15 декабря 2020 г.
Хаклă вулаканăм! Черетлĕ çул — Йĕке хỹре çулĕ — 2020 хыçа юлать, çĕнĕ 2021 çул — Вăкăр çулĕ çывхарать. Мĕн илсе килĕ çĕнĕ çулталăк, пурăнăпăр, курăпăр. Çапла, вăхăт иртет, вăхăт шăвать. Кĕр кунĕ хĕл-лене улăштарать, çуркунне вара — çуллана. Тытса чарасчĕ те вăхăта, май çук пулас çав. Вĕсен хăйсен саккунĕ. Паян вара уйрăм кăтартусене пĕтĕмлетме шăпах вăхăт пулас. Красноармейски районĕ пурăнать, туллин аталанать. Пурнăçĕ çăмăлах мар пулин те, ырă улшăну куç кĕрет. Паян тухар-ха район центрĕнчи лавккасем тăрăх. Мĕн çук пулĕ. Шупаш-кара каймасăрах сумккуна тултаратăн туп туллиех. Ил те çи. Укçи пултăр. Ытти сферăра та ырă улшăну пур. Çакна эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев кăçалхи чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Трак енре пулнă, кунти тĕп стадионта искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйне уçнă, каярах райадминистрацин çуртĕнче спорт ыйтăвĕпе ирттер-нĕ пысăк канашлура пулса-курса ĕнентĕм-чухларăм. Ĕçлеме те, пурăнма та, ĕç укçи ĕçлесе илме те пĕ-летпĕр эпир иккен. Тăван Трак ене кашни çын-хăна килмессерен çакна питĕ аван туйса илчĕ пулас. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра пулса иртекен ырă улшăнусене — çĕнĕ фонтансене, ырă сăн кĕртнĕ урамсемпе парксене, тротуарсене, ача-пăча лапа-мĕсене пурте асăрхарĕç пулĕ. Район ертỹлĕхĕ тасалăха, тирпей-илеме, пуласлăха тĕп вырăна хунине уйрăммăн палăртса хăвармалла. 2020 çул иртсе кайнă май райхаçат журналисчĕсем те çак ырă пулăмсене çутатмасăр хăвармарĕç. Эпир райхаçатăн кашни номерĕнчех вĕсене вырăн панă. Çулталăк вĕçленнĕ май паян уйрăм пĕтĕмле-тỹсем тума пултаратпăр: хамăр умăрти тĕллеве пурнăçларăмăр тесе кала-ма уççăмăнах пултаратпăр. 2019 — 2020 çулсенче, кăшăл вирусĕ пирĕн тăрăхра анлăн сарăлнă кунсенче, журналистсем, райхаçатăн мĕн пур кол-лективĕ ура çинче пулчĕ, район хыпарçин кашни номерĕ вăхăтра тухса тăчĕ, вулакансем вĕсене вăхăтра илсе тăчĕç. Вăл паян кун та çаплах пулса пырать. Малашне те Турри пулăшса пытăр. Пирĕн вулакансен хисепĕ чакмарĕ, ку пире вара савăнтарать. Çакна 2020 çулхи кĕркуннехи çырăнтарăвăн кăтартăвĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Эпир çулталăк тăршшĕпех Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен республикăри конкурсĕнче çĕнтерсе “Современное село — цель национальных проектов” (Паянхи ял — наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ”) яваплă страницăна кă-ларса пытăмăр. Ку конкурса эпир çитес çул та хутшăнасшăн. 