15 декабря 2020 г.
Çăл куç — ĕçмелли таса шыв çеç мар, вăл пирĕн пурнăç, вăрмансемпе чĕр чунсен пурнăç никĕсĕ. Çăл куçсенчен мĕн пур юхан шыв пуçланать. Вĕсене сыхласа хăварасси пирĕн тĕп тĕллев пулмалла. Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Кайри Карăк ялĕнче 6 çăл куç. Вĕсем ял çумĕнче вырнаçнă, Шетмĕ юхан шывĕ çине юхса тухаççĕ. Ял çыннисем кунта час-часах ĕçмелли шыв патне килеççĕ. Çăл куçсем вара хĕл кунĕсенче те шăнмаççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов общество ĕçне активлă хутшăнакан, Красноармейски ялĕнче пурăнакан С. Мефодьевăпа Кайри Карăк ялĕ çывăхĕнчи çав çăл куçсенчен пĕринче пулса курнă. Александр Николаевич кунти çăл куç тавра тирпей-илем кĕртме сĕнỹ панă. Çакăнта çĕнĕ пысăках мар кĕпер тума, тенкелсем вырнаçтарма, ĕçмелли таса шыв пухăнма çăл ăсталама, чечексем, йывăç-курăк лартма пăхаççĕ.