18 декабря 2020 г.

Иртнĕ кĕçнерникун, раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ В. Путин черетлĕ 16-мĕш пресс-конференци йĕркелесе ирттерчĕ. Кăçал çĕршывра пандеми коронавирусĕ анлăн сарăлнă тапхăрта, вăл "Тỹрĕ лини" элеменчĕсемпе иртрĕ. Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Д. Песков палăртнă тăрăх, Президента ыйтусем массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем кăна мар, çĕршывăн мĕн пур гражданĕсем те пама пултарнă. Тỹрĕ трансляцие “Россия 1”, “Россия 24”, Пĕрремĕш канал, НТВ тата “МИР” телеканалсем, çавăн пекех “Маяк”, “Вести ФМ”, “Радио России” радиостанцисем йĕркелесе пынă. Кăçал пресс-конференцие 800-е яхăн журналиста аккредитациленĕ. Коронавирус инфекцийĕ алхаснă май, кăçал ку ĕçе ытти çулхинчен урăхларах йĕркеленĕ. Раççей тата ют çĕршывсен массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем Мускаври Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ центрĕнче пулнă, регионсенчи корреспондентсем федераллă округсенчи лапамсенче ĕçленĕ. Çакăн евĕр лапамсене çĕршывăн 8 хулинче йĕркеленĕ. Çĕршыв ертỹçи вара хăйĕн Мускав çывăхĕнчи резиденцийĕнче — Ново-Огаревăра пулнă. Унтан вăл видеоçыхăну мелĕпе журналистсен тата çĕршывра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă. "Кунта канашлусем тата пресс-конференцисем валли пысăк зал пур, çакăн валли пысăк студи ăсталанă, кунтан Владимир Владимирович мĕн пур точкăсенчи кашни участниках курма пултарать”, — тенĕ Д. Песков. Çĕршыв ертỹçи патне кол-центр, "Москва-Путину” ятарлă сайт е мобильлĕ приложени урлă тухма пултарнă. 2019 çулта В. Путин 57 журналистăн ыйтăвĕсене 4 сехет те 18 минут хушши хуравланă. В. Путина панă ыйтусенчен чылайăшĕ кăçал кăшăл вирусĕпе, пенсипе, ĕç укçи тỹлессипе, дистанци мелĕпе вĕренессипе, çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă.
Л. Журавлев, агропромышленность комплексĕн ветеранĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ
Раççей Президенчĕн В. Путинăн черетлĕ 16-мĕш пресс-конференцине телевиденин пĕрремĕш каналĕпе итлесе лартăм. Халĕ çĕршывра пандеми коронавирусĕ анлă сарăлнă вăхăтра вăл ытти çулхинчен урăхларах мелпе иртрĕ. Раççейре пурăнакансене мĕн ытларах шухăшлаттарнине хам курса ĕнентĕм. Паян кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта никама та çăмăл мар. Уйрăмах пĕчĕк тупăш илекен çемьесене. Юлашки тапхăрта сахăр песукĕн, ỹсен-тăран çăвĕн, вермишель-макаронăн хакĕ виçесĕр ỹссе кайрĕ. РФ Президенчĕ хăй çак ыйтупа интересленсен кăна хаксене вырăна “лартма” пултарчĕç. 2021 çул çывхарать. Вăкăр çулĕнче пурнăçра ыррине кăна кĕтетпĕр.