27 ноября 2020 г.
Алексей Леонтьев 1956 çулта Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне (1979), Раççей социополитика институчĕн журналистика уйрăмне (1991) пĕтернĕ. “Хыпарта” (1991 çулччен “Коммунизм ялавĕ”) 1979 çултанпа: аслă корректор, корреспондент, пай редакторĕ, яваплă секретарь, 1991 çултан — тĕп редактор, 1998-2014 — “Хыпар” ИÇ генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ. 2014 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнчен — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ. Истори наукисен кандидачĕ. Публицист, политолог, этнолог, фольклорист, куçаруçă. РФ Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ. Вырăсларан чăвашла 7 кĕнеке куçарса кăларнă, публицистикăн 3 кĕнекин, ăслăлăхăн 60 ытла ĕçĕн, çав шутра 4 монографи авторĕ. ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер тата Николай Никольский премийĕсен, РФ Журналистсен союзĕн премийĕн, Пĕтĕм тĕнчери литература енĕпе паракан “OSTANA” (Итали) преми лауреачĕ. Чăваш наци конгресĕн президиумĕн членĕ (15 çул ытла вице-президент пулнă).
— Алексей Петрович, сире начар мар пĕлетпĕр. Çапах эсир хăвăра икĕ-виçĕ сăмахпа мĕнле хакланă пулăттăр?
— Ку ыйту — хăйне тиркевлĕн хаклама пĕлекен çыншăн, ахăртнех, чи йывăррисенчен пĕри. Эпĕ хама, кирек кам пекех, чи ырă эпитетсемпе пуçăм курăнми витме те пултаратăп: “ырă чунлă”, “таса кăмăллă”, “çынна каçарма пĕлекен”, “суя-ултава, элеке, йăпăлтилĕхе курайман этем”, е тата мăнаçлăн — “тăван халăхшăн пурнăçăма пама хатĕр” т.ыт. те... Анчах хăйне кунашкал сăваплатса кăтартнинче çын ыттисен кăмăлне кайман сĕм пуррине туймасть пулсан — ку çынпа, эппин, темĕн ырах марри пулса иртнĕ. Вырăсларан куçарсан çакна “çăлтăр чирĕ” теççĕ. Мана ку “чир” аптăратмасть. Интернетри сайтсенчен пĕринче пĕр аноним ман пирки “хăйне мухтанине шутсăр юратать” тесе çырнăччĕ. Йăнăшать аноним: куçран пăхса мухтанине тỹсме пултараймастăп. Эпĕ, паллах, хăйне хăй тиркесе куллен чунне кăшлакан (вырăсла “самоедство” теççĕ) çын ăраттинчен те мар. Ĕç-хĕлĕмре, хутшăнусене хама мĕн çитменнине, мĕн ытлашшине хаклама пăрахман-ха. Хамăн мĕнле-тĕр шухăша-тĕллеве анлă йыша е ĕçтешĕме, уйрăм калаçташăма (собеседник. - ред.) тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса памасан кăмăлăм лăпланмасть.
— Журналист пулас ĕмĕт хăçан çуралнă?
— 6-мĕш класра Комсомольски районĕн “Октябрь ялавĕ” хаçатĕнче малтанхи заметка пичетленнĕ, 7-10-мĕш классенче шкулти стена хаçачĕн редакторĕ пултăм. Анчах “историк пулас-и е журналист-и?” ыйту вăтам шкул пĕтерсен тин татăлчĕ: 1974 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Унти ятарлă ушкăнра (ăна И.Я. Тенюшев ертсе пыратчĕ), хаçатсен редакцийĕсенчи практикăра професси ăсталăхне алла илтĕмĕр. 3-5-мĕш курссенче “Çилçунат” литература пĕрлешĕвĕн “Вутчуль” хаçачĕпе альманахне редакциленĕ. 10-15 метр тăршшĕ хаçатпа паллашма “Е” корпуса мĕн пур факультетран пыратчĕç.
— 35 çул ытла “Хыпарта” (малтан “Коммунизм ялавĕ”) ĕçлерĕр, аслă корректортан пуçласа Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ таран çĕклентĕр. Хăш тапхăрта ĕçлеме уйрăмах йывăр тата питĕ кăсăклă пулчĕ?
— Наци пичет кăларăмĕн ертỹçин ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман та, пулас та çук. 1993 çул вĕçнеллеччĕ пулас — Пичет министерстви редакцие 4 компьютер, принтер, сканер пачĕ. Çĕнĕ технологи çине куçмалла. Анчах... чăвашла шрифтсем çук, текстсене наборлама тата полосасене калăплама Шупашкарта ниçта та вĕрентмеççĕ. Кĕскен: ишме пĕлмесĕрех тарăн шыва сикрĕмĕр те — ишсе тухрăмăр-тухрăмăрах. 1995 çултан пуçласа номерсене хамăр калăплама пуçларăмăр. В.И. Филиппов, А.Г. Михайлов, Н.Е. Иванова тăрăшнипе хамăрăн шрифт хуçалăхĕ йĕркеленчĕ. Ним ỹстермесĕр калатăп: республикăри район хаçачĕсене те, Чĕмпĕрте, Ĕпхỹре, Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçатсене те шрифтсемпе те, калăплав ĕçне вĕрентсе те пулăшнă. Чи йывăрри çапах та — 1998 çулхи çурла уйăхĕнчи дефолт хыççăнхи темиçе çул. Бюджетрен “чĕрĕ” укçа вырăнне вексель параççĕ, тĕслĕхрен, “Чăвашкабель” таварĕсене туянма е “Чувашэнерго”, “Чăвашспирт” векселĕсене. Вĕсене вырнаçтарсан тин укçаллă пулаятăн. Шăпах çав вăхăтран “Хыпарта” реклама ĕçĕ вăйланчĕ. 1998 çулхи пĕтĕмлетỹллĕ, уяв номерне яланхи 4 полосапа мар, 12 полосапа кăлартăмăр, Издательство çурчĕ çур уйăх пурăнмалăх ĕçлесе илтĕмĕр. Шалу вырăнне сотрудниксене тип çу, чăх, хур какайĕ, йăлара усă курмалли приборсем пани те пулнă. Йывăрлăхран майĕпен тухрăмăр... Чи кăсăклă тапхăр та 90-мĕш çулсемпех çыхăннă: 1996 çулта “Çамрăксен хаçатне” чĕртсе тăратрăмăр, 1997 çулта “Чăваш хĕрарăмĕ”, унтан “Кил-çурт, хушма хуçалăх” тата ытти хаçат-альманаха кăларма пуçларăмăр. 1998 çулта Раççейри наци кăларăмĕсенчен чи малтан Издательство çурчĕ йĕркелерĕмĕр. “Хыпарăн” 90 çулхи (1996), 100 çулхи (2006), Н.В. Никольскин 125 çулхи юбилейĕсене (2003) Раççей шайĕнче ирттертĕмĕр тени ỹстерсе калани мар.
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ те пултăр. Яваплă икĕ ĕç пĕр-пĕрне чăрмантарман-и? Е пулăшнă? Хăш енĕпе?
— Депутат пулни çĕнĕ хаçатсем уçма пулăшрĕ. Ỹпкев сăмахĕ мĕн чухлĕ илтмен-ши: “Хыпар” бюджет укçине сая ярать, тĕрлĕ хаçат уçса хăйĕн тиражне чакарать имĕш т. ыт. те. Çук, апла мар — кашни хаçат халăхăн тĕрлĕ сийĕ валли. Бюджет укçи вара чăваш çыннисен налукĕнчен те пуçтарăнать! “Çамрăксен хаçачĕпе” “Чăваш хĕрарăмне” кăларма вĕсем тухма пуçласанах бюджетран укçа илмелле тума май килчĕ.
— Николай Никольскин — “Хыпар” хаçат никĕслевçин — ятне чĕртсе тăратасси сирĕн-пе çыхăннă. Мĕнрен пуçларăр çак ĕçе? Мĕн хистерĕ?
— Мĕн хистерĕ? Никольский ячĕ совет саманинче манăçлăхра пулни, историшĕн тỹсмелле мар çак тĕрĕсмарлăха пĕтерме тĕллевленни. Вăтăр çула яхăн каялла “хыпарçăсем” кăна мар, историксем те Н.В. Никольский халăхăмăрăн чăн-чăн улăпĕ пулнине туллин ăнланса илейменччĕ-ха. Тĕрĕсрех каласан — унăн пĕтĕмĕшле культурăри, ăслăлăхри энциклопедистла паттăрлăхне хаклама та пуçлайман. (Чăн та, Чăваш наука тĕпчев институтне нумай çул ертсе пынă В.Д. Димитриев профессор пуçарнипе Никольский юбилейĕсене анлах мар йышпа палăртсах тăнă.) “Хыпар” пуçарăвĕпе 1993 çулта Николай Васильевичăн 115-мĕш çуралнă кунне републикăра пĕрремĕш хут анлăн паллă турăмăр. Институтри хальхи ĕçтешĕм, çав тапхăрта культура министрĕ пулнă В.П. Иванов тăрăшнипе тепĕр çулах Муркаш районĕнчи Купăрляра Николай Васильевичăн бюстне вырнаçтартăмăр. Çакăн хыççăн çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Купăрляра çуллен Никольский кунне ирттеретпĕр. Чăваш пичечĕн никĕслевçин 125 çулхи, “Хыпарăн” 100 çулхи юбилейĕсене ЧР Президенчĕн ятарлă указĕсемпе килĕшỹллĕн уявларăмăр. Мĕн-мĕн тунинчен чи паллăраххисене палăртса хăварар: Николай Васильевичăн Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи музейĕ, Купăрляри Никольскисен çурчĕ пулнă тĕлти стела, Хусанти Ар масарĕнчи Никольскин вил тăпри çинчи гранит палăк, Шупашкарти Никольский проспекчĕ, тĕп хуламăрти педагогика колледжне ăсчахăмăр ятне пани, унăн çырнисен 4 томран тăракан пуххи, ăслăлăх конференцийĕсем (унта тухса калаçнисен материалĕсен пуххисем), унăн еткерне тĕпчесе, ăна аса илсе çырнă темиçе çĕр статья. Шел, Шупашкарта унăн палăкне лартаймарăмăр-ха.
— Паян эсир — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ. Тĕп ĕçĕрпе (этнологи, истори, фольклористика) çыхăннă статьясемсĕр пуçне икĕ кĕнекĕре асăнса хăварасшăн: “Энциклопедия агропромышленого комплекса Чувашской Республики” тата “Чăваш наци конгресĕ. 1992-2017”. Иккĕшне те 2017 çулта пичетлесе кăларнă, иккĕшĕ те хулăн. Мĕнле ĕлкĕретĕр?
— Ĕçлетпĕр...
— Нумаях пулмасть тата истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăтăр. Хăш енĕпе тивĕçрĕр çак ята? — Диссертацире чăваш периодика пичечĕ XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче никĕсленсе аталанни ыйтăвĕсене тĕпченĕ. Никĕсре, паллах, “Хыпар”. Ун вырăнне 1918 çулхи нарăсра тухма пуçланă “Канаш” хаçат кун-çулне кăштах тĕпченĕ темелле. Анчах Чĕмпĕрте тухса тăнă “Çутталла”, “Самана”, “Пирĕн пурăнăç”, Пушкăртстанри “Хĕрлĕ Урал”, Тутарстанри “Хĕрлĕ ялав” хаçатсене, ытти кăларăма икĕ-виçĕ сăмахпа асăнса хăварнипех çырлахнă. Пурне те тенĕ пекех эсерсем кăларнăран вĕсене тĕпчевçĕсене кăтартма та чарнă. Ĕçĕмĕре çав “шурă пăнчăсене” уçрăм темелле пуль... Чăваш хаçат-журналĕн 1925 çул хыççăнхи аталанăвне пĕтĕмлетсе никам та тишкерменнине те асрах тытмалла. Эппин, ĕçлемелли нумай.
— Институт фондĕнче Николай Никольскин ĕçĕсем 260 том ытла. Вĕсене алла тытма вăхăт тупатăр-и? “Хыпар” хаçат никĕслев-çин ятне вилĕмсĕрлетес тесен тата мĕн тумалла? — Кашни ĕçтешĕм мар пулсан та, нумайăшĕ кашни кун тенĕ пекех ăслăлăх архивĕн I уйрăмĕнчи (Никольский фончĕ) пĕр-пĕр тома тишкерет. Монографисенче, уйрăм статьясенче çав уйрăмри çăл куçсемпе усă курнине кăтартатпăр. Анчах ку кăна çителĕксĕр. Фондри нумай материала кĕнекелетсе пичетлесчĕ. Ярăм ячĕ, калăпăр, “Н.В. Никольскин ăслăлăх фончĕ” пултăр. Çырнисен пуххин 4 томлăхне малалла тăсса, Никольскин ал çыру хальлĕн упранакан ĕçĕсене (вĕсем вунна яхăн) кăларасчĕ. Николай Васильевичăн ăслăлăх материалĕсем Саранскра, Йошкар-Олара 5-шер том упранаççĕ. Хальччен Хусанта 1 том пур теттĕмĕр (Тутарстанри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе, литература тата ỹнер институтĕнче). Профессор архива упрамашкăн пама хăй виличчен тата 30 том папкăласа хăварнă иккен. Вĕсене Николай Васильевич мăшăрĕ Александра Владимировна Хусан патшалăх университечĕн Н.И. Лобачевский ячĕллĕ ăслăлăх библиотекин ал çырусемпе сайра кĕнекесен уйрăмне панă. Шупашкарта çакна пĕлмесĕрех юлнă... Иртнĕ çул эпĕ çав фондпа тĕплĕн паллашрăм.
— Хăвăр пирки те калаçса илер. Кулленхи пурнăçра мĕнле çын эсир? Пушă вăхăта епле ирттеретĕр?
— Ахаль çын. Хресчен ачи. Арăмăн мăшăрĕ, ачамсен ашшĕ, мăнукăмăн кукашшĕ, аппамсемпе йăмăксен шăллĕ те тетĕшĕ, Левентейсен, Кузьминсен, Черновсен, Земсковсен йышлă ратне тăванĕ. Пушă вăхăт çук. Редакторта чухне сахал çырнă теейместĕп, анчах кăмăлăм тулман. Халĕ кашни кун тенĕ пекех компьютер умĕнче.
— Вулама вăхăт пур-и? Камăн кĕнекисем уйрăмах килĕшеççĕ?
— Ăслăлăх кĕнекисем, архив материалĕсене ытларах вулатăп. Илемлĕ литература классикипе шкулта-университетра чухне паллашнă. Паянхи чăваш çыравçисен кĕнекисене вуласа ĕлкĕрме йывăр, çав тери нумаййăн вĕсем. Редактор опычĕ пулăшать: диагональпе пăхса тухсанах хайлав пахалăхне хаклаятăн. Тинтерех çеç Пауло Коэльон “Алхимикне” тепĕр хут вуларăм. Ал айĕнчи кĕнеке — Альберт Камю: “Бунтующий человек”. Кам-ха вăл — пăлханакан этем? Камю калать: “Пăлханакан этем яланах “çук” тет. Анчах, хирĕçлесе, вăл пăрахăçламасть, хăйĕн тепĕр ĕçĕпех “çапла” тет”. Философ шухăшне уçăмлатам: çыннăн хальччен мĕн тунипе нихăçан та çырлахса лармалла мар, “юрать, ку ыйту татăлчĕ, ыттисемпе ĕçлеме тытăнмалла” темелле.
— Пурнăçра тата мĕн çитмест пек?
— Вăхăт. Ытла та хăвăрт чупать.
— Сире пурнăçра пулăшнă, йывăр вăхăтра кирлĕ канаш панă çынсем камсем-ши?
— Паллах, вĕсем пулман мар, халĕ те пур. Анчах пĕрне асăнсан, теприне асăнмасан... Ку ыйтăва çав тери тĕплĕн хăçан та пулин мемуарта хуравлăп. “Хыпар” хаçатран.