АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулленхи уттипе сывлăхне çирĕплетет

11 декабря 2020 г.

 Туçи Чуракасси ялĕнчи 140 хуçалăхра 251 çын пурăнать, ватлăх çулĕпе тивĕçлĕ канăва тухнисем 64-ăн. Арçынсенчен чи асли — Петр Николаевич Николаев. Вăрçă ачи иртнĕ кунсенче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Кĕркунне-хĕлле кун ирех каç еннелле сулăнма пуçлать. П. Николаев, Анат урамра пурăнаканскер, тăвалла хăпарнине час-часах куратăп. Ятарласа утма тухать вăл, сывлăхне çирĕплетет. Асфальтлă çулпа çăмăллăнах ял пуçне кайса килет. Кĕске мар-ха унăн çулĕ, çапах та хăнăхнă йăлапа ăна парăнтарать. "Мĕншĕн утас мар, ялта хулари пек мар, сывлăшĕ таса, çулĕ те такăр, тавралăхĕ лăпкă, шăв-шав çук, тепĕр енчен сывлăхшăн та усăллă-çке ку, — тет Петр Николаевич. — Ĕлĕкрех ача-пăча та, ватти-вĕтти те килте ларман, каç пулттипе уçăлма тухнă, шăпăрлансем çырма-çатрара çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăннă. Халĕ вара ỹсекен ăрăва вĕренпе туртсан та урама кăлараймастăн. Вĕсем хăйсен “юратнă” компьютерĕсенчен уйăрлаймаççĕ". Кунта вара тивĕçлĕ канури “шур сухал” ырă тĕслĕх кăтартать. Петр Николаевич ялта хисепре. Вăл пурнăçне ялпа çыхăнтарнă, вырăнти хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Малтанхи вăхăтра П. Николаев “Гигант” колхозра кладовщикра тăрăшрĕ, каярах строительсен бригадине ертсе пычĕ. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн сысна фермин заведующийĕнче вăй хучĕ. Петр Николаевич ертсе пынă коллектив районта çеç мар, республика шайĕнче те малти вырăнсенче пулчĕ. Кунта тăрăшулăхпа палăрнă А. Емельянова свинарка ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн ЧАССР тата СССР Аслă Канашĕсен депутатне суйланчĕ. П. Николаев хамăр районти Мамçа Турхан хĕрĕпе Маюçпа 1959 çулхи июнь уйăхĕнче туй тусах çемье çавăрнă. Сăмах май каласан, вĕсен туйĕнче манăн пулма тỹр килнĕччĕ. Туй арăмĕсене купăс каласа ташă-юрăпа савăнтарнăччĕ. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче мăшăр пĕрлешнĕренпе 60 çул тултарнине паллă турĕ. Çав паллă кун бриллиант туйпа юбилярсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Павлова саламласа Тав çырăвне, асăнмалăх парне, медаль парса хавхалантарнăччĕ. Ку ватăсемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Мамçа Турхан хĕрĕ, Туçи Чуракассисен кинĕ Мария Прокопьевна кун-çулĕн пысăк пайне вырăнти сысна ферминче ĕçлесе ирттернĕ. Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн вăл Мускаври халăх хуçалăх çитĕнĕсен куравне (ВДНХ) хутшăнма тивĕç пулнă. Юратнă мăшăр “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Вĕсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пурте çемьеллĕ, республикăн тĕп хулинче — шурă Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Ватăсене 5 мăнукпа кĕçĕн 7 мăнук тунсăхлама памаççĕ. П. Николаевăн пурнăçĕ çăмăл килмен, çурма тăлăх ỹснĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ. Амăшĕн, Феодосия Макаровăн, пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхрĕ. Ỹркенмен ватă паян кун та ĕçсĕр лармасть. Пуртă-пăчкăпа хуçалăхри юсав ĕçĕсене пурнăçлать, çуллахи вăхăтра хурт-хăмăрпа аппаланать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ ватăсем. Качакасем, сурăхсем чылай, хур-кăвакал, чăх-чĕп пăхасси те йывăрлăх кỹмест вĕсене. Вăрçă ачи теме кăмăллать хăйне Петр Николаевич, пушă вăхăта уçă сывлăшра ирттерме юрать. Çу кунĕсенче ирпе-ирех мăн пĕвене пула тухса ларать. Ăманпа тытнă уланкăсемпе карпсене кỹршĕсене те валеçет. Пĕвене унăн ывăлĕсем — Витя, Коля тата Андрей çулленех асăрхаса тăраççĕ. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче ватă черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Ăна ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем , кỹршисем ăшшăн саламларĕç, сывлăхпа канлĕ ватлăх сунчĕç. Иртнĕ кунсенче вара Чăваш телевиденийĕпе хисеплĕ ватă ячĕпе салам сăмахĕсем янăрарĕç, илемлĕ чăваш юрри илтĕнчĕ. Петр Николаевич вара вĕсене тивĕçлех. А. Николаев,

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика