27 ноября 2020 г.
Хальхи хĕрсене питĕ шеллетĕп. Мĕн тери йывăр вĕсене каччăпа паллашма. Пирĕн вăхăтра клубра уяв каçĕсем ирттеретчĕç, юрă-ташăпа ỹснĕ эпир. Хальхи пикесем, яш каччăсем интернетпа туслă. Ăçта унта чун юратни тупма? Пирĕн вăхăтра та тĕрлĕрен пулнă. “Чăхсене кĕркунне шутлаççĕ”, — теççĕ вĕт-ха. Каччăсене хăçан суйлаççĕ? Вĕсене те кĕркунне. Çак вăхăтра салтакран таврăнаççĕ каччăсем. Çара кайиччен хисепре пулман çамрăк. Икĕ çултан тăван ялне килсен пачах урăх çын. Анчах та пурте лăпкă мар. Хам клубра ĕçленĕ чухне темĕн тĕрлине те курнă. Çарта, патша вăхăтĕнчи пек, çинçе хулăпа вĕтмеççĕ вĕт-ха каччăсене. “Хăв кайса курман, шăп пул”, — терĕ пĕр хĕре çарта пулни. Пыр та калаç. Паттăр пек тытать хăйне... Тупăннă герой. “Али-баба эсĕ”, — тесе хуравларĕ кỹреннĕ хĕр. Маххă памарĕ мухмăрпа шыçăннă хĕсĕк куçлă, пĕсехине каçăртса çỹрекене. Ухмах яш. Вăт суйла каччă. Тепĕр каччă пур ялта. Ни нимĕр, ни чуста. Çарта пулман, вĕренмен, ĕçлемест. Сысна хỹри çавăрса çỹрет. Ĕçсĕр çапкаланать, урăхла каласан. Ĕçе вырнаçап тесе амăшĕнчен укçа илет те пуйăспа ларса вĕçтерет Мускав еннелле. Эрне ытларахран пăхатăн та — каллех ял тăрăх сĕнкĕлтетет çакскер. “Миçе пин илсе килтĕн?” — йĕплеççĕ чĕлхеллĕ хĕрарăмсем. Усал сăмах лаплаттарать те çакă, килĕ еннелле сулланать. Мĕнле качча тухăн çавăн йышшисене? Виççĕмĕш пирки те çырам-ха. Лешсемпе танлаштарсан, ĕçлемест вăл. Анчах та хытă. Пăрçа пек, теççĕ ун йышшисене. Арăмĕ миçе татăк çăкăр çинине те шутлĕ вăл. Çулсерен ялсенче çĕр улми пуçтарать те Шупашкара кайса леçет. Ăçта, кама сутать — кăна турă пĕлет. “Хура çынсемпе çыхăнура вăл”, — теççĕ ялта. Кăнтăртан укçа çапма килнисемпе туслине пĕрре мар илтнĕ. Унпа туслашса пăх-ха, те хура çынна сутса ярĕ. Пурăн вара тарçăри пек. Вĕсем арăмĕсене урама та кăлармаççĕ, тет. Çапла, чăхсене кĕркунне шутлаççĕ. Каччăсене кĕркунне суйласси пулмастех пикесен. Тивĕçли çук. Питĕ шел хĕрсене...
М. Романова.