11 декабря 2020 г.
Чăваш халăх юррисене халăх хушшине сарас, уйрăм юрăçсемпе юрă-ташă ушкăнĕсен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче районти культура çурчĕ йĕркеленипе онлайн мелĕпе фольклор фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта пурĕ Трак енри уйрăм 12 юрăçпа 5 фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ. Чи пахи — юрăçсем ĕлĕкре-нех хамăр тăрăхра юрланă халăх юррисене шăрантарни. Чăваш халăх юррисем питĕ илемлĕ кĕвĕ-çемĕллĕ, тарăн шухăшлă, кăмăллă. Çав пуянлăха пирĕн паллах, упраса хăвармалла, халăх хушшинче сармалла. Халăх юррисем нихăçан та кивелмеççĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакмасть. Вĕсем авал-танах пулнă, халĕ те пур, малашлăхра та пулĕç. Юрăсенче — халăхăн кун-çулĕ, шăпи, шухăш-кăмăлĕ, хуйхи-савăнăçĕ, ăсĕ-тăнĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, чунĕ. Çавăнпа халăх юррисем ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыраççĕ те. Чăваш халăх юррине кăмăллакан юрăçсем кон-курса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕлĕкхи çи-пуç тăхăнни те юррăн сĕмне вăйлатать. Жюри членĕсем — Н. Ни-коноров, А. Никонорова, Р. Казакова, З. Михайлова — юрă ăстисен пултарулăхне пур енлĕн тишкерчĕç. Вырăнсене палăртма, паллах, çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те, конкурс йĕркипе килĕшỹллĕн, пул-таруллисенчен те пул-таруллисене палăртса хăварчĕç. Уйрăм юрăçсем хушшинче Р. Германова (Упи), А. Иванова (Тусай) 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. 2-мĕш вырăна Е. Маркова (Еншик Чуллă), Ю. Леонидова (Упи), Л. Александрова (Красноармейски) тухрĕç. 3-мĕш вырăна А. Павлова (Красноармейски), Э. Федорова (Красноармейски), Г. Иванова (Çырмапуç Карай) тивĕçрĕç. Нина Кудряшова (Чатукасси) “Халăх юрри — чун уççи” номинаци çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Халăх юррисене ушкăнпа юрлама кăмăл тунисем хушшинче Шывпуç кану çурчĕ çумĕнчи “Кăйкăр” юрă-ташă ушкăнĕ пĕрремĕш, Карай кану çурчĕн “Карай ен” фольклор ушкăнĕ иккĕмĕш, Кĕçĕн Шетмĕ кану çурчĕн “Шетмĕ ен” юрă-ташă ушкăнĕ 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” фольклор ушкăнĕ “Халăх юрри — чун уççи” номинацире çĕнтерỹçĕ ята илчĕ. Онлайн мелĕпе пулсан та, фестиваль-конкурс ăнăçлă иртрĕ. Пултаруллă юрăçсене — çĕнтерỹçĕсене те, унта хастар хут-шăннисене те — ăшшăн саламлатпăр, дипломсем парса чыслатпăр. Малашне те пысăк пултарулăх, çирĕп вăй-хал, çĕкленỹллĕ кăмăл, ăраскаллă пурнăç, телей те ăнăçу сунатпăр.
З. Михайлова.