11 декабря 2020 г.
Кăçал Чăваш кĕнеке издательствине йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ. Çак сумлă юбилея халалласа издательство “Вутчуль” кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Издательство аталанăвĕ тăван республика, унта пурăнакансен кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Чăваш халăхĕ республикăра пурăнакан ытти халăхсен çын-нисемпе пĕрле çăкăр-тăварне те, нуши-асапне те, савăнăçне-телейне те пĕрле пайласа çак вăрăм тапхăрта самаях йывăр та кăткăс çул утса тухрĕ. Пĕр ĕмĕрпе танлашакан тапхăра пирĕн писательсем романсемпе повеçсенче, калавсенче, поэмăсенче, сăвăсенче сăнласа хăвар-нă. Тĕрĕссипе, çак 100 çул чăваш литературишĕн хăйĕншĕн та аталану тапхăрĕ пулчĕ. Паян пирĕн çыравçăсене Раççейре кăна мар, ун тулашĕнчи çĕршывсенче те пĕлеççĕ, вĕсен произведенийĕсене нумай-нумай чĕлхене куçарнă, куçараççĕ те. “Вутчуль” кĕнекене ятарласах калавсенчен пухса хатĕрленĕ, темиçе авторăнне çеç повесть сыпăкĕсене (манăçми тап-хăрсене сиктерсе хăварас мар тесе) илнĕ. Суйласа илнĕ произведенисем сăмах çаврăнăшĕпе те, темисемпе те, авторсен чĕлхе сăнарлăхĕпе те, вулакан чунне витĕм кỹрессипе те пĕр-пĕринчен питĕ уйрăлса тăраççĕ. Хăш-пĕр калава вуласа тухнă хыççăн теприне кĕрсе кайма та йывăр: пĕр-пĕр тапхăр, халăхшăн уйрăмах инкеклĕ те асаплă пулнăскер, куç умне тухса тăрать те — ларатăн вара шухăшласа, хамăртан маларах пурăннă çынсен чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнсе. Граждан вăрçи, хут пĕлменлĕхпе кĕрешни, колхозсем йĕркелени, политика репрессийĕсем, нимĕç фашисчĕсем пуçарса янă хăрушă вăрçă, Афганистан вăрçи, Чечняри хĕç-пăшаллă хирĕçтăрусем, тăхăр вуннăмĕш çулсенчи аркануллă, выçă вăхăтсем, халăх каллех пуянсемпе чухăнсем çине пайланни... Саманисем тем тĕрлĕ те çаврăнса килнине, инкекĕ те нуши хыçранах йĕрлесе çỹренине шута илсен çыннисене вутчульпех танлаштарма пулать. Чăтнă, тỹснĕ, пурăнас тесе малаллах тапаçланнă. Кĕнекери тĕрлĕ авторсен кала-вĕсенчи уйрăм-уйрăм сăнсем пĕрлешсе республикăн, унта пурăнакан çынсен шăпине, кун-çулне туллин уçса паракан пысăк ỹкерчĕк пулса тăраççĕ. Тата пысăкрах пĕлтерĕшлĕ саманта палăртса хăварасах килет: çак калавсене вуласан унти геройсем ăс-хакăлпа ỹссе, чунпа çутал-са пынине, темле йывăрлăха лексен те çынлăха çухатманнине асăрхатăн. Кĕнекене пĕтĕмпе вăтăра яхăн писатель произ-веденийĕ кĕнĕ. Авторĕсем хушшинче ятлă-сумлă сăмах ăстисем те, вулакан пĕлсех кайман çыравçăсем те пур. Кăларăма пухса хатĕрлекен авторсен чи-чи лайăх произведенийĕсене суйласа илес тĕллев лартман, уйрăм калавсенчи геройсен пурнăçĕ урлă тăван халăхăн 100 çулхи кун-çулне уçса пама палăртнă. Кĕнекен мал енчи тата хыçал енчи форзачĕ-сене май килнĕ таран ытларах писателĕн сăн ỹкер-чĕкне вырнаçтарма тăрăшнă, мĕншĕн тесен вĕсем пурте — кам прозăра, кам поэзире, кам драматургире — республика пурнăçне, ун çыннисене сăнланă, халăха хĕрỹ сăмахпа хавхалантарса пынă. Кĕнекене Галина Антонова пухса хатĕрленĕ.
Г. Матвеева.