08 декабря 2020 г.
Тĕнчере тĕлентермĕш пайтах, анчах эпир, кулленхи вак-тĕвек ĕçсене путнăскерсем, тем пирки те пăшăрханаканскерсем, чылай чухне вĕсене асăрхамастпăр, асамлăха ĕненме пăрахнипе йăлтах çапла пулмалла тенĕ пек йышăнатпăр. Пурнăç техĕмĕ вара тĕлĕнме, савăнма, хавхаланма, илеме курма пĕлнинче. Ку пултарулăха ата-лантарма кĕнеке те пулăш-ма пултарать. Тĕслĕхрен, Чăваш кĕнеке издательст-винче нумаях пулмасть кун çути курнă “Шурă карап-пăл”. Унăн авторĕ — Андрей Растворцев про-заик тата поэт. Хайлавсене вырăсларан чăвашла Га-лина Матвеева куçарнă. Редакторĕ — Ольга Ивано-ва, ỹнерçи — Ирина Ка-лентьева. Кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа пи-четленнĕ. Калав пуххине аслă классенче вĕрене-кенсем валли кăларнă, анчах вăл çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ. “Шурă караппăл” кĕне-кене чăн пурнăçа сăнланă е асамлă вăйсемпе çыхăн-нă калавсем кĕнĕ. Чуна хускатмасăр пĕрне те ву-лама çук. Автор, геодезист профессине суйласа ил-нĕскер, çут çанталăка та, пурнăçа та лайăх пĕлни сисĕнсе тăрать. Халăхра çỹрекен халапсене чăн пурнăçпа çыхăнтарса халь-хи вулакана кăсăклан-таракан произведенисем ăсталать. Унăн геройĕсем — ахаль çынсем, анчах пуян чунлăскерсем, совеçе пăхăнса пурăнакансем тата пурнăçа юратакан-скерсем. Çавăнпа илĕртеç-çĕ те вĕсем вулакана. “Шăрттан” калава илер-ха. Пĕчĕкскер кăна хăй, çапах чĕрене мĕн тери хускатать… Ватă хĕрарăм кунĕпе шăрттан тăвасси-шĕн ăшталанать. Ĕçĕ чăрмавлă пулин те ăна юратса тăвать вăл, мĕншĕн тесен ывăлĕшĕн тăрă-шать. “Сĕтеклĕ те тутлă шăрттан пулать. Ывăлĕн кăмăлне каятех”, — вулатпăр хăпартланса, унпа пĕрле савăнса. Амăшĕн чунне ăнланма пулать. Вĕçĕнче вара сăмах чĕнейми пулса ларатпăр… Чылай хайлава вуласа тухнă хыççăн темĕнле ăнланмалла мар туйăм ярса илет: чăн пулни-ши ку е юмах. Чăнлăхпа шухăш-ласа кăларнин чиккине палăртма питех те кăткăс. Автора ĕненес килет пек, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех çыхăнуллă, пурнăçри пек. Нумайăшĕнче сăнар пул-ни-иртнине пĕрремĕш сă-патран каласа панипе те çыхăннă пулĕ ку. Çав хушăрах тĕлĕннипе пĕççе шарт çапмалли, иккĕлен-мелли те тем чухлех. “Пакет леçекен” калаври герой çĕр айĕнчен тутăхнă пăшал, чĕлĕм туртма шăмăран тунă трубка, сăран енчĕк тата тем те пĕр чакаласа кăларать ăнсăртран. Нумай-нумай çул каялла çак вырăнта хăрушă ĕç пулса иртни çеç паллă. Çĕрле вара каччă патне темле арçын, пулă тирĕнчен çĕленĕ ба-лахон тăхăннăскер, пы-рать. Невельский капи-танăн çынни, пакет ле-çекен тет вăл хăйне, хăйĕн япалисене тавăрса пама çине тăрсах ыйтать. Каччă тимлĕрех пăхать те, тутăхнă пăшал та чип-чиперех иккен. Мĕнле ăнланмалла куна? Ву-лакан хăй татса патăр. Калавсем тĕлĕнмелле ĕненỹ-пĕтĕмлетỹ патне илсе пыраççĕ. Хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет? . “Арçури виçĕ хут тав туни сунарçа хăйне çеç мар, унăн ачисемпе мăнукĕсене те ăнăçу кỹрет теççĕ”. (“Виçĕ хут тав”.) . “Тав тăвасси йăлара çук иккен кунта (тайгара. — Авт.), хăвна тĕкĕнмен — çитет сана, çавăнпа çыр-лах”. (“Аманнă çỹлевĕç”.) . “Вăрмана кукăль чик-се кай. Арçури кăмăлне çавăрăн. Кукăльне пĕр-пĕр тунката çине хур та Ар-çурипе кăмăллăн калаçса ил…” (“Ерофей кунĕ”.) . “Эп шутланă тăрăх, хăш-пĕр чухне ухмах тенĕ çынсем вĕсем ухмах та мар. Хăйсене ăсла хуракан айвансем вара, чăнах та, ухмах”. (“Айванкка”.) Чирлĕ ачасем валли сиплĕ курăк шырама кайса пачах расна саманара киле таврăнни, çураçнă хĕр шурлăхра каччăсене тĕп тăвас тесе ăшталанса çỹрени, йытă кушака кĕ-вĕçни, упа утаман йывăç чĕлпĕкне хускатса “юрла-са” ларни, вăрманта ача тупăнни, çынсене ку тĕн-черен леш тĕнчене куçа-ракан Хура Кимĕç пулăçа илме килни… — тем те, тем те пур кунта. “Вăт çакăн пек истори. Ĕненетĕр-и, çук-и — сирĕн ирĕк”, — шахвăртать çеç çыравçă. Вăл никама та хистемест, ỹкĕтлемест, хăйĕн тĕрĕс-лĕхне сурчăк сирпĕтсе ĕнентермест. Юлашки сăмахне кашнине хăйне калама сĕнет. Кĕнеке çинчен калаçнă май вулакансене унăн авторĕпе те çывăхрах паллаштарас килет. Анд-рей Растворцева паян Раççейĕпех пĕлеççĕ. Унăн сăввисемпе калавĕсем тĕрлĕ хулара тухса тăракан журналсенче пичетленеç-çĕ, вĕсене пĕтĕм Раççейри конкурссенче пысăк хак параççĕ. Ачасем валли те, çитĕннисем валли те хайлать. Вăл — “За тех, кто в поле”, “Свободное плаванье”, “От любви до любви”, “Там хлебом пахнет дым”, “Полет сквозь август”, “Точка возврата” поэзи сборникĕсен, “Три-надцатое полнолуние” калав пуххин, ачасем валли çырнă “Лунная дорога”, “Хранители оча-га”, “Домовенок Фока и его друзья”, “Новые приклю-чения домовенка Фоки его друзей” кĕнекесен авторĕ. КĔНЕКЕ АВТОРĔ ПИРКИ Андрей Васильевич Растворцев 1958 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Амур облаçĕнчи Гонжа салинче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Ленинградри топографи техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 301-мĕш номерлĕ (Ленинградри “Союзмаркшей-дертрест”), 124-мĕш номерлĕ (Куйбышеври 18-мĕш номерлĕ предприяти) экспедицисенче ĕçленĕ. Вăтам Атăл аэрогеодези предприятийĕнче 138-мĕш номерлĕ экспедицин уй-хир топографийĕпе геодези партийĕн пуçлăхĕ пулнă. А.В. Растворцева “СССР геодезипе картографи отличникĕ” тата “Хисеплĕ геодезист” паллăсемпе наградăланă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать. 2015 çултанпа Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕнче тăрать. “Берега” литературăпа ỹнер журналĕн (Калининград) редколлеги членĕ, “Ковдория” издательство проекчĕн редакторĕ. Хайлавĕсем “Лик"”, “Тăван Атăл”, “Тетте" “(Шупашкар)”, “Невский альманах” (Санкт-Петербург), “Дальний Восток”, “Родное Приамурье” (Хабаровск), “Литера” (Йошкар-Ола), “Великороссъ” (Лобня), “Юность”, “Молодая гвардия”, “Пограничник” (Мускав), “Берега” (Калининград) журналсенче, Чăваш Енри хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕтĕм тĕнчери “Большой финал” литература конкурсĕсен лауреачĕ тата призерĕ (2011, 2012, 2013, 2014), Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă литература конкурсĕн пĕрремĕш преми лауреачĕ, А.Т. Твардовский ячĕллĕ “За далью — даль” литература конкурсĕн призерĕ, Пĕтĕм тĕнчери “Живое слово” вуннăмĕш конкурс-фестиваль дипломанчĕ тата ытти пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерỹçи. КУÇАРУÇĂ ПИРКИ Галина Алексеевна Антонова (Матвеева) 1957 çулхи февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Урал университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1980 — 2006 çулсенче “Коммунизм ялавĕ” (“Хыпар”), “Хресчен сасси”, “Советская Чувашия” хаçатсенче ĕçленĕ, 2007 — 2013 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ пулнă. 1983 çултанпа Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕнче, 2019 çултанпа Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕнче тăрать. Сăввисем “Пионер сасси”, “Коммунизм ялавĕ”, “Хресчен сасси” хаçатсенче, “Тăван Атăл”, “Ялав”, “Лик” журналсенче, коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Вăл — ачасемпе çамрăксем валли çырнă “Хамăркка”, “Чăваш”, “Его звали Чуваш”, “Курак тăманĕ”, “Мăшăр çунат” кĕнекесен авторĕ. Ача-пăча литературине чăвашла куçарнă, çав шутра Л. Кадкинăн “Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка” сăвăсен пуххи, Д. Суслинăн “Юрăпи”, “Димка ашшĕне шырать”, “Хăрушă вăрттăнлăх”, Ж. Яновскаян А.Н. Крылов академик çинчен çырнă “Карап ăсти”, А. Линдгренăн “Лăннебергăри Эмиль мыскарисем” кĕнекисем... Г. Матвеева — республикăри журналистсен Ç. Элкер ячĕллĕ, Вăрнар ентешлĕхĕн И. Ивник ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнеке ал çырăвĕсен республикăри конкурсĕсен çĕнтерỹçи (2012, 2015, 2019).
О. Австрийская.