АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей шайĕнче палăрнă юрăç

04 декабря 2020 г.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн Виталий Егорович Петровăн çуралнă кунĕ çывхарса килет. Пурăннă пулсан вăл çитес çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче 76 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах хаяр вилĕмĕн çави пултаруллă ентеше ытла та ир касса татрĕ-çке. Çуралнă кунĕ умĕн виççĕмĕш сыпăкри тăванăм çинчен уçăмлăрах каласа парас кăмăлăм пур манăн. Çапла. Виталий манăн виççĕмĕш сыпăкри тăванăм пулать. Унăн асламăшĕ — ман кукаçин йăмăкĕ. Кукаçине ял-йыш хисеплесе "Яшук" тесе чĕннĕ, хут çинче вара — Яков Васильевич Васильев. Унăн йăмăкĕ Варук, Кĕçĕн Шетмĕри Петĕре качча тухнă та мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ. Икĕ ывăлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Егорпа Михаил ывăлĕсем вара Кĕçĕн Шетмĕре çемье тĕвĕленĕ. Егор пичче хăйĕн мăшăрĕпе — Марфа инкепе виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ: Галя, Витя тата Зоя. Эпĕ Витьăна мĕн ачаранпах лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа та унăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсене аса илнĕ май, ун пирки каламалли пурах. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллăскерĕн яланхи сăн-питри йăл кулли кирек камăн кăмăлне те уçатчĕ. Витя çуралнă яла вăл пурăннă вăхăтра эпĕ Кĕçĕн Шетмĕне час-часах каяттăм. Сăлтавĕ те пулнă çав: мăшăрăм асăннă ялтан-çке. Витьăпа яланах тĕл пулаттăмăр, умри тĕллевсем пирки калаçаттăмăр. Унăн шухăш-кăмăлĕнче малалла та вĕренесси малти вырăнтаччĕ. Хăй вара юрлама шутсăр юрататчĕ. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласа яла таврăнсан эпĕ Виталие пĕрле вăй хума хамăр райпона чĕнсе илтĕм. Çав çулсенче Трак енри потребительсен обществинче районти культура çурчĕн баянисчĕпе, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Ю. Мироновпа пĕрле пултарулăх ушкăнне йĕркелес тапхăр пыратчĕ. Виталий Петров вара çак ĕçшĕн яваплă çынччĕ, инструктор тивĕçĕсене чыслăн, пур кăмăлтан пурнăçласа пыратчĕ. Райпори культура пурнăçĕ район, республика шайĕнче тивĕçлĕ вырăнтаччĕ. Ака туйсенче, суту-илỹ кунĕсен уявĕсенче, пайщиксен пухăвĕсенче уй-хир ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтараттăмăр, туллин вăй хума хăватпа хавхалану хушаттăмăр. Виталий шăллăм, юрăç пулмах çуралнăскер, çар хĕсметĕнче те юлташĕсене чăваш юррисене юрласа савăнтарни, ансамбльти хастарлăхĕ çинчен аса илсе каласа паратчĕ. Эпир Егор пичче патне хăнана кайсан Виталий ĕçкĕ-çикĕре ваттисемпе пĕрле хутшăнса юрламан тени тĕрĕсех. Ахаль чух вара, мĕнле калас, "урă пуçпах" çĕнĕ юрăсем вĕренсен: "сана юрласа парам-ха", — тетчĕ. Паян кун та асра вăл юрланă "Кая юлса пырас мар" юрă. Хама та килĕшетчĕ. Пĕррехинче Витя шăллăм хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса пачĕ. Райпо бухгалтерийĕнче вăй хуракан, Вăрмар районĕнче кун çути курнă Лидăна килĕштерни, унпа çемье çавăрас пирки пулчĕ калаçу. — Хăвăр килĕштерни, сирĕн пурнăç тумалла, — терĕм эпĕ тỹрех. Çак калаçу хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ — Вăрмар тăрăхне хĕр илме каймалла пулчĕ. Егор пиччесĕрех турăмăр савăк туя. Вăл Витя çамрăк чухнех сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Савнă мăшăр хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ пулма вара пире — Тая мăшăрăмпа иксĕмĕре шанчĕç. Туй хыççăн та малашнехи пурнăç йĕрки-курки пирки канашсем ыйтатчĕç пиртен. Эпир килĕшнипех Виталий райпора ĕçе хăварса Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренчĕ. Ăна Чăваш халăх артисчĕ М. Денисов çул кăтартаканĕ пулнă. Виталий Егорович музыка ăсталăхне алла илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх филармонийĕнче хăй йĕркеленĕ "Чăваш Ен" ансамбльте ырми-канми вăй хурса тăван республикăра ят-сум çĕнсе илчĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ пулса тăчĕ. Виталий çак ятсене панăшăн пысăк хаваспа каласа панăччĕ мана. Ара, пирĕн тăрăхра ун пек пысăк, хисеплĕ ята пирĕн тăрăхра никам та тивĕçмен-çке. Питех те шел, çак ятсене тивĕçнĕ хыççăн В. Петровăн кун-çулĕ нумая тăсăлмарĕ. Кĕтмен çĕртен, сасартăк татăлчĕ унăн пурнăçĕ. Тăванĕсене, ял-йыша, юрра кăмăллакан мĕн пур çынсене текех савăнтараймарĕ хăйĕн уçă та шăнкăравлă сассипе. Савнă мăшăрĕнчен, Лидия Петровнăран, Эдик ывăлĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ вăл. Вăхăт иртет. Эдик ывăлĕ халĕ хăйĕн çемйипе, икĕ ачипе амăшĕн чун-хавалне, ватлăхра канăçлăх тупма майсем туса параççĕ. Э. Петров — çар çынни, офицер, Тăван çĕршывăмăр хỹтĕлевçи. Виталий Егоровичăн ырă ĕçне малалла Зоя йăмăкĕ, унăн хĕрĕ юридици наукисен кандидачĕ, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Надежда Александрова малалла тăсаççĕ. Г. Дубров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика