27 ноября 2020 г.

Мĕн тери илемлĕ вăл тăван çĕр, тăван тавралăх! Ĕлĕкренех ял варрипе Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ шăнкăртатса юхса выртать. Пшонкăпа Çỹремет вăрманĕсем хăйсен ытамне илеççĕ. Çỹреметпе Йăмра çырмисем хĕррипе ешерекен улăх-çаран çинчи пин-пин чечек чуна тыткăнлать, ырăлăх çуратать. Кунти Пшонкăпа Лариван ешĕл çарансем, унта хĕвел хĕртнипе пиçсе çитнĕ тутлă та пылак çĕр çырли ял çыннине савăнтараççĕ. Çак юмахри пек асамлă çĕр çинче, Кăмакалăн Улăх урамĕнче тĕпленсе пурăннă ятлă-сумлă Пармин таврашĕ. Ĕçчен хресчен çемйинче кун çути курнă та илемлĕ пит-куçлă, пукане пек хитре, çамрăк чунлă Васса. Ачалăх çулĕсем Шетмĕ улăх-çаранĕ çинче выляса-кулса иртнĕ. Вăл тус-юлташĕ-семпе вăрмана кăмпа-çырлана çỹреме кăмăлланă. Хĕр çулĕ çитсен вара ялти яш-кĕрĕмпе пĕрле вăйă картине тăнă, юрă-ташăпа туслă пулнă. Тăван тăрăхра йăлана кĕнĕ Трак пуххипе пасарне те манăçа хăварман хĕр-пике. Илемлĕ çи-пуçпа унта кайса чун хавалне çĕкленĕ. Кỹршĕ ялсенчи тантăшĕсемпе çывăхланнă. Васса хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Янкасри Чукмар таврашĕнчи Василий Васильевичпа çав уявра курнăçса пĕр чĕлхе тупнă тени йăнăш пулмĕ. Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи Янкас Упи пекех Шетмĕ шывĕ тăрăхĕнчи Кăмакал та кăмăла уçса яракан вырăн. Вăл Василий Ершова тỹрремĕнех килĕшнĕ. Хăй кăмăлланă хĕрĕпе Кăмакал ялне пурнăçĕнче пĕр тунă. Хĕрпе каччă, юрату хĕлхемĕпе кăварланнăскерсем, пĕр-пĕрне килĕштернĕ, пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăннă, каярах çемье çавăрнă. Ун чух Василий 20-ре, Васса 21-ре пулнă. 1895 çулта Упи чиркỹ прихутĕнче аслă Турăран тăнăç пурнăç пултăр тесе пил ыйтаççĕ, мăшăрланнине ĕнентерекен хут илеççĕ. Хисеплĕ мăшăр пилĕк ача: Анастасия, Анна, Гаврил, Иван, Александра çуратса ỹстереççĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Ачисем те туслă пурăнса, çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулаççĕ. Наçтỹçĕн — 1, Аннăн — 3, Кавĕрлепе Йăванăн 5-шер ача. Патвар Чукмарпа хастар Пармин таврашĕсем, пĕрле чăмăртаннă йăх тымарĕн парка турачĕсем, малалла туратланса, вăй илсе пыраççĕ. Василий Ершовăн йышлă çемьери виççĕмĕш ачи — Гаврил. Вăл 1903 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Гаврил ашшĕ-амăшĕ пек мĕн ачаранах ĕçе юратса ỹснĕ. Кăмакалти Кузьминсен таврашне хывнă. Алă ăсти пулнă, аллинчен пуртă-пăчкă кайман. Гаврил Васильевич ялта чыс-хисеплĕ çын шутланнă. Ял халăхĕ ăна пĕр вăхăт ял Совет ертỹçин тилхепине шанса панă. Кавĕрле савнă мăшăрĕпе 5 ачана кун-çул парнеленĕ. Вĕсене ура çине тăратма тытăнсан ылханлă вăрçăн вут-çулăмĕ ялкăшма тытăннă. Вăл вара малашлăхри такăр та анлă пурнăç çулне татнă. Гаврил 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче çемйипе, ял-йышпа сывпуллашса Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса каять. Г. Ершов 415-мĕш дивизин стрелоксен 1326-мĕш полкĕнче хастар çапăçать. 1941 çулхи юпа-1943 çулхи пуш уйăхĕсенче Смоленск çĕрĕ нимĕç вăрă-хурахĕсем аллинче асапланать. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче армин 33-пе 43-мĕш çар чаçĕсем, вăл шутра 415-мĕш дивизин 1326-мĕш стрелоксен полкĕ. Смоленск таврашĕнчи Березки ялне ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче ентешĕмĕр — Гаврил Ершов йывăр суранланса паттăрсен вилĕмĕпе куçне хупать. Темкино çĕрĕ çинчи хаяр çапăçура 1020 совет салтакĕ, вăл шутра Кăмакалти Макар Григорьев та пуçне хунă. Кунта чăвашсем йышлă пулни çирĕпленет. Вязищино ял тăрăхне кĕрекен Замыц ялĕнчи 8-мĕш (пĕтĕмпе вĕсем 9) тăванла масар çинче ĕмĕрлĕхех вырăн тупнă вăрçă паттăрĕ Гаврил Ершов. Çак çĕр çинчех Асăну палăкне те лартнă. 2018 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче паттăр ентешĕмĕрĕн Г. Ершовăн мăнукĕ Анатолий тата кĕçĕн мăнукĕсем Валентинпа Александр, Максим Смоленск çĕрĕ çинче аслашшĕ яланлăхах канлĕх тупнă вил тăпри çине çитсе килнĕ. Чĕрĕ чечексем хунă, асăнмалăх сăн ỹкерчĕксем тунă. Ĕмĕр асра юлмалăх питех те пысăк ĕç ку! Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тултарчĕ. Вăрçă паттăрĕсен Гаврил Ершовпа Макар Григорьевăн сăнарĕ халăх асĕнче яланлăхах юлĕç. Чукмар йăх тымарĕпе Пармин таврашĕ, пĕрле хунав янăскерсем, малалла аталанса турат çумне турат хушса, вăй илсе, чечекленсе пырасса ĕненетĕп тата шанатăп эпĕ. Г. Дубров.