2020 çул хыçа юличчен вăхăт нумаях мар. Апла пулсан иртнине аса илме пулать. Райхаçат редакцийĕ пирĕнпе çыхăну тытнă общество корреспонденчĕсене А. Николаева (Туçи Чуракасси), Г. Ефимов-Туслие (Пайсупин), Г. Егоровăна (Кỹлхĕрри Карай), Л. Соловьева (Çĕньял Шетмĕ), Г. Гурьева (Çĕнĕ Выççăлккă), В. Викторова (Ванюшкасси), Н. Семенова-Çемен Эреше, В. Петровăна (Кĕçĕн Шетмĕ), К. Шачкина (Именкасси), Н. Ершова (Янкас), А. Тимофеевăна (Йỹçкассии), И. Прокопьев-Чурале, Т. Борисовăна, В. Данилов-Тавкиле, В. Константинов-Улăхсене, Г. Дубров-Кăмакал Курккине, Виталийпе Зинаида Михайловсене, В. Васильева, В. Рудниковăна, А. Борисова, В. Серафимова, В. Тихоновăна (районти историпе краеведени халăх музейĕ), районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсене, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн (ДЮСШ) ĕçченĕсене, хаçатăн мĕн пур тусĕсене пур кăмăлтан тав сăмахĕ калать. Чăвашсен ырă каларăш пур: “Пĕччен суран типсех пырать, халăх сурать кỹлĕ тăвать”. Эпир сирĕнпе пĕрлешсе халăх кăмăлне каякан каларăш тăвасса малашне те шанатăп. Çĕнĕ çула кашни çын-нах çĕнĕ тĕллевсемпе кĕрет. Эпир те çывхаракан Çĕнĕ-2021 çула çĕнĕ малашлăха ĕненсе кĕретпĕр. Çапла пулмалла та. Çакна пĕлтерем. 2021 çултан районти “Ял пурнăçĕ” хаçат малашне эрнере пĕр хут — кĕçнерникунсерен, 12 страницăпа (вырăссем ăна еженедельник теççĕ, уйăх вĕçĕнче 8 страницăпа) тухса тăма пуçлать. Çапла тума пире пирĕн учредитель — Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен минис-терстви сĕннĕ. Райхаçат редакцийĕн коллективĕ ку сĕнỹпе килĕшрĕ. Сăмах май каласан, Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, ытти районсен хаçачĕсем темиçе çул каяллах ĕнтĕ эрнере пĕр хут тухса тăраççĕ. Çакă вăл укçа-тенкĕпе тỹрремĕн çыхăннă. Малашне почтальонсем райхаçата эрнере пĕр хутчен кăна салатĕç. Ку редакцине укçа-тенкĕ пе-рекетлеме май парĕ. Тата çакна каласа хăварам. Ку таранччен пирĕн вулакан хамăрăн кăларăмсенче çĕнĕ хыпарсене вăхăтра илсе тăнă, вăл çакăншăн пире тав тунă çеç. Çитес çул, эрнере пĕр хутчен тухакан кăларăмра, хăш-пĕр хыпарсем кивелме те пултараççĕ. Куншăн эпир сирĕнтен каçару ыйтатпăр. 2021 — Ĕне-вăкăр çулталăкĕ, вăл паллă кунсем-пе пуян. Чăваш Ен Пуçлă-хĕн О. Николаевăн Указĕпе республикăра 2021 çула Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе эпир çак темăна умра тытса пырăпăр. “Ветеран”, “Паттăрлăх”, “Сашăпа Даша”, “Хĕрарăмсен страници”, “Ватлăх", “Çĕр те пĕр канаш”, “Сире пĕлме”, “Эсир ыйтнăччĕ”, “Литературăпа искусство страници”, “Кулăш” ытти стра-ницăсем малашне те тухса тăрĕç, çĕннисем те пулĕç. Пĕрлех пулар. Шанатăп, çитес çул та алла-аллăн тытăнса ĕçлĕпĕр эпир сирĕнпе. Пысăк шанăçпа, ĕмĕтпе пурăнăр эсир. Вăкăр çулне тулли ăнăçупа кĕрер. Юлашкинчен, хаклă вулаканăм, çакна çеç калам. Вăхăчĕ пĕртте çăмăл мар, çак усал амак алхаснă вăхăтра пушшех те. Турă çирĕп сывлăх патăрччĕ çеç сана, хаклă вулаканăм. Умри тĕллевỹсем, ĕмĕтленнисем вара яланах пурнăçланччăр. Çапла пултăрччĕ!
Ю. Борисов.