27 ноября 2020 г.
Анне чи хаклă та юратнă сăнар çĕр çинче. Пирĕн çĕршывра чи паллă кунсенчен пĕри вăл. Анне сăмах кашниншĕнех хаклă. Амăшĕсем пепкисене тав сăмахĕ калаççĕ, парнесем параççĕ. Чỹк уйăхĕн 26 тата 27-мĕшĕсенче “Чебурашка” ача садĕнче Анне кунне халалласа ăшă уяв иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — аннене хисеплесси, кĕçĕн ушкăнри пепкесем хушшин-че хаклă çыннăмăра юратасси тата хисеплесси. Ачасем çак мероприятие тĕплĕн хатĕрленчĕç. Уявра ачасем анне пирки сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç, сăн ỹкерчĕксем турĕç, парнесем хатĕрлерĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.
Л. Осипова, И. Степанова.