АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аçа çурисем те тĕрлĕрен пулаççĕ

27 ноября 2020 г.

Денис Гордеева вулакансем “Ир такăнсан”, “Чи вăрăм кун”, “Куккуклă сехет”, “Акман ыраш”, “Çурта кунĕ”, “Хуп хушшинчи çылăх”, “Пăсташ” тата ытти кĕнекисем тăрăх пĕлеççĕ. Паллă прозаик хăйĕн повеçĕсемпе калавĕсенче чăваш халăхĕн хальхи пурнăçне сăнарлать. Çак кунсенче Чăваш кĕ-неке издательствинче унăн çĕнĕ кăларăмĕ, “Аçа çури” ятлăскер, кун çути курчĕ. Унта “Укçа кимми”, “Турă алăкĕ”, “Хăямат” повеçсем, “Шĕвĕ кулач”, “Аçа çури” тата “Вăрттăн медаль” калавсем кĕнĕ. “Аçа çури” калавра ырăпа усал кĕрешеççĕ. Тăван мар ашшĕпе ỹснĕ Маркуш ют арçынран са-хал мар патак çинĕ, сывлăхĕпе хавшаса юлса хăй ĕмĕтленнĕ профессие те илеймен. Упăшки вăхăтсăр вилнĕ хыççăн тăлăха юлнă хĕрарăма юратса пăрахнă каччă хăй те — аçа çури пулас çын. Раисăн ачисемшĕн вăл чăн-чăн ашшĕ пуласси, вĕсене юратса пăхса ỹстересси вулакана пачах та иккĕлентермест.

Г. Матвеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика