15 декабря 2020 г.
Афганистан вăрçи 1979 çул вĕçĕнчен пуçласа 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен пынă. Туллă- сăртлă çĕршывран пирĕн çарсене илсе тухни кăçал 31 çул çитрĕ. Афганистанра çар тумĕ тăхăнса, алла пăшал тытса салтак тивĕçне пурнăçлакансем Карай тăрăхĕнчен те чылайăн пулнă. Приказа сỹтсе явмаççĕ, ăна тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Юратнă Тăван çĕршыва куç пек сыхласси — пысăк тивĕç-çке. Çавна тивĕç пулнă та манăн очеркăн геройĕ Владислав Ильин. Ун чухне лăпкă та пĕр евĕр пурнăç пирки чылайăшĕ ĕмĕтленнĕ пулĕ. Апла пулин те пурнăç кашнин шăпине хăй пĕлнĕ пек йĕркелет, тĕрĕслет. Шел, 2016 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Владислав Ильин вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан кăçал 60 çул тултармаллаччĕ вăл. Салтак-интернационалист кун-çулĕ кĕске килчĕ пулин те, унăн пултарулăхĕ пирĕн асăмра ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Тыр-пул пулмасан пĕр çуллăх хуйхă, ача-пăча пулмасан ĕмĕрлĕх хуйхă. Сурăмхĕрринчи Владимирпа Мария Ильинсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса-пăхса ỹстернĕ, анлă çул çине кăларнă: Юлия (1951), Валентина (1953), Петр (1955), Ольга (1958), Владислав (1960), Юрий (1964). Паллах, ача çурални кашни çемьешĕн — телейлĕ самант. Ултă пепкене ура çине тăратма çăмăл марри вара каламасăрах паллă. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ăслă та сывлăхлă, Тăван çĕршыва усăллă пулччăр тесе ĕмĕтленнĕ. Вĕсене пĕчĕклех ĕçе вĕрентнĕ, яваплăх туйма хăнăхтарнă. Ачисем те хăйсем пек ĕçчен те маттур, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ỹснĕ. Ашшĕ — Владимир Ильин (1929) сăпайлă арçын, пурнăçĕн пысăк пайне “Россия” хуçалăхра кладовщикра ĕçлесе ирттернĕ. Вăл ултава, йăпăлтатнине, мухтанине тỹсме пултарайман. Амăшĕ — Мария Михайловна (1928) ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ ĕсенче тимленĕ. “Ĕç ветеранĕ”, “Ача амăшĕ-героиня” ятсене тивĕçнĕ. Кил хуçисем ирхине ирех ĕçе тухса кайнă. Кил-çуртри ĕçсене аслисем туса пынă, кĕçĕннисене апатлантарнă, тумлантарнă, выçă çỹретмен. Çемьери каччăсем ар çулĕ çитсен çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă, салтак пăтти çисе курнă. Ильинсен аслă ывăлĕ — Петĕр Белорусси çĕрĕ çинче десатник пулса тăнă. Чи кĕçĕнни — Юрий совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче (ГСВГ) хĕсметре тăнă. Аслă хĕрĕсем — Юльăпа Валентина мăшăрланса Шупашкарта тымар янă. Кашниех виçшер ача çуратса ỹстернĕ. Çемьери виççĕмĕш хĕрĕ — Ольга. Вăл Карайри вăтам шкула питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, республикăн тĕп хулинчи строительство техникумĕнчен техник-строитель профессине алла илсе тухнă. Çамрăк специалиста направленипе Саранскри тимĕр-бетон конструкцийĕсен комбинатне маçтăр пулса ĕçлеме янă. Тăван кĕтес хакне аякра пурăнса курнă çын питех те аван туять. Çуралнă ял туртăмĕ канăç паман хĕре. Вăл Чăваш çĕршывне таврăнма кăмăл тунă. О. Ильина-Сергеевăна тăван енре ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ольга Владимировна тăван хуçалăхра пăрусем пăхма пуçланă. Яштака кĕлеткийĕ, вăр-вар утти, калаçăвĕ такама та килĕшнĕ. Ĕçчен те сăпайлă хĕре часах ял каччи, пĕр шкулта тата пĕр класра вĕреннĕ П. Сергеев куç хывнă. 1979 çулта çапла çĕнĕ çемье чăмăртанать. Туслă та пĕр килĕшỹре пурăнса хĕрпе ывăл — Светланăпа Владимира çитĕнтернĕ вĕсем. Халĕ ачисем çемьеллĕ ĕнтĕ. Тăватă мăнук çитĕнет Сергеевсен. Пурнăçра пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăннинчен пахи нимĕн те çук çав. 1985 çулта Карай ял Совет депутачĕсен пĕр пухăвĕнче О. Сергеевăна вырăнти ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. Çак ĕçе вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пурнăçлать. Асăннă тапхăрта кунта Ольга Владимировна мĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçламан-ши? Хушнине яланах чунне парса пурнăçланă. Кирлĕ документсене вăхăтра туса çитернĕ. Тĕрлĕ енлĕ налуксене тĕплĕн пуçтарнă. Çав вăхăтрах çара кайма хатĕрленекен яшсен докуменчĕсене хатĕрлессипе яваплă пулнă. Килен-каяна шута илес ĕçсем те ун çинех тиеннĕ. Вăл çĕнĕ çемье хутшăннине, ача-пăча çуралнине регистрацилессине хăй çине илнĕ. Ял Советне вăл е ку ыйтупа килекенсене ăшшăн йышăннă, ăсатса янă. Тăрăшуллă ĕçшĕн, тимлĕ пулнишĕн О. Сергеевăна иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче темиçе хутчен Карай ял Совет депутатне суйланă. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Унăн çемье архивĕнче вун-вун Хисеп хучĕ, Дипломсем упранаççĕ. “Çынсем йăл кулса тав тунинчен пахараххи тата мĕн пултăр”, — тет вăл паян. Ĕмĕр тăршшĕпех тенĕ пек такăрлатнă пĕр сукмакпа ентешĕм. Мăшăрĕ — П. Сергеев мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ял хуçалăхĕнче тар тăкнă. Кил хуçи чăн-чăн алă ăсти, пуртă-пăчкăпа ĕçлеме алли ларать. Сăмах май, О. Сергеевăн хунямĕшĕ В. Кириллова вырăнти сĕт-çу ферминче вăй хунă. Çăмăл пулман. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Ĕне сунне, тислĕк турттарнă, хурал та тăнă. Вăл тапхăрта Карайсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе районта çеç мар, республикăра та палăрса тăнă. Хуçалăх пуçлăхĕн — Ленин орден кавалерĕн Е. Лукин ятне çĕре ỹкермен. Тăрăшуллă пулнăранах В. Кириллова “Районти чи лайăх ĕне сăвакан”, “Районти выльăх-чĕрлĕх чемпионĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă ăна. “Ĕç ветеранĕ”, ытти хисеплĕ ятсене илме тивĕçнĕ вăл. В. Ильин 1960 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче илемлĕ чечексем ешернĕ чух, çырла пиçнĕ вăхăтра, сар хĕвеллĕ кун çут тĕнчене килнĕ. Карайри вăтам шкулта вĕреннĕ. Пĕлỹ илнĕ вăхăтра физкультурăпа спорта, "Пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ" (НВП) предмета килĕштернĕ. Шăпах НВП предметăн урокĕсенче салтак пек утма, пăшалтан тĕл пеме, Калашников автоматне салатса пухма вĕрентнĕ-çке. Асăннă занятие пулах пулĕ Владислав çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ район шайĕнчи ăмăртусене пĕрре çеç мар хутшăннă, аван кăтартусемпе палăрнă. Паттăрлăха шкултах тупнă вăл. 1977 çулта тухтăрсем В. Ильинăн чир пуррине тупса палăртнă. Çавăнпа ун чухне ăна çар ретне илмен. Ĕçе юратаканскер Шупашкарти машинăсем тăвакан завода ĕçе вырнаçать. 1979 çулта вара хăй ирĕпе çара каять. Çỹллĕ те тĕреклĕ, хăюллă та пултаруллă каччă туллă-сăртлă Афганистан çĕршывне совет салтакĕсен пĕрремĕш ушкăнĕпе лекет. Чи малтанах Владислав Ташкентри çар вĕренĕвĕн полкне лекет. Çур çул пĕлỹ пухсан аслă сержант званийĕпе мотострелоксен полкне таврăнать. Тỹрех калам, туллă-сăртлă çĕршывра пирĕн салтаксене çапăçма пĕртте çăмăл пулман. Вăл — разведчик, тăшман вăй-халне вăрттăн тĕпчес çĕре хутшăнать. Хаяр тытăçусен хĕрỹ точкисенче тăшманпа пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Çавăншăн “За боевые заслуги” медале тивĕçет хăюллă салтак. 1981 çулта, киле килес умĕн, пĕр эрне маларах разведчиксен умне çакăн пек задача лартнă пулнă: “Газни провинцийĕнче тăшманăн хĕç-пăшалланнă караванне тĕп тумалла”. Приказа тивĕçлипе пурнăçласа ирсĕр тăшмана тĕп тунă пирĕн салтаксем. Çакăн евĕр тытăçусене пĕрре кăна хутшăнман интернационалла тивĕçе пурнăçланă хастарсем. Афганистан вăрçинче çĕршыв умĕнчи тивĕçе тивĕçлипе пурнăçланăшăн, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн гвардин аслă сержантне В. Ильина Хĕрлĕ çăлтăр орденĕ парса чысланă. Ентеш служба кунĕсене ирттернĕ мотострелоксен полкĕнче салтаксемпе офицерсем хушшинче çирĕп дисциплина пулнă. Йывăр та хăрушă самантсене нумай асăнма пулать. Турă пулăшнипе вĕсене çĕнтерсе пынă. Çапла вара çар служби В. Ильиншăн 1981 çулта вĕçленнĕ. Мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттерсе ентешĕм тăван тăрăха ыррăн-сыввăн таврăннă. Салтак шинельне хывсан вăл Шупашкарти “Промтрактор” ОООра хăйĕн профессийĕпе ĕç-леме пуçлать. Тепĕр икĕ çултан ял хĕрĕпе, Зинаидăпа, çемье тĕвĕлесе татуллă пурăннă. Çак мăшăр ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Ильинсене тĕп хулара хăтлă виçĕ пỹлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтереççĕ. Хĕрĕ, Ирина, аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Хĕр пĕрчи ỹсет. Руслан ывăлĕ те çемье çавăрнă. Пĕр хĕр çитĕнет. Шел, темиçе çул каялла В. Ильин салтак-интернационалистăн чĕри тапма чарăнчĕ. Ачисем ашшĕсĕр, икĕ мăнукĕ аслашшĕсĕр тăлăха тăрса юлчĕç. Мăшăрĕ — упăшкисĕр. Владислав Владимировичăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче упранĕ. Г. Егорова.еплерех пă?хă?ннипе куллен интересленсе тă?ма хушнă?ĕ