08 декабря 2020 г.

Елена Ефимовна Маркелова (Ефимова) Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш ял Советне кĕрекен Кĕçĕн Ямаш ялĕнче 1923 çулхи январĕн (кăрлачăн) 10-мĕшĕнче кун çути курнă. Çитес çул кинеми хăйĕн 98 çулхи менелникне кĕтсе илме хатĕрленет. Паллах, икĕ ĕмĕр хушшинче пурăнакан ватăн аса илмелли сахал мар. Паян Елена Ефимовна ватлăх кунĕсен пĕр пайне вăталăх хĕрĕ — Красноармейски ялĕнче тĕпленнĕ Мария Ивановна патĕнче ирттерет. Кун-çулĕнче хура-шурне самаях астивнĕ ватăпа манăн та курнăçма май пулчĕ. Сăмах вĕçне аякка кайман çын пулчĕ Елен аппа. Вунă теçетке çула çывхараканскер хăйĕн пурнăçĕнче темĕн те курнă, темĕн те пĕлет, такама та паллать. — Ытла та йывăр вăхăтсене чăтса ирттерме тиврĕ мана, эпĕ курнă йывăрлăх никам ĕнси çине те килсе ан вырттăрччĕ, — тет Елена Ефимовна. Çамрăклăхĕ ялти ытти хĕр-упраçран улшăнса тăман унăн. Вырăнти шкулта пĕлỹ илнĕ. Вун саккăр тултарсан шăпах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Хаяр та юнлă вăрçă никама та шеллемен. Кĕçех вăй питти, сывлăхлă арçынсем, каччăсем фронта тухса кайнă. Яла ватă-вĕтĕ, хĕр ачасем юлнă. Ун чухне “Пĕтĕмпех — фронт валли, Çĕнтерỹ — валли” девиз малта пулнă. — Пире те, 18 çул тултарнă хĕрсене — Анисия Илларионовăна (Униççине), Лисука (Тимур мучин хĕрне, хушаматне маннă), Настя Гордеевăна (Наçука) Сăр шывĕ урлă хывакан кĕпере тунă çĕре илсе кайрĕç, — сăмахне малалла тăсать Е. Маркелова. — Наçилккапа тăпра, хăйăр, чул йăтаттăмăр. Ĕçĕ, пирĕншĕн, хĕрсемшĕн, пачах та çăмăл марччĕ. Кунĕпе йывăр ĕçре алă-ура ыратакан пулса çитетчĕ. Сарьелĕнчи пĕр килте пурăнаттăмăр. 1941 çулхи кĕркунне ирсĕр нимĕçсем çĕршывăн вун-вун хулине ярса илнĕ хыççăн Мускав патнех çитнĕ. Çавна шута илсе пысăк хуласем тавра окопсем чавма йышăну кăларнă. Çĕршывăн Оборона патшалăх комитечĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕнчи йышăнăвĕпе Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен канашĕ тата партин Чăваш обкомĕн бюровĕ пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен строительствине тума палăртнă. Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтармалла пулнă. Чăваш Ен историйĕнчен çакă паллă: республика территорийĕнче çарпа уй сооруженийĕсем пĕтĕмпе улттă пулнă: Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав тата Улатăр. Иккĕшĕ Хусан енпе: Октябрьски тата Тăвай. — Шăпах çав ушкăна лекрĕм те эпĕ. Мана Кăрмăш еннелле каякан окопа чавма илсе кайрĕç. Вăл хĕл питех те сивĕ килчĕ. Тăхăнмалли çукчĕ, ĕç хатĕрĕсем сахалччĕ, апачĕ япăхчĕ. Çанталăк шартлама сивĕрен сурчăк сурсан та вăл çĕр çине лекиччен шăнса ларатчĕ. Вăт ĕçле çакăн евĕр условисенче! Ильина Гора ял Совечĕн тĕп усадьбинче пурăнаттăмăр. Пĕчĕк пỹртре, урайĕнче çывăрса тăраттăмăр. Хĕллехи условисенче çĕр чавасси — хĕрарăм ĕçĕ мар ĕнтĕ. Анчах ун чухне çавă пирĕн ĕнсе çине выртнă. Алăран лумпа кувалтă, кĕреçе, наçилкка кайман, — тет çав вăхăтсене аса илсе кинеми. — Урари çăпата, алса тулĕ тем самантра çĕтĕлсе пĕтетчĕ. Тăхăнмалли çỹхе пулнăран алăсене, пит-куçа час-часах тăм илетчĕ. Чĕркуççисене ал шăллипе, тутăрпа чĕркесе çỹреттĕмĕр. Эй, Турă, эпир курнă асап-нушана пирĕн мăнуксем ан курччăрах. Пĕрле окоп чавнă хĕрсене паян кун та ăшшăн аса илетĕп эпĕ. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Чул пек хытнă шăн çĕре катма çав тери йывăрччĕ. Тĕллĕн-тĕллĕн вăл ĕлĕкхи 5 пус укçа евĕр çеç хăпăнатчĕ. Халĕ хушăран çав кунсем куç умне тухаççĕ те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп: епле маттур пулнă эпир çав çулти хĕрсем. — Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев хăйĕн Указĕпе çитес çула республикăра Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтерчĕ. Тавах пирĕн пысăках мар ĕçе хакланăшăн, хамăра хисепленĕшĕн, — тет малалла ĕç тата тыл ветеранĕ. — Тавах. Каярахпа йывăр ĕçсен тапхăрĕ кунпа вĕçленмен-ха Елен аппан, вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнче, Атăл леш енчи Йăлăм вăрманне каснă, вутă-шанкă хатĕрленĕ çĕртре тăрăшать. — Каснă йывăçсене çуна çине тиесе чукун çул хĕрне илсе тухаттăмăр. Çамрăк пулнă, юн вĕренĕ, — аса илỹсен авăрĕнче çỹрет Елена Ефимовна. Е. Маркелова 1947 çулта вăрçă хирĕнчен таврăннă салтакпа Иван Маркеловпа çемье тĕвĕленĕ. Çак мăшăр татуллă пурнăçра 5 ача — Зоя, Нина, Маша, Коля, Гена — çуратса ỹстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун Елена Ефимовна 5 ачипе, 16 мăнукĕпе, кĕçĕн 28 мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕн пĕр ачипе туллин савăнать. Ачисем те хăйнех хывнă тейĕн, тивĕçлĕ пĕлỹ илсе, юратнă ĕçĕсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Аслин, Зойăн, 5 ача, ĕç ветеранĕ вăл. Нина та килĕштернĕ ĕçĕнче тимлесе “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ, унăн та 5 ача. Маша икĕ хĕр çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлỹ панă. Педагогсем. Мария Ивановна кун-çулĕн пысăк пайне Трак вăтам шкулĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Кольăн виçĕ ача. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Кил хуçи, Николай Иванович, Чернобыльти аварие пĕтерме хутшăннă, патшалăхăн чылай наградине илме тивĕç пулнă вăл. Тахçанах тивĕçлĕ канура пулин те, канлĕхне юратнă ĕçĕнче тупать. Гена Чул хулари политехника институтне вĕренсе пĕтернĕ, чылай çул атом энергетикин тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ, “Атом облаçĕн тава тивĕçлĕ ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. ... Вăхăтăн хăйĕн чуппи. Елена Ефимовна мăшăрне 26 çул каяллах çухатнă пулин те, ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе ăшшăн савăнать. Хам енчен çакна çеç калам: Елена Ефимовна, Турă панă çула туллин пурăнса пĕтерĕр, ачусен хỹттинче, мăнукусен, кĕçĕн мăнукусен ытамĕнче пурнăç илемне, ытти ватăсен хисепне туйса 100 çулхи юбилей кĕрекинче савăнма сывлăх пултăр сире. С. Самсонов .