпе Çĕрпỹри 5 №-лĕ профессипе техника училищине вĕренме кĕтĕм. Ку ахальтен мар пулас, ача чухнех хачăпа çитсă, пусма таврашĕ касма юрататтăм. Алла тивĕçлĕ документ илсе тухсан направленипе Çĕнĕ Шупашкар хулин йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатне ĕçлеме ячĕç. Кунта çĕвĕçĕ пулса çичĕ çул тăрăшрăм. Анчах вăл вăхăтри çăмăл мар условисенче пирĕн цех хупăнчĕ. Ĕçсĕр лараймастăн-çке. Пĕр вăхăт сиплев учрежденийĕн апат-çимĕç блокĕнче вăй хутăм. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă повара вĕрентĕм. Ултă çул тĕп хулари пĕр столовăйĕнче тăрăшрăм. Каярах Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн литейнăй (хурçă шăратакан) цехĕнче формовщикра тимлерĕм. Ĕçĕ çăмăл марччĕ, паллах. 16 çул кунта тар тăкрăм. Сывлăхшăн сиенлĕ Цехра ĕçлесе 41 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Ĕç ветеранĕ. Çĕнĕ Шупашкарта хăтлă хваттер пур. 1985 çулта Инна Супарти Толя Михайловпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче хурçă шăратакан цехра, слесарьте, каярах стойкăра каменщикра ĕçленĕ. Экономикăри çăмăл мар условисене пула предприятисенче ĕç укçи тỹлеме пăрахсан Мускава çул тытнă. 20 çула яхăн çĕршывăн тĕп хулинчи стройкăсенче вăй хунă. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ çак çемье: Нина суту-илỹ тытăмĕнче телейне тупнă, икĕ ача çитĕнет вĕсен. Саша та, мăшăрĕпе, Ксения Николаевнăпа, тату пурăнаççĕ. Кăмăла каякан ĕç пур вĕсен. Савелий ывăлĕпе савăнаççĕ. Паян Анатолийăн та Супарти кил-çуртне пăхса тăма тивет. — Çакăн пек хĕрпе, кĕрỹпе епле савăнмăн, — тет манпа сăмах пуçарнă май çаврака пит-куçлă, çуткам тăпăлкка кĕлеткеллĕ Кира кинеми. — Сывлăха ыйтса та, укçалла та илейместĕн çав. Хăвна йывăр чухне çумра ачасем пурри чăн телей. Çакна паян уйрăмах туятăп. 1940 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче ку ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкас ялĕнче çуралнă вăл. Кăçал 80 çулхи юбилейне паллă тунă Кира Софроновна. Хăйне çут тĕнче парнеленĕ ырă çыннисене ăш пиллĕн аса илет. Амăшĕ, Татьяна Васильевна, ку ялтах çут тĕнчене килнĕ. Ĕмĕрне ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ. 96 çулччен пурăннă. Ашшĕ, Софрон Сергеевич, чукун çул тытăмĕнче тăрăшнă, Михайловкăри станцинче хуралçă пулнă. Çичĕ пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем: Мария, Владимир, Коля, Венера, Валя, Йăван тата Кира. Николай пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Ыттисем паян пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Сăмах май аслашшĕ Лаврентий Захаров, ашшĕ Софром Сергеев хаяр вăрçа хутшăннă. Тăван çĕршывăн хаяр вăрçи умĕн çуралнăскерĕн пурнăçĕ вăл вăхăтри ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Кира Еншик Чуллă шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Пĕлĕве малалла тăсма вара укçа-тенкĕ тỹлеме тивнĕ. Свердловск çывăхĕнче торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ вăл. Вăрманкасран Еншикри Квальберт Лаврентьева качча килнĕ вăл. 1962 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче туй туса ирттернĕ. Мăшăрĕ те йышлă çемьере çитĕннĕ, сакăр пĕр тăван пулнă: Людмила, Нина, Толя, Алевтина, Фаина, Мальвина Лева тата Квальберт. — Ку тăрăхра Лаврентьевсем ĕлĕкех ырăпа палăрнă. Хунямана Наçтуç, хуняçана Лаврентий тесе чĕннĕ. Вĕсем хуçалăхра йышлă вĕлле хурчĕ тытнă, сим пыл туса илнĕ. Паллах, выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли пулнă. Йышлă ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пынă, — тет иртнĕ тапхăра аса илсе Кира аппа. — Мăшăрлă пулсан, кăштах вăй илсен тĕп килтен уйрăлса тухрăмăр. Квальбертăн аслашшĕпе асламăшĕ пурăннă вырăна. Шур сухалсем вăтам хресченсем шутланнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче раскулачить туса мĕн пур пурлăхне туртса илнĕ вĕсенне. Эпир çара, ним çук вырăна килсе вырнаçрăмăр. Пус çумне пус хушса пурнăç йĕркелесе ятăмăр. Кирпĕч пỹрт çĕклесе лартма вăй çитертĕмĕр, 1964 çулта пурăнма тухрăмăр. Вăл вăхăтра, укçа-тенкĕ çитсе пыман тапхăрта, çакна тума пĕртте çăмăл марччĕ. Кинеми иртнĕ вăхăта пĕтĕмпех куç умне кăларчĕ. Хăш-пĕр самантсенче куçĕсем те шывланчĕç унăн. Квальберт Лаврентьев ĕмĕрне “Прогресс” колхозра водительте ĕçлесе ирттернĕ. Вăл пурнăçламан ĕç юлман пулĕ хуçалăхра, аякри облаçсемпе республикăсене те кайса çỹренĕ. Хăйĕн профессийĕпе чи лайăххисен шутĕнче пулнă яланах. Кира та хуçалăх ĕçĕнче тар тăксах ватăлнă. Вун пилĕк çул хушши вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшнă. Колхозниксемпе пĕрле утă-улăм пуçтарнă, ана илсе хуçалăха выльăх кăшманĕ çитĕнтерсе панă, кĕр кунĕсем çитсен “иккĕмĕш çăкăр” пуçтарса кĕртме пулăшнă. Йышлă ача çуратса ỹстерсе 50 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Анчах пенсире тесе пĕр кун та ĕçсĕр ларман. Мăшăрĕпе пĕр чĕлхерен пурăннă вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă, çулсерен 60-шар хур усранă. Вăй питти чухне вĕлле хурчĕсем тытнă. “Нихăçан та аш-какайсăр яшка, шаркку çимен”, — тет кинеми. Шел, мăшăрĕ Квальберт Лаврентьевич чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ унăн. Чылай çул руль умĕнче ларнă, сивви-ăшшине пайтах тỹснĕ, çакă каярах организма хытах витĕм кỹнĕ пулас, чир ернĕ, унран хăтăлма йывăр пулнă... Паян мăшăрĕпе лартнă пỹртре ватлăх кунĕсене ирттерет кинеми. Унтанпа вăхăт самаях иртнĕ пулин те, çуллен юсав ĕçĕсем ирттернĕрен кирпĕч çурт сăнне пачах та çухатман. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, апла пулин те вырăс кăмакине пăсман Лаврентьевсем. Унта хăна-вĕрле пухас пулсан, кăпăшка çăкăр та, тутлă хуплу-кукăль те пĕçереççĕ. Пилĕк ача пăхса ỹстернĕ Лаврентьевсем. Эпĕ асли, Инна пирки, асăнтăм ĕнтĕ. Ыттисем те ашшĕ-амăшĕнчен мĕн пур ыррине, лайăххине илсе çитĕннĕ. Эмма, педагогика училищи вĕренсе пĕтернĕскер, паян кун та Шупашкарти пĕр ача-пăча садĕнче тăрăшать. Ĕçленĕ хушăрах И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет-авт.) аслă пĕлỹ илсе тухнă. Эля — сыватмăш ĕçченĕ. Медицина училищи пĕтернĕ хыççăн паянхи кунчченех республикăри пĕр сыватмăшăн ỹт-пĕве пĕçертсе янă хыççăн сиплекен уйрăмра (ожоговое отделение) тăрăшать. Мăшăрĕ — Александр. Александр Германович И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн промышленноçа электрофикацилес факультетне вĕренсе пĕтернĕ. “СИТРО”, “Вавилон” ОООсенче тĕп энергетик пулса тăрăшнă. Халĕ вара Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ çăкăр заводĕнче тĕп энергетикра вăй хурать. Икĕ ача вĕсен: Игорьпе Ирина. Вĕсем аслă пĕлỹ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Кинемин Вова ывăлĕн пурнăçĕ 11 çулта татăлнă. Ирсĕр вилĕмĕн çави ăна пирĕнтен ытла та ир илсе кайнă. Кĕçĕнни — Оля. Вăл та сыватмăш ĕçченĕ. Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ хыççăн паянхи кунчченех республика больницин стоматологи уйрăмĕнче медицина сестри пулса тăрăшать. Мăшăрĕпе, Владик Васильевпа, Çеменпа Машăна çитĕнтереççĕ. Кил хуçи арçынĕ профессийĕпе юрист, адвокат пулса ĕçлет. Ултă мăнук, кĕçĕн виçĕ мăнук Кира Софроновнăн. Çулла вĕсем тăтăшах Еншике килсе çỹреççĕ. Кинеми вĕсене пан улмипе, тутлă çырлапа хăналать. Хайхискерсем кĕр енне кунта пулсан вăрмана кăмпана, мăйăра çỹреме кăмăллаççĕ. Хĕл кунĕсенче вара кинеми вĕсем патне хăй хăнана каять. Акă вăл чăн-чăн ăраскал. Т. Борисова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика