11 декабря 2020 г.

Иртнĕ тунтикун, раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче, район депутачĕсен Пухăвĕн çиччĕмĕш созыври черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хутшăннă. Ларăва яланхилле район пуçлăхĕ В. Петров йĕркелесе пынă. Трак ен депутачĕсем 2019 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче йышăннă С-46Ỹ2 №-лĕ "Красноармейски районĕн 2020 çулхи, 2021 тата 2022 çулсенчи тапхăрĕ валли йышăннă бюджет çинчен" йышăнăва хушăмсем кĕртрĕç. Вĕсем районăн 2021, 2022 тата 2023 çулсен бюджетне çирĕплетрĕç. Райадминистрацин юридици службин ертỹçи Л. Артемьев оайон депутачĕсен Пухăвĕн 2017 çулхи майăн 26-мĕшĕнчи С-16Ỹ7 №-лĕ, 2017 çулхи мартăн 24-мĕшĕнчи С-15Ỹ4 №-лĕ йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнипе, районти ятарлă муниципаллă пурлăх фончĕн служба ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтри пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕн Положенийĕпе паллаштарчĕ. Депутатсем çавăн пекех районăн Общество канашĕн çĕнĕ йышне çирĕплетрĕç, ытти ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Район ертỹлĕхĕ РФ "Яллă территорисене комплекслă аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн Л. Архиповăпа С. Владимировăна ял тăрăхĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тума (туянма) социаллă тỹлевĕн свидетельствисене пачĕç.