04 декабря 2020 г.
Иртнĕ çул Трак енре хăнара пулнă чухне ку тăрăхăн паллă журналисчĕсем — Юрийпе Татьяна Борисовсем мана хăйсен çĕнĕ кĕнекисене — “Манăçми ялăм, ЯНМУРÇИН” тата “Асăмран каймасть Супар шкулĕ” — парнелерĕç. Киле çитсессĕн вĕсемпе çĕрĕпех — куç хупмасăр паллашрăм, пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа тухрăм. Чăваш çĕршывĕн таврапĕлỹçисен хушшинче хăйсен ĕçне юратса пур-нăçлакансем, вулакан кăмăлне çырлахтарас тĕллеве чи мала хурса пахалăхлă кĕнеке кăларакансен йышĕ ỹссе пыни савăнтармаллипех савăнтарать мана. Çапла çырнине тĕслĕхпе çирĕплетсе парам-и? Пушă сăмах вĕçтерни ан пултăр. Çакна манăн алăри Борисовсен кĕнекисем çи-рĕплетеççĕ те. Трак тăрăхĕнчи Юрийпе Татьяна Борисовсем хă-çантанпа ĕнтĕ тăван енĕпе унăн мухтавлă çыннисем çинчен материал-документ пухаççĕ, вĕсене тивĕçлĕ шая çитерсе ырă та пархатарлă ĕç тăваççĕ. Шетмĕпе Мăн Çавал хутлăхĕнче çанă тавăрса ĕçлекен мă-шăрпа танлашакан тавра-пĕлỹçĕсем сахал пулĕ. Вĕ-сем темиçе çул каялла ЧР Цифра аталанăвĕпе ин-формаци политикин тата масăллă коммуникацисен министерствин “Çĕрпỹ издательство çурчĕ” автономи учрежденийĕнче кун çути кăтартнă “Манăçми ялăм, ЯНМУРÇИН” тата “Асăмран каймасть Супар шкулĕ” кĕнекесем мĕн паянхи кунчченех вулакансене парнелĕх кỹнĕ чи лайăххисен шутĕнче тăраç-çĕ. Иккĕшне те Борисовсем ентешĕсен ячĕпе лартнă пысăк палăк вырăнне хурса хаклассăм килет манăн. “Кашни çыннах ятран лартмаççĕ палăк, кашни çын палăк ларттăр пурнăçра” тесе çырнăччĕ эпĕ хамăн пĕр сăвăра. Татьянăпа Юрий, кун-çул лавне пĕрле тапса туртма мăшăр турта хушшине тăнăскерсем (сăмах май вĕсем мăшăрланнăранпа çитес çул шăпах 30 çул пулать), чун-чĕрисен йыхравлă хистевĕпе хавхаланса, кăмăл-туйăмĕсен туртăмĕпе çунатланса, чăннипех те ылтăн палăк лартнине чап-сумлă, хисеплĕ те чыслă çыравçăсен çемйине пуянлатрĕç. Шурă пуçăма çĕре çитиех сăпайлăн тайнă май, канăçа пĕлмен мăшăра ỹлĕмрен те çыравпа шырав тĕнчинче çĕнĕ ỹсĕм-çитĕнỹпе туллин савăнтарса тăма ырлăх-сывлăх сунасси çеç юлать манăн... Ю. Борисовăн “Манăçми ялăм, ЯНМУРÇИН” кĕнеки пирĕн тăрăхри ватă ялсенчен пĕри шутлана-кан Янмурçин çыннисен паянхи пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне çутатиччен чи малтан асăннă ялăн историйĕпе паллаштаракан документсене вырăн панине малтанах иккĕленỹллĕрех йышăнтăм, анчах каярахпа улăштартăм шухă-ша: ара, темиçе ĕмĕр каяллах хыçа хăварнă сĕм аваллăха пĕлмесен, паянхи çамрăк ăру ыранхи кун хапхине шанчăклăн уçса кĕрейĕ-ши?.. Мăн асаттесем тарăнлатса хăварнă çул-йĕр тăрăх шанчăклăн та мал ĕмĕтлĕн утса, тăван ялĕн манăçми ятне çỹле çĕклекенĕсен хушшинче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ лайăх пĕлекен çынсем пурришĕн мухтанас та, мăнаçланас та килет. Пурне те асăнса иртеймĕпĕр, анчах Леонид Прокопьев, Георгий Сидоров, Прокопий Петров, Леонтий Васильев ячĕсене пайăррăн илсе кăтарт-масăр хăварни çылăх пулнă пулĕччĕ. Партипе общество деятелĕсене, чапа тухнă педагогсене, вăйлă тыр-пул туса илнĕ, фермăсенче аш-какай, сĕт-çу ытларах парасси-шĕн туслă та килĕшỹллĕ ăмăрту хĕлхемне вăйлăн ялкăштарнă хастарсене çитĕнтернĕ Янмурçин пир-ки кăмăлтан çĕкленсе тухакан сăмахсем тупма пултарнăшăн Ю. Борисовпа унăн ĕçтешĕсене чунтан-вартан тав сăмахĕ калассăм килет манăн. Паллах, ку кĕнекене малтан пуçласа мĕн вĕçне çитиччен “шĕкĕлчесе” тухас тĕллев лартман эпĕ. Шухăша пĕтĕмлетсе çакна çеç уйрăммăн палăртса хăварасшăн: пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, вăл çĕнĕрен çĕнĕ пулăмсене вырăн парать, çĕнĕрен çĕнĕ паттăрсем çуратать. Халь-хи самана шайне тивĕçекен çĕнĕ кĕнекесем çыракансем тупăнасса, вĕсем Ю. Борисов журналистăн ĕçне малалла тăсасса шанас килет. Т. Борисова юлашки çулсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçлени, çавна май вулакансене пĕр кĕнеке хыççăн теприне парнелеме вăхăт та, вăй-хал та тупни кама ан савăнтартăр-ха? Татьяна Ивановна журналист кăна мар иккен, вăл таврапĕлỹçĕ те, сăвăç та, ỹнерçĕ те. Акă мĕншĕн темиçе ăсталăха пĕрлештерекен авторăн “Асăмран каймасть Супар шкулĕ” кĕнеки уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă. Тỹрех калатăп, унта кĕртнĕ çынсене эпĕ пĕрне те палламастăп, анчах кĕнекене вуласа тухнă хыççăн вĕсене пурне те хам тахçанах çывăх пĕлекен тăвансен вырăнне хурса йышăн-тăм. Çакă калать те ĕнтĕ Татьяна Ивановна çырулăх ĕçĕ çине ăш пиллĕн пăхнине, вăл çак кăткăслă-ха алла илессишĕн канăçа çухатсах тăрăшнине. Тата çакна та çирĕплетем-ха: Т. Борисова мăшăрĕнчен, журналистикăра 40 çула яхăн çичĕ хут тар тăкса вăй хуракан Юрий Зиновьевичран тимлесех вĕренсе пыни уçăмлăн сисĕнет. Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн пархатарлă ĕçне палăртмасăр иртме çук: ку тăрăхшăн, унăн мухтавлă çыннисен пурнăçĕпе ĕçне килес ăрусем валли хăварассине хăйсен тĕп тивĕçĕ туса хунă. Шăпах Борисовсене Н. Янкас ячĕллĕ премипе чысланă-çке. Чыслав кунпа кăна чикĕленмессе те шанса тăратăп, пурăна киле вĕсем “ку тăрăхăн хисеплĕ çыннисем” ята тивĕçнисен йышĕнче пулĕç, тетĕп. Ĕçне кура чыс-сумĕ кĕтсе тăтăр вĕсене. Шухăшсене пĕтĕмлетсе юлашкинчен мĕн калам-ха ĕнтĕ? Борисовсем хама халал сăмахĕсем çырса парнеленĕ кĕнеке-сем килти вулавăш çỹлĕкĕ çинче мар, манăн ĕç сĕтелĕ çинче вырăн тупнă. Тăтăшах алла илетĕп вĕсене, икĕ кĕнекинчен те чун-чĕрене çĕкленỹ кỹрекен ăшă хум юхса тăнăн туйăнать, çавăн чухне вара хама çывăх ĕçтешĕмĕрсемпе пĕрле Шетмĕпе Мăн Çавал хутлăхĕнче çỹренĕнех туйса тăратăп...
Г. Кузнецов.