АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанлăха — асăрхаттару

04 декабря 2020 г.

Саккунсене пăсассине сирес, профилактика тĕллевĕпе тĕрĕслевçĕсем предостережени (асăрхаттару) çырма пултараççĕ. Кунта йĕркесĕрлĕх паллисене çирĕплетекен сведенисем пуррине тĕпе хураççĕ. Кунта тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвне те, çынсен çырăвĕсене те, влаçăн ытти органĕсенчен çитнĕ материала та, МИХсенчен пĕлтернине те шута илеççĕ. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ кăçалхи вунă уйăхра кăна çĕр надзорĕ енĕпе 235 предостережени панă: район тата ял тăрăхĕн ад-министрацийĕсене пĕтĕмпе — 39, юридици сăпатĕнчи çынсене — 42, уйрăм çынсене — 154. Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Пет-рова каланă тăрăх, пурне те тенĕ пекех çĕрĕсем çинче çум курăк ỹстерсе янăшăн асăрхаттарма тивнĕ: Муркаш, Етĕрне, Улатăр, Çĕрпỹ, Канаш, Вăрмар, Элĕк, Пăрачкав районĕсенче тата Шупашкар хулинче. Тĕслĕхрен, Улатăр ра-йонĕнчи Алтышево ял тăрăхĕн администрацине 594,4 гектар çĕрпе усă курманшăн асăрхаттарма тивнĕ. Темиçе пайран тăракан лаптăка пĕр хуçалăх 5 çуллăха арендăна илнĕ пулнă. Мĕнле тĕллевпе тульккăш? Çум курăк ỹстерме-и? Анчах та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче пахча çимĕç лартса çитĕнтермелле е тыр-пул туса илмелле, саккунсенче каланă ытти тĕллевпе усă курмалла-çке. Кунта тăпран пахалăхне упраса хăварас е ăна лайăхлатас тесе тăрмашаççĕ теме те чĕлхе çаврăнас çук. Юрать çĕрĕн çиелти паха сийне тĕкĕнмен, хытă каяш пăрахса япăхлатман. Çĕре — пусă çаврăнăшĕнче пулмаллине, çум курăкран хăтăлма вара ятарлă ĕçсем йĕркелеме тивни пирки аса илтернĕ. Кунта пестицидсемсĕр май килменни паллă. Анчах хими япалисемпе ахаль чухнехинчен ытларах усă курма тивет-çке. Çакă вара сывлăха, уйрă-мах ачасенне, япăх витĕм кỹме пултарнине ман-малла мар. Çитменнине асăннă лаптăк вăрманпа чикĕле-нет. Типĕ çум курăкран пушар тухас хăрушлăх пурри пирки тепĕр хут аса илтермеллех-ши? Типĕ курăка çунтарни те çут çанталăка лайăх тумасть. Çĕрнĕ тислĕк пуласси пăсăлать, çав-на май тăпра пулăхлăхĕ япăхланать. Типĕ курăка çунтарса çум курăка пĕ-терме çук, вĕсем — чă-тăмлă. Усă кỹрекен хурт-кăпшанкă вара пĕтет. Çут çанталăкри йĕрке пăсă-ласси куç кĕрет.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика