27 ноября 2020 г.
Трак енре мобильлĕ ушкăнсем коронавирус инфекцийĕ ан сарăлтăр тесе вырăнсенче ку енĕпе йĕркелĕхе мĕнле пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче райадминистраци çыннисем, РФ Шалти ĕçсен ми-нистерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем пĕрле обществăлла апатлану предприятийĕсенче, автотранспорт чарăнакан вырăнсенче пулнă. Вĕсем çынсемпе паянхи лару-тăру çинчен, маска режимне пăхăнмалли пирки калаçнă, термометри тата санобработка журналĕсене тĕрĕсленĕ. Вулакана пĕлме. ЧР Пуçлăхĕн 2020 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнчи “О мерах, направленных на обеспечение санитарно-эпидемиологического бла-гополучия населения на территории Чувашской Республики” Указа пăхăнмасан уйрăм çынсене 1-30, должноçри çынсене — 10-50, педприятисене — 30-50, организацисене 100-300 пин тенкĕ штраф хураççĕ.