08 декабря 2020 г.
Ялти урамсенче электроçутă хуçаланать халь. Килĕрен кил урлах ырлăх кỹрет вăл çынсене. Каç кỹлĕмпе ир кỹлĕм тухма, кĕме те кăмăллă. — Спаççипах ырă çынсене, — тав тăваççĕ ватти-вĕттипех. — Сывлăх пултăрччĕ вĕсене... Акă Çĕнĕ ятлă урама çитсе пăхар-ха... Кунта çутти пỹрне çине хурса шутламаллăх çех. Каçсерен вара килсен умĕнче электроçутă хуçаланать. Анчахрах тата лампочкисем кивелчĕç-ши?.. Е кăштах сивĕ пăркăчланипе çуна-çуна кайрĕç. — Çутă кирлех... Епле-ха капла?.. — хаштах сывларĕ сакăр теçетке урлă каçнă Маруç аппа. — Уй! Уй! çутăсăр... Усал хыпар Çĕнĕ урамри çар ветеранĕн, “Упи ял тăрăхĕн хисеплĕ граж-данинĕн” Петр Яковлев хăлхине те çитрĕ. — Çиччас майлашта-рăпăр Маруç аппа... Ан кулян, ан хуçăл-ха эсĕ, — тăруках лăплантарчĕ ватăна кỹрши. — Пире пулăшакан тупăнатех... Ырă çын ялан юнаша-рах çỹрет çав. Ĕлĕк кил-çуртри, урамри çутăшăн ятарлă электрик тăрăшнă. Кала, систер çеç ăна... Наччасрах йывăрлăхран çăлнă вăл çынна. Халь... Ырă çын, сăпайлă арçын çав Гена Лаврентьев. Систер, пĕлтер çеç ăна. Çыпăçуллă, тавçăруллă староста пулнипе ят-сумлă вăл. Çĕнĕ урамра туххăмрах электроçутăпа пуянлатрĕ. — Спаççипах Генăна... Сывлăхĕ пултăрччĕ... Ан чирлетĕрччĕ, — тав тăваççĕ халь Маруç аппапа Петр Николаевич Яков-лев ветеран. — Вăт, ырă çын... Ырă çын йĕркеленипе пысăках мар арçынсен ушкăнĕ ял масарне те тĕрлĕ çỹп-çапран тасатрĕ, кирлĕ кирлĕ мар йывăçсене, турат-пĕренене касса йĕркене кĕртрĕ.
Г. Тусли.