11 декабря 2020 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чăваш Республикин “Культурăпа туризма аталантарасси” программине “Чăваш чĕлхине упрасси, вĕрентесси тата аталантарасси” ятарлă çумпрограммăна тарăн сỹтсе явнă. Аса илтеретпĕр, ĕç хутне хатĕрлеме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш чĕлхин кунĕнче хушу панă. Хушма программа йышăнсан, чăваш чĕлхине анлăрах сарма, вĕренме, çĕнĕ методикăсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кỹресси куç кĕретех пулĕ. Ку тĕллевпе 28,3 млн тенкĕ укçа тăкакланасси те паллă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чăваш чĕлхипе кĕнекесем кăна калăплани паянхи пурнăçшăн çителĕксĕртерех, ытларах та ытларах çĕнĕ тытăмсене вăй илтерсе пымалла, информаци технологийĕсен витĕмлĕхне те тĕпе хумалла, Интернетра чăваш чĕлхипе усă курма меллĕрех условисем йĕркелесе тăратмалла тесе палăртнă ларăва пухăннă ертỹçĕсем. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн сăмахĕнче ачасене мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхипе калаçма вĕрентсе пырсан, вĕсен малашлăхри тĕллевĕсем тата та кăсăклăрах пуласси никама та иккĕлентермĕ, тенĕ. Пĕчĕккисене ача садне çỹреме пуçласанах, чăваш чĕлхине ăша хывса пыма ăс памалла, тĕрлĕ майсем туса, вĕсене тăван чĕлхене юратма витĕм кỹмелли пирки те уйрăм палăртса хăварнă министр. 2014 çултан пуçласа информаци тытăмне тĕпе хурса, ашшĕ-амăшĕсем ача садне çỹрекенсен условийĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăма та пултарайраççĕ. Пысăк технологи пайĕ кун пек ĕçе йĕркелеме май парать тенĕ вăл. Тепĕр тесен ачасем пирки мĕн кирлине ашшĕ-амăшĕсем туххăмрах вуласа пĕлеççĕ, ку та питĕ аван. Нумай хваттерлĕ çуртсене кĕске тапхăрта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелемелли республика планĕ пирки те сỹтсе явнă ларăва пуçтарăннисем. 2021-2023 çулсенче пĕтĕмпе республика программипе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ 613 çурта çĕнетме график йышăннă. Ача пур çемьесене патшалăх тĕревĕ памалли ыйтăва та хускатнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем. Калаçу нумай ачаллисене, çемьере иккĕмĕш е тата малалли ачасене амăшĕн капиталĕпе тивĕçтересси пирки пырать. Республика бюджетĕнчен куçакан тĕревпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та тăкаклама юрать. Тепĕр тесен эскро счечĕ урлă укçа-тенкĕне усă курма та меллĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тарăн тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.