15 декабря 2020 г.
Красноармейски салинчи тĕп библиотека çумĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсем валли “Тимлĕх” клуб йĕркеленнĕренпе 25 çул çитрĕ. Нумай-и, сахал-и, çапах та аса илемелли нумай. Хăçан, епле йĕркеленсе кайнă-ха пирĕн пĕрлешỹ? Камсем тăнă-ха пуçламă-шĕнче? Камсем ертсе пынă “Тимлĕх” клуба? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем… Тĕлĕнмелле йывăр çулсем. Самани пăтранать кăна. Тата аслă ăрури çынсем пурнăç урапинчен аяккарах тăрса юлчĕç. 1995 çул… Красноармейски районĕ йĕр-келеннĕренпе 60 çул çит-нине паллă турĕç. Район юбилейне халалласа тĕп библиотека “Çынсем тата çулсем” асилỹсен каçне йĕркелерĕ. Çав каçа ĕмĕр тăршшĕпе “Красноармейский” совхозра тăрăшнă тата ытти отрасльте вăй хунă ĕç ветеранĕсене чĕнтĕмĕр. Килрен киле йыхрав хучĕсемпе çỹрерĕмĕр. Нумайăн пуçтарăнчĕç, чылайччен калаçрĕç. Тĕлĕнмелле ăшă та интереслĕ тĕл пулу пулчĕ. Çавăн чухне вара ветерансен татах пуçтарăнса калаçас, çакăн пек тĕл пулусем йĕркелес шухăш çуралчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен кулленхи пурнăçне уçă варкăш кĕртес тĕллевпе ятарлă пĕрлешỹ йĕркелеме шухăшларĕç вĕсем. Çапла çуралчĕ “Тимлĕх” клуб. Ветерансен канашĕ пуçарнипе çĕнĕ юхăм вăй илсе пычĕ. Вулавăшри маттур хĕрсем вĕсен шанчăклă пулăшаканĕсем пулса тăчĕç. Йыша пуçарса яраканнисем, ертсе пыраканнисем Воля Илларионовна Григорьева, Юлия Ефимовна Филимонова, Светлана Александровна Никитина, Людмила Федотовна Илларионова, Надежда Геннадьевна Михайлова, Нина Петровна Григорьева пулчĕç. Вĕсем шăпах çак ĕçе йĕркелесе, ертсе, тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлесе ирттерчĕç. Пĕр-пĕрне пулăш-са вĕренсе пычĕç. 1996 çулта ỹкернĕ сăн ỹкерчĕк куратăр, кунта шăпах та вĕсем — пĕрремĕшсем, “Тимлĕх” клубăн членĕсем. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсем ĕмĕр пирĕн асра юлĕç. 25 çул… Çак хушăра “Тимлĕх” вăй илсе, аталанса пычĕ. 25 çул хушшинче тăван салари ветерансемшĕн пирĕн библиотека вулав тĕнчи кăна мар, тантăшсемпе хутшăнмалли сăваплă та кĕтнĕ вырăн пулса тăчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çак тапхăрта “Тим-лĕх” клуба çỹрекенсем малтан кашни уйăхăн юлашки ытларикунĕнче, каярахпа юлашки юнкунĕнче тĕп вулавăша пуç-тарăнаççĕ. Çапла, тĕрлĕ професси çыннисем пĕрле пухăнаççĕ, канашлаççĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, пурнăç уттинчен юлас мар теççĕ, канаççĕ, тавра курăма ỹстереççĕ, чун киленĕвĕ илеççĕ. Тĕп библиотека ĕçче-нĕсем те ветерансен ка-нăвне усăллă та интереслĕ йĕркелес тесе çине тăрсах ĕçлеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансемшĕн хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ, пенсипе тивĕçтересси, тĕрлĕ çăмăллăх ыйтăвĕ, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурса хисеплĕ ватăсемпе район администрацийĕн, ял тăрăхĕн ертỹçисем, социаллă тытăм, пенси службин ĕçченĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, çĕнĕ саккунсемпе, нормативлă право акчĕсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Кирлĕ пулсан сĕнỹ-канашпа пулăшаççĕ, хумханатракан ыйтусем çине тулли хуравпа тивĕçтереççĕ. Сывлăх хуралçисене те хапăлласа йышăнаççĕ ветерансем, сывă пурнăç йĕркипе, халăх сиплевĕн мелĕсемпе кăсăкланаççĕ. Ветерансем — вулама тата тишкерме, хак пама юратакан халăх. Литература ка-çĕсене пухăнаççĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ, сỹтсе яваççĕ, çыравçăсемпе тĕл пулма вара уйрăмах хавас. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра хăнара чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, чăваш паллă çыравçисем Зоя Нестерова, Ордем Гали, Улькка Эльмен, Николай Ишентей, Геннадий Макси-мов, Светлана Асамат, Ангелина Павловская, Сергей Павлов-Вэскер тата ыттисем те пулчĕç. Вырăнти çыравçăсемпе, композиторсемпе, Л. Антонов, Г. Яманак, И. Степанов, Н. Ершов-Янгер, Н. Ункай, И. Прокопьев-Чураль, В. Рудникова, Г. Дубров, В. Викторов тата ыттисемпе те хаваспах тĕл пулаççĕ ветерансем. Асра юлмалли кану каçĕсем йĕркеленĕ: çĕр улми фестивалĕ, капустник, Мартофлер (икĕ праçник пĕрле) тата ы.т. Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илеççĕ. Тĕл пулусене интереслĕ çынсене йыхравлатпăр. Тĕслĕхрен, Нина Фадеевна Петрова Америкăри çул çỹревĕ çинчен кала-са пани халĕ те асра. Паянхи пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ аслă ăрури çынсем. Акă, вĕсем валли “Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен” компьютера алла илес тĕллевпе йĕркеленĕ курс ĕçлет. Çулĕсене кура мар, тухса çỹреме юратаççĕ пирĕн хисеплĕ ветерансем. Шупашкарти тата Çĕ-нĕ Шупашкрти чиркỹсенче, Тутар Республикинчи Раиф мăнастырĕнче, Пăлхар хулинче тата ытти çĕрте пулса курчĕç. Кашни çулах Шупашкарти музейсемпе театрсене кайса курма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ экскурсинче те пулма юратаççĕ. Тĕслĕхрен, районти çăкăр пĕçерекен комбинатра, ФОКра, “Кетра” керамика заводĕнче, Яманакри ĕне ферминче пулса курса тĕлĕнчĕç. Ветерансем библиотека ирттерекен кашни акцине хастар хутшăнаççĕ. Раççей шайĕпе иртекен акцисем “Библиокаç”, “Искусство каçĕ”. Ыр кăмăллăх акцисене хутшăнса тăван вулавăша чылай кĕнеке парнелеççĕ. “Тимлĕх” клуб районти ветерансен канашĕпе, уйрăмах юлашки çулсенче Раççейри пенсионресен союзĕн Красноармейкинчи уйрăмĕпе (ертỹçи Дмитриева А.И.) тачă çыхăнса ĕçлет. Альбина Ильинична тĕрлĕ сĕнỹ-канашпа, ин-тереслĕ çынсемпе тĕл пулса калаçма, асра юлмалли çул çỹревсем ирттерме пулăшать. Альбина Ильиничнăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатпăр. Тата çакна та палăртас килет. Тивĕçлĕ канăва тухнисенчен чылайăшĕ район-ти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорне çỹрет. “Тимлĕх” клуба çỹрекенсем, тепĕр ик çултан, 1997 çулта, ветерансен хорне йĕркелесе ячĕç. Вĕсене Ю.М. Миронов баянист хавхалантарса пычĕ. Каярахпа коллектива ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.П. Алексеев ертсе пычĕ. Юрă-ташă ăстисем чылай ялсемпе хула-сене час-часах тухса çỹреççĕ, тĕрлĕ уява хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтараççĕ. Тĕ-лĕнмелле маттур, пулта-руллă пирĕн ветерансем! 25 çул хушшинче асра юламалли нумай-нумай тĕл пулу пулчĕ. “Тимлĕх” клубăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен “25 лет вместе, юбилей клуба “Забота” видеоролик хатĕрленĕ. Унпа “Библиомир Красноармейского района” социаллă сетре паллашма пулать. “Тимлĕхĕн” 20 çулхи юбилейне анлăн паллă тунăччĕ. Анчах та çĕршыв-ри паянхи йывăр лару-тăрăва пула, черетлĕ юбилее пĕрле пуçтарăнма май килмерĕ. Йывăр вă-хăтсем иртсе кайĕç. Хисеплĕ ветерансене тĕп вулавăшра пĕрле пуçтарăнса калаçасса шансах тăратпăр. Вулавăшпа “Тимлĕх” клуб хушшинчи туслăх çирĕпленсех пытăр! Чăн та, пирĕн “Тимлĕх” — тапса тăракан çăлкуç пекех. Малалла та çапла пултăрччĕ. Хисеплĕ ветерансем! Сире сумлă уяв тата çывхарса пыракан Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр! Пурнăçра вăрăм кун-çул, тулли телей, çирĕп сывлăх сунатпăр!
C. Гурьева.