АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питĕ шикленетĕп…

08 декабря 2020 г.

Урамра раштав уйăхĕ хуçаланать. Чăн-чăн хĕл çитнине тавралăх кăшт юрпа хупланни систерет. Кăнтăрла ăшă-ха çанталăк. Ирпе, каçпа шăмшака сивĕ çупăрлать. Урасемпе ярса пусмассерен шăнса пăрланнă юр кăчăр! кăчăр! сасă парать. Çав уçăмлă сасăпа шухăшсен хумне пытанатăн та... Хул хушшине хаçат хĕстернĕ те çывăхри юлташ патне васкатăп. Район хаçачĕпе туслă ватă ман пĕлĕш. Çырă-нать çулленех. Тата юратса вулать. Кульккă пичейĕн тăкăрлăкне пăрăнтăм кăна. Мана хирĕçех пĕр ушкăн йытă ăмăрт-маллах васкать. Йышра патвар кушак пысăкăшĕнчен тытăнса патвар така евĕрлисем те пур. Ух, шавлаççĕ, кĕрлеççĕ... Пĕр-пĕр ял пухăвĕнчи евĕрех туйăнчĕ. Ăçти муртан сиксе тухрĕç-ха шавлăскер-сем? Ĕлĕкхи хăмла пахчи енчен пухăнса, хавлатса килчĕç-ха вĕсем. Тăруках хăраса кай-рăм... Кашкăр-кашаман мар пулин те йытă вĕт... Тăватă ураллă, сỹре шăлĕсем пек, çивĕч шăлсем тата... Йытăсен касăвĕ манран иртсе кайрĕ-ха. Все... çăлăнтăм... Çук иккен... Пĕлĕш килне çитичченех каллех çула хупларĕç... Юрать-ха тепĕр юлташăн урамри утă-улăм тĕркисен çывăхĕнче тăратнă сенĕк çăлчĕ. Спаççипах... Халь хул хушшине хаçат хĕстерсе утасран шикленетĕп эпĕ. Урамри хуçасăр, сăнчăрта мар, ирĕклĕ хураçкасемпе улайккасенчен питĕ шикленетĕп.

Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика