08 декабря 2020 г.
Райхаçатăн 87 (10084) №-че М. Романовăн пурнăçри пулăмпа çыхăнтарнă “Тивĕçли çук” статьяна тимлĕхпе вуласа тухрăм. Тĕп-тĕрĕсех палăртать автор, хăй шухăшне яш каччăсем тавра çавăрать. Хăйĕн тăван кĕтесĕнчи пулăмсемпе, курнăçусемпе çирĕплетет тĕслĕхсене. Шухăшсен хумне пут-рăм те тỹсеймерĕм хам курни-илтнине асăннă статьяпа сыпăнтартăм. Уйрăмах М. Романовăн пĕрремĕш тĕслĕхĕ, ка-çарăр та çамрăках мар пулин те, хыçа юлнă саманта куçсен умне кăларчĕ. Ĕлĕкхи, паллах, яш каччă çултинчи асра юла-кан пулăмсем тата тĕлпулусем асран тухмаççĕ паян та... Ял клубĕнче ташă каçĕ пырать. Хут купăс тытнă Хĕветут çине-çинех ташă кĕввисене улăштарать. Тĕрĕссипе чăвашсен йăли-йĕркипе çăмăллăн, çепĕççĕн вы-лять. Кĕвĕ хускатать шăмшак. Çамрăксем лăках, чăнах та... Хĕр-упраçсем те, яш каччисем те капăр çи-пуçпа, сăн-пичĕсенче хĕвел шевли евĕр, кулă çиçет. Ял хĕрĕсем хуш-шинче хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле, тĕп хуларан ĕнтĕ, пирĕн тăрăха йă-пăртлăха килнисем те пур. Эпĕ, анчахрах çеç салтакран килнĕскер, ушкăнри илемлĕ, сарă çỹç пайăркисемлĕ хĕр-упраçа куçсен ытамне илтĕм. Пулать вĕт çавнашкал илем: сăн-пичĕ, калаçу çăмхин ăсти тата ытти те... Хам та, хушсах каласшăн, çав тери килĕштертĕм ăна. Паллашар терĕм. Ят-хушматсене те пытарма-рăмăр. Ташларăмăр, пĕрле вăйă картине те тухрăмăр. Ĕçе юратакан, эрех-сăраран ют яш каччăсене кăмăллать иккен кỹршĕ ялĕн хĕр-упраçĕ. Чăнах та, чăн-чăн салтак хăйĕн умĕнче пулнипе савăнать. — Эпĕ вĕт Германи çĕрĕнче хĕсметре пулнă, — ăнлантартăм ăна. — Чăн-чăн салтак ятне çĕре ỹкермен. Иккĕмĕш хут курнăçасшăнччĕ клубра. Шел те, шухăшлани шыв çине патакпа çырнă пекех юлчĕ. Чиперех пĕр çуллахи каçхине, хăй çураçнипех-ши, качча илсе кайнă. Халь М. Романовăн статйи патне вăхăтлăха таврăнам. Атте-апай калани халĕ те асрах-ха: “Салтак çи-пуçне уртман арçын, чăн-чăн арçынах мар çав”, — тетчĕç. Тата чĕлхе-çăвар пуклак пулни е çаврăнăçулăх чун-чĕрере çухални тăтăшах ят-сума хуратать. Шутласа пăхăр-ха, мухмăрпа шыçăннă хĕсĕк куçлă яш каччăпа кам çывăхланĕ? Чăнах та, ялсене çаврăнса тухатăн та хусахсем, тĕрĕссипе çемье çавăрман яш каччăсем йышлăнах. Хĕр-упраçсене килĕшни, чуна парăнни, тĕрĕссипе çукрах...
Г. Ефимов.