АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионти строительство комплексĕн организацийĕсен ертỹçисемпе пысăк канашлу ирттернĕ

04 декабря 2020 г.

 2020 çулта раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионти строительство комплексĕн организацийĕсен ертỹçисемпе пысăк канашлу ирттернĕ. Ларăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, министерствăпа ведомствăсен представителĕсем, муниципалитетсен администрацийĕсен, архитекторсемпе проект тата банк организацийĕсен ертỹçисем хутшăннă. Хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев çĕршыв Президенчĕ строительство отраслĕ умне пысăк тĕллевсем лартнине каланă. 2030 çул тĕлне пĕтĕмĕшле Раççейре 120 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма плана кĕртнине те хыпарланă. Çак кăтартăва пурнăçлама тĕрлĕ программăсем витĕм кỹрĕç. Федераци центрĕнчен инфратытăма аталантарма сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланнине те палăртса хăварнă вăл. Унсăр пуçне, халĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче федерацин 1023225-7 №-лĕ саккунĕн проектне “Раççей Федерацийĕн Хула строительствин кодексне Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен” сỹтсе явас ĕç пырать, унта территорине комплекслă аталантармалли пĕр механизма туса хурассине палăртнă. Олег Николаев саккун проектне реноваци программипе Мускавра пурнăçланă тенĕ, çак опыт вара пĕтĕм çĕршыва сарăласси те куç кĕретех тенĕ сăмаха çавăрса. “Ахăртнех, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çак саккун проекчĕн нормисене шута ил-меççĕ, анчах пĕчĕк хуласем валли пĕлте-рĕшлĕ пулĕç. Кунта тепĕр йывăрлăх та пур — хальлĕхе унта питĕ пĕчĕк ыйту. Пирĕн сирĕнпе республикăн хула строительствин, экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкермелле, çав территорисем те пурăнма илĕртỹллĕ пулччăр. Çитменнине тата пĕчĕк хуласем пурăнмалли çурт-йĕр строительствине тата ипотекăна аталантарма хавхалантармалли тĕрлĕ программăсене ытларах та ытларах хутшăнаççĕ”, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи 11 уйăхра, малтанхи хаклав тăрăх, 474 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çакă пĕлтĕрхипе пăхас пулсан 93: танлашать. Çав хушăрах нумай хваттерлĕ çуртсен строительствин калăпăшĕ 9 процент сахалланнă, 341 пин тăваткал метр чухлĕ чакнă, уйрăм пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 1,7:, 133 пин тăваткал метр чухлĕ ỹснĕ. Малтанхи хаклав тăрăх 2020 çулта пурăнмалли çурт-йĕр хута янин калăпăшĕ 601 пин тăваткал метр шутланать. “Хальхи вăхăтра строительство стадийĕнче 797 пин тăваткал метр чухлĕ калăпăша шута илнĕ, пурĕ нумай хваттерлĕ 86 çурт пурнăçа кĕрĕ”, — тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев. Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче 22 проект пурнăçа кĕрсе пырать. Паянхи куна 1,9 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă ĕнтĕ. Александр Героев çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр строительствин рынокĕнче çу уйăхĕнчен пуçласа кăçал ипотека илессипе халăх та активлă ĕçленине каланă. Раççей Тĕп банкĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 9 уйăх хушшинче республикăра 13 пине яхăн пурăнмалли çурт-йĕр кредитне 24,6 миллиард тенке яхăн панă. 2021 çулта республикăра ипотека кредичĕсене уйăрса паракан субсиди енĕпе хушма программа хута ярĕç. Çак тĕллевсем валли 2021-2024 çулсенче бюджет укçи-тенкине 555,5 млн тенкĕ яма палăртнă. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ ỹсесси те куç кĕретех пулĕ. Материала gov.cap. ru сайтĕнчен илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика