01 декабря 2020 г.
Иртнĕ кĕçнерникун çемьене (ашшĕ-амăшне) улăштаракансен республикăри VII форумĕ пулса иртнĕ. Ăна çулленех йĕркелесе ирттереççĕ, вăл социаллă сферăра тĕп мероприятисенчен пĕри шутланать. Республикăри VII форум çак темăпа иртнĕ: “Воспи-тание детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей в подростковом возрасте, повышение психолого-педагогической компетентности замещающих родителей с целью предотвращения отмены опеки (попечительства) над подопечными детьми, рас-пространение положительного опыта семейного воспитания детей в Чувашской Республике”. Унăн ĕçне ашшĕ-амăшне улăштаракансем, опекăпа попечительство органĕн специалисчĕсем, ашшĕ-амăшне улăштаракансен кураторĕ, çул çитменнисен ĕçĕсемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе вăй хуракан эксперчĕтĕп специалисчĕ хутшăннă. Форумра тăлăх ачасене çемье хỹттине илсе тĕрĕс воспитани парас çĕрте палăрнăшăн Н.В. Яковлевăна Тав хучĕпе, парнепе чысланă. Форум пленарлă тата секци ларăвĕсене пайланса ĕçленĕ. Унта паянхи çивĕч ыйтусене тишкернĕ.