АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анатолий ДАНИЛОВ: “Журналистикăра çĕнĕ шухăш сĕнекенсем хисепре”

04 декабря 2020 г.

 М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн дипломне илнĕ Анатолий Даниловăн “Коммунизм ялавĕн” (халĕ — “Хыпар”) редакцине ĕçлеме килмешкĕн те май пулнă — чăвашсен тĕп хаçачĕн вăл вăхăтри редакторĕ Демьян Семенов ун ячĕпе Раççейĕн тĕп аслă шкулне “чĕнỹ” ярса панă. Анчах чăваш каччи умри виçĕ çултан пĕрне суйланă — Ленинградри (халĕ Санкт-Петербург) патшалăх университетĕнче стажер-преподавательте ĕçлеме тытăннă, аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. Апла пулин те каярахпа, кунтисем ỹкĕтленипех, тăван тăрăха таврăнса И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăсталăх лаççине аталантарнă, пин-пин специалиста хатĕрлесе кăларнă. Çав шутра — “Хыпар” Издательство çурчĕ валли те. Наци медиа-холдингĕн ĕçченĕсенчен чылайăшĕ шăпах Анатолий Данилов ертсе пыракан журналистика уйрăмĕнче (унччен — факультетчĕ) професси пĕлĕвне илнĕ. Анатолий Данилов — Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Журналистсен Çемен Элкер, Николай Никольский премийĕсен лауреачĕ, истори наукисен кандидачĕ, РФ Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ. Вăл Муркаш районĕнчи Пĕрремĕш Май Выççăлккинче 1955 çулта çуралнă. Анатолий Порфирьевич — И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертỹçи, аслă шкулăн пресс-службин пуçлăхĕ. Чăваш журналистикин историне, теорипе практикине тишкерсе вун-вун кĕнеке кăларнă. — Аслă шкултан вĕренсе тухсан сирĕн умра виçĕ çул пулнă. Иккĕшĕ халĕ паллă ĕнтĕ, виççĕмĕшĕ мĕнличчĕ? — Мускавра пĕлỹ илнĕ вăхăтрах Пĕтĕм Союзри çут çанталăка сыхлакан обществăра ĕçлеттĕм, республика-облаçра тухса тăракан хаçатсенчи экологи темипе çырнă статьясене тишкереттĕм. Ку тивĕç кăмăла каятчĕ, командировкăсене те яратчĕç. Эпĕ мĕнле ĕçлени ер-тỹçĕсене килĕшнĕ ахăртнех — юлма ыйтрĕç. — Ясен Засурский ертсе пынă журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсене, иккĕленместĕп, сирĕн пурнăçăн уйрăм тапхăрĕ пек хакламалла. — Кама кăна курман-ши, кампа кăна калаçман-ши Мускав патшалăх универстиетĕнче вĕреннĕ тапхăрта? Пире, студентсене, Хĕрлĕ тỹремри демонстрацисене, палăксем уçма илсе тухатчĕç. Мана яланах сăн ỹкерме шанатчĕç. Леонид Брежнева, çĕршыв министрĕсене сăнланисем паянхи кун та килти архивра упранаççĕ. Студентсене кинофильмсенчи массăллă сценăсенче ỹкерĕнме йыхравлатчĕç, кашнинчех 3-шер тенкĕ паратчĕç. Операторсем: “Камера еннелле ан пăхăр” — тесе кăшкăратчĕç. Вăл кăна та мар, пирĕн вăхăтра студентсене колхоз ĕçне явăçтаратчĕç — эпир те пĕр кĕркунне Мускав облаçĕнчи Серпухов районне кишĕр кăларма кайрăмăр. Вăр-вар ĕçленĕрен-ши — тантăшсем “Комбайн” хушма ят пачĕç. — Ара, ял ачи-çке эсир. Тата — чăваш. — Вăрçă хыççăн 10 çултан çуралнă пулин те, хĕрарăмсем ут çире çăпата сырнине, каçсерен ачасем краççын çутипе вĕреннине, аслисем ал ĕçĕ тунине курма ĕлкĕрнĕ эпĕ. Яла электричество, радио кĕртнине те, ентешсем пĕрремĕш телевизорсене туяннине те манман. Эпир, сăмахран, ялта телевизор илнĕ виççĕмĕш çемье пултăмăр. Паянхи пек астăватăп: ĕне те, телевизор та 210 тенкĕччĕ. Атте ăна туянса килсен: “Курăр, ĕнене сĕтел çине хăпартса тăратрăмăр”, — тенĕччĕ. Çапла, аттепе анне мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă пире, икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне. Колхоза та пĕрмай çỹреттĕмĕр. — Аякка кайиччен: аçăр пирки калаçар-ха. Порфирий Данилович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă вĕт. — Мĕн пуçланса вĕçне çитичченех тăшманпа çапăçнă вăл. Темиçе хут та аманнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕччĕ пулин те вăрçă нуши çинчен каласа кăтартма юратмастчĕ. Хушăран кăна, курни-тỹснине аса илме çине тăрса ỹкĕтлесен, ỹчĕ çинчи суранĕсене кăтартатчĕ. Связист пулнă вăл. Совет салтакĕсене вилĕмрен çăлни, пĕрле çапăçнисем Порфирий ятран тĕлĕнни, хăй украинла калаçма хăнăхни пирки каласа пани те ав асра тĕлĕк пек çеç çырăнса юлнă. Вăрçăран пĕчĕк хуран, чĕн пиçиххи, кашăк, юрă кĕнеки илсе килнĕччĕ. Вăл юрланине итлеме кăмăллатчĕ, балалайка калатчĕ. 87 çулччен пурăнчĕ. — Çемье çавăрсан, аспирантурăна куçăн майпа вĕренме кĕрсен салтака кайнă эсир — хăтăлса юлма ирĕк пулнă-çке. — Вăрçă ветеранĕн çемйинче воспитани илнĕрен çартан пăрăнас шухăш нихăçан та пулман. Минскри наука конференцине вĕçнĕччĕ. Тухса калаçнă хыççăн университета шăнкăравларăм, кафедрăра ман ятпа килнĕ повестка выртнине пĕлтерчĕç. Çар комиссариатне аспирантурăра пĕлỹ илни пирки справка кăна кайса памаллаччĕ. Апла пулин те салтак аттине тăхăнмах шухăшларăм. Медтĕрĕслев тухнă чухне тата комисси председателĕ чăваш пулчĕ, епле май пуррине систерчĕ — килĕшмерĕм. Çар арçынна хăйне шанма хăнăхтарать. Çар кафедри пулман та — мана рядовой званийĕпе илнĕччĕ. Çулталăк çурăран лейтенанта çитме пултарни, çар ертỹлĕхĕнчен 46 хутчен тава тивĕçни, икĕ хутчен отпуска кайма ирĕк илни хама та хавхалантарнăччĕ. Унсăр пуçне отделени командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май эпĕ вĕрентнисем пурте, 12 салтак, службăна Афганистанра тăсма хирĕç маррине пĕлтерчĕç — вĕсене никам та ỹкĕтлемен, хăйсен кăмăлĕ çапла пулчĕ. Телее, пĕри те унти вăрçа лекмерĕ. Вăл вăхăтра та патриот йышлăччĕ, халĕ те студентсемпе ĕçленĕ май Тăван çĕршыва юратакан нумаййине курса тăратăп. — Ленинградра сирĕн иккĕмĕш ывăл çуралнă, ĕç пулнă. Тăван ене килме йыхравласан пĕрех килĕшнĕ эсир. — Тĕллевлĕ вĕрентĕм эпĕ, апла пулин те мана Питĕртех хăварасшăнччĕ. Анчах Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Петр Сидоров хамăрăн аслă шкулта журналистика специализацине аталантарма чĕнчĕ, çулталăк çурăран хваттер илмешкĕн пулăшма шантарчĕ. Çапла вара 1987 çулта чăматансене пуçтарса çемйипех Шупашкара вĕçсе килтĕмĕр. Тĕрĕссипе, аттепе анне те эпир тăван ене таврăннăшăн савăнчĕç — вĕсем мана аякри хулара хăварасшăн марччĕ. — Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Эсир çине тăнипех университетра журналистика факультечĕ уçăлчĕ. Журналистсен ĕç сфери те чылай анлăланчĕ. Мĕнпе уйрăмах мăнаçланма пултаратăр паян? — Журналист дипломне пирĕн патра илнисемпе. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен пысăк пайне журналистика уйрăмĕнче вĕреннисем тытса пыраççĕ. Вĕсен йышĕнче — “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, “Чăваш Ен” ПТРК ертỹçи Екатерина Канюка, “Советская Чувашия” хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, республикăри, районсенчи хаçатсен редакторĕсем. Çав вăхăтрах Раççей шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче те вăй хуракан йышлă. РБК журналисчĕ Наталья Ларина, “Культура” эфирĕ валли кăларăмсем хатĕрлекен Анастасия Егорова, ТВЦра тăрăшакан Петр Вершинин, “Раççей” телеканалта ĕçлекен Владимир Данилов, ТНТпа кăтартакан “Дом-2” шоу-проектăн Сейшел утравĕ çинчи ĕç-пуçне камерăпа “сыхлакан” Сергей Михеев тата паллă ытти нумай калемçĕ пирĕн патра вĕреннĕ. Унсăр пуçне ЧПУра ăс пухса журналист дипломне илнĕ 40 яхăн çын ют çĕршывсенче профессипе ĕçлесе пурăнать. — Журналистика уйрăмĕнче халĕ мĕн чухлĕ çамрăк ăс пухать? Вĕсен йышĕнче шанăç кỹрекенсем пур-и? — Пулмасăр?! Паянхи кун пирĕн патра тĕрлĕ мелпе — куçăн, куçăн-куçăн мар тата куçăн мар майсемпе — 200 ытла студент пĕлỹ илет. Вĕсен йышĕнче вĕреннĕ вăхăтрах хаçат редакцийĕсенче, радио хыпарлавпа телекуравра, пресс-службăсенче ĕçлекенсем пур. Теприсем социаллă сетьсенче тупăш тума майсем шыраççĕ. Хăшĕ-пĕри соцсетьсенче реклама енĕпе ĕçлесе уйăхсерен кĕсьене 50-шар пин тенкĕпе хулăнлатать. Унсăр пуçне тĕнче шайне çĕкленнĕ Лана Прусакова, Евгения Ливанова, Ангелина Гордеева спортсменкăсем, “Раççей пики” ята çĕнсе илнĕ Юлия Полячихина — мăнаçланмалли студенткăсем... Пытармастăп: ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтерме эрнесерен темиçе шăнкăрав килет. Раççей Патшалăх Думин депутатне халăхпа ĕçлеме пултаракан пулăшуçă кирлĕ, министерство пресс-секретарь шырать... Журналистсем таçта та кирлĕ, паянхи кун хăйне хисеплекен кирек мĕнле организацин те сайт, общественноçпа çыхăну йĕркелекен специалист пур. Çавăнпа пирĕн вĕренекенсем ĕçсĕр хăшкăлмаççĕ. — Эсир пулас журналистсене çĕршыври паллă çынсемпе паллаштарма, вĕсемпе калаçтарма майсем тупатăр. Журфак аудиторийĕсене Владимир Познер журналист, Леонид Якубович телеертỹçĕ, Алена Аршинова депутат, Александр Михайлов актер тата ыттисем пулнă. — Студентсене сахалтан та пилĕк енлĕн аталантарассине çирĕп тĕллев вырăнне лартатпăр. Çав пилĕк енрен пĕри — вĕрентỹ. Аслă шкул алăкне уçса кĕнĕ пулсан çамрăк çыннăн пĕлĕве куллен тарăнлатма ăнтăлмалла. Иккĕмĕшĕ — наука ĕçĕ. Иртнине, хальхине тишкермесĕр те тавра курăма анлăлатаймăн. Çавăн пекех пулас журналистăн пултарулăха аталантармалла, общество ĕçне хутшăнмалла. Пиллĕкмĕшĕ вара — çамрăка кăмăл-сипет енчен пуянлатасси, çынпа пĕлсе хутшăнма хăнăхтарасси. Çак тĕллевсене пурнăçлама паллă çынсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем те аван пулăшаççĕ. Çамрăксем халăхра ят-сум çĕнсе илнисем хăйсене мĕнле тытнине кураççĕ, ыйту пама хăнăхаççĕ... Акă тин çеç пирĕн аслă шкулта Раççей финанс министрĕн çумĕ Алексей Лавров пулчĕ. Калаçу вăхăтĕнчех студентсем ăна чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç. Алексей Михайловича çакă уйрăмах килĕшнĕн туйăнчĕ. — Эсир республикăри, Раççейри журналистсен пултарулăх конкурсĕсене тăратакан интервью-тĕрленчĕке тишкерсе хак паратăр, журналистсене паракан премисен конкурсĕсенче комиссире пулатăр. Паянхи калемçĕсен шайĕ чакнине асăрхатăр-и? — Çук. Массăллă информаци хатĕрĕсенче профессионалсем вăй хураççĕ. Мĕн пур конкурсах лайăх статьясене ярса параççĕ, кашнинчех суйламалăх пур. Коррупципе, терроризмпа кĕрешессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене те чăвашла тĕрĕс, пысăк шайра уçса пама пĕлеççĕ. — Профессионал шухăшне пĕлес килет: йăлана кĕнĕ МИХсене — хаçат-журнала, радиопа телекурава — социаллă сетьсем хĕссе кăлармĕç-и? — Аслă ỹсĕмрисем хаçатсемпе журналсен тиражĕ чакни пирки калаçнине илтме тỹр килет. Анчах манăн кунпа килĕшес килмест, мĕншĕн тесен пичет кăларăмĕсен хут версийĕнчен хăшĕ-пĕри интернетри страницисем çине куçнă. Çавă çеç. Çамрăксен пĕр пайне пичет кăларăмĕсен интернетри соцсетьсенчи ушкăнсем ытларах кăсăклантараççĕ. “Хыпар” Издательство çурчĕн хаçачĕсемпе журналĕсен редакцийĕсем ку енĕпе лайăх ĕçленине палăртас килет. Паянхи кун телекуравпа радио хыпарлавăн та интернетра сайтсем, соцсетьсенче ушкăнсем пур, мĕншĕн тесен çамрăк ăру хыпарсене ытларах çав ресурссенчен пĕлет. Ыйтăва хуравланă май çапла палăртатăп: пурăна киле, темиçе вунă çуллăхран, массăллă информаци хатĕрĕсен формисем улшăнĕç, анчах тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕ çавсемех юлĕç. — Специалистсем паянхи çамрăк ăру информацие пач урăхла йышăнни пирки те калаççĕ. — Çапла. Вĕсемшĕн тупăш илесси пĕлтерĕшлĕ. Тупăш тени укçаран пуяс шухăш пулни кăна мар, çамрăксем хăйсене кирлине çеç ăса хывма тăрăшни те. Вĕсемшĕн хыпарăн кĕске тата сенсациллĕ пулмалла. Массăллă информаци хатĕрĕсен паянхи кун самана таппинчен кăшт маларах пыма, вулаканăн ыранхи кăмăлĕ еплерех пулассине сисме тивет. Халĕ ачасемпе çамрăксем Контактра, Инстаграм, Тикток соцсетьсенче вăхăта ирттереççĕ, çавăнпах ку платформăсемпе пирĕн МИХсем анлă усă курма тăрăшаççĕ. Анчах, манăн шухăшпа, ачасене шкултах информацие тĕрĕс йышăнма хăнăхтармалла — медиавĕренỹ кирлĕ. Шел те, вируслă информаци те нумай паян. Пурнăç ыйтнине кура эпир те вĕренỹ программине çĕнĕ енсем кĕртсе пыратпăр... Социаллă сетьсем чăвашлăха упраса хăварма пулăшнине те куратăп. Акă Тиктокра чăваш çамрăкĕсем тăван чĕлхепе кĕске роликсем вырнаçтараççĕ. Ан тив, йăнăшлă пулччăр вĕсем, кăлтăкĕсем куçа тăрăнччăр... Пĕлтерĕшли — çамрăксем ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манманни. Каярахпа вĕсене кирлĕ еннелле çавăрма та пулать. Сăмах вĕсене тĕрĕс çырма-калаçма вĕрентесси пирки пырать. — Журналист пулас текен йышлă-и халĕ? — Çитĕнекен ăрăва журналистика кăсăклантарни абитуриентсен хушшинче конкурс çулленех пысăк пулни те çирĕплетет. Чылай факультета ывăлĕ-хĕрне ашшĕ-амăшĕ çавăтса каять пулсан, пирĕн пата килме çамрăксем хăйсем аслисене ỹкĕте кĕртеççĕ. Пултаруллисенчен пултаруллăраххисене суйлама вырăс чĕлхипе, обществознанипе тытнă патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе пĕрлех университетра тыттаракан, 100 баллă схемăпа хаклама май паракан тĕрĕслевсем те пулăшаççĕ. Пирĕн патра пĕлĕве тарăнлатас текенсем сочинени çыраççĕ тата куçа-куçăн калаçăва хутшăнаççĕ. Кăçал акă Тиктокра страница уçса 1 миллион ытла çынна интереслентерсе подписчиксен йышне кĕртнĕ Егор Васияров вĕренме кĕчĕ. Паллах, ун пеккисен малашлăхĕ пысăк. Тĕрĕссипе, хальхи саманара журналистикăра та идея-шухăш сĕнекенсем, тĕрлĕ проект шухăшласа кăларакансем, çĕнĕлĕхе хăвăрт йышăнакансем хисепре. Вĕсемех пысăк укçа ĕçлесе илме пултараççĕ. Çакă паянхи МИХсен ертỹçисене пăхсан та лайăх курăнать, вĕсем пултаруллă, хальхи информаци технологийĕсене алла илнĕ, коммуникаци шайĕ çỹллĕ. Шăпах çак виçĕ ен журналистикăра карьера тума май парать те. “Хыпар” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика