01 декабря 2020 г.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Карай ял тăрăхне кĕрекен Çырмапуç ялĕнчи Çĕнĕ (Новая) тата Хĕвелтухăç (Восточная) урамĕсенчи вак чул сарса тикĕсленĕ çула савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çав саманта ял çыннисем чылай вăхăт кĕтрĕç. Йĕпе-сапаллă çанталăкра çак урамсене кĕрсе тухма чăн-чăн нушаччĕ. Пуçару бюджечĕн мелĕпе ял çыннисем кашни хуçалăхран, хакĕ чăнах та сахал мар, 16500 тенкĕ пухрĕç. Вĕсен пухмачĕ 450 пинпе танлашнă. Пĕтĕмĕшле ĕç хакĕ — 2215 пин тенкĕ. Савăнăçлă тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн ертỹçи Виталий Долгов, Карай ял тăрăхĕн администрацийĕн ертỹçи Лилия Алексеева хутшăнчĕç. Вĕсем Çырмапуç ялĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта ĕçе кĕртнĕ ятпа ял çыннисене, подрядчиксене саламларĕç. Лилия Леонтьевна ĕç объекчĕн подрядчикне Алевтина Юрьевна Николаевăпа мастерне И. Николаева тата çак ĕçе хутшăннисене — А. Абдулова, В. Галкина, В. Вашуткина, А. Ворсина Тав хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Малашне те çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунчĕ. — Пуçару бюджечĕн мелĕпе район тăрăхĕнче тăваттăмĕш çул ĕçлетпĕр. Çак строительство ĕçне пурнăçлама рес-публика хыснинчен 60:, ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 20, çемье бюджетĕнчен 20% укçа уйăрнă. Район тăрăхĕнче çак объект пысăккисенчен пĕри шутланать. Паян сирĕн ялта 950 метр тăршшĕ çул хута кайрĕ. Ял халăхĕшĕн, паянхи кун, çемье бюджетĕнчен 16500 тенкĕ уйăрма пачах та çăмăл мар. Çапах та эсир чăтăм çитерсе пуçару бюджечĕ мелĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх кăтартса пысăк ĕç турăр. Тав тăватăп сире. Малашне те Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ, ял çыннисем хастарлă, тăрăшуллă пулăр, — терĕ райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Долгов. Карай ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни О. Семенова ял халăхĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне О. Николаева, район администрацийĕн ертỹçине А. Кузнецова, ĕç объектне пурнăçлакан коллектива, ял çыннисене тав турĕ, хăш-пĕр пултаруллă хастарсене — Галина Ивановăна, Людмила Беловăна, Татьяна Ивановăна, Дмитрий Платонова, Сергей Степанова парне парса чыс турĕ. Савăнăçлă уява уçма “вăрмантан” йĕлтĕрпе Хĕл Мучипе (Д. Платонов) Юр Пике (Т. Иванова) килсе çитрĕç. Вĕсем пухăннисене пылак çимĕçпе сăйларĕç. Савăнăçлă тĕл пулăва Карайри культура çурчĕн ĕçченĕ Л. Платонова йĕркелесе пычĕ. Таврара савăнăçлă юрă-кĕвĕ илтĕнсе тăчĕ. Тỹрĕ те тикĕс çулпала Дима Иванов пĕчĕк çамрăк хăйĕн велоси-печĕ çине ларса вĕç-терчĕ, ун хыççăн хăйсен савăнăçне пытараймасăр ял халăхĕ çĕнĕ çул тăрăх утрĕ